Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерес (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Гаррис ӑна ку шухӑша пӑрахтарчӗ, ку ҫынсӑр вырӑнсенче пӑшал сассипе хамӑр пуррине пӗлтерес мар терӗ.

Но Гаррис отговорил его под тем предлогом, что в этих безлюдных местах лучше не выдавать своего присутствия звуком выстрела.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Командира пурин ҫинчен те мӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах пӗлтерес тесе, Саша кайма васкарӗ.

Саша поспешил уйти, чтобы как можно скорее сообщить обо всем командиру.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вӑл арӑмӗ ҫине йӑвашшӑн пӑхса илчӗ те: халех калам-ши е, ӗлкӗрейсен — колхозран таврӑнсан тин пӗлтерес, тесе шухӑшларӗ.

Он нерешительно посмотрел на жену, все еще думая: сейчас сказать ей или потом, когда вернется из колхоза, если только не поздно будет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— Кашни предметпа мар ҫав, — ӑнлантарчӗ вӑл, хӑй ҫинчен сахалтарах пӗлтерес шутпа.

— Не по каждому предмету, — пояснил он, не желая вдаваться в подробности.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Саша каллех хӗрсе кайрӗ: «Воскресник!.. Кун ҫинчен ачасене халех пӗлтерес пулать».

Саша снова загорался: «Воскресник!.. Надо немедленно сообщить ребятам».

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Кам та пулин пӗлтерес пулсан тата…

Упаси бог, выдаст кто…

45 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Пурин те калаҫас килет, ыйтса пӗлес ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерес килет.

Всем хочется говорить, спрашивать, поделиться новостями.

35 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Лагерь ӑҫталла кайнине мӗнле те пулин пӗлтерес пулать.

Надо было бы как-нибудь дать знать, куда снялся лагерь…

16 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Хӑйсене ҫунтарса ярасран хӑраса ӳкнӗ французсем парӑннине пӗлтерес шутпа шалча вӗҫне шурӑ тутӑр ҫыхса кӑларса кӑтартнӑ.

Боясь, что их сожгут, осажденные высунули в знак капитуляции на шесте белую тряпицу.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Мӗн тесе пӗлтерес ӑна?

Что ему передать?

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Сирӗн залива вырӑссенчен малтан пырса ҫитсе Эреншильда халех тинӗсе тухма пӗлтерес пулать.

Вы должны опередить русских и известить Эреншильда, чтобы он немедля пробивался в море.

Тӑшман таппа лекнӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

— Вӑрттӑнлӑхра тытас тесен, — тенӗ Петр, — пӗтӗм ял ҫыннисене ятран ҫырса тухас пулать, вӗсене вара ялтан ниҫта та тухса каймалла мар, тесе пӗлтерес пулать.

— Для этого, — подхватил Петр, — велеть жителей деревни переписать поименно и сказать, чтоб никуда не уходили.

Перекат патӗнче // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

— Ҫуртра мӗн пуррине ыттине пӗлтерес марччӗ тетӗп-ҫке, пӗлтерес марччӗ.

— Не хочу, чтоб чужие знали, что у меня в дому.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑвӑр калаҫнине виҫҫӗмӗш ҫынна пӗлтерес темен чух, иккӗлле ӑнланмалла сӑмахсемпе калаҫмалла мар, калаҫӑва урах япала ҫине куҫармалла.

В присутствии третьего лица, которого не хотят посвящать в разговор, не нужно употреблять таинственных или двусмысленных выражений, а следует переменить тему.

3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кун пек чухне ун ҫинчен малтанах пӗлтерес пулать.

Если человек не сможет об этом предупредить.

Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Халех майора пӗлтерес пулать.

Нужно срочно сообщить майору.

11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ывӑлӗ, ашшӗне пӗлтерес килнӗ кӑткӑс туйӑмӗсемпе тата ҫав туйӑмсене каласа пама пӗлменнипе асапланать.

Сын мучился сложным чувством к отцу и неумением его высказать.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тепӗр чух хӗрарӑм «сасартӑк ӗҫлеме чарӑнса, вӗҫен кайӑксем хӑйӗн ачисем ҫинчен хыпар пӗлтерес пек, вӗсем чӗвӗлтетнине итлеме пуҫлать.

Временами она бросала шить и прислушивалась к пению птиц, словно надеясь, что они прощебечут ей долгожданную весть.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ашшӗне мӑйӗнчен ыталаса илсе, ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерес килекен пулчӗ унӑн, географи урокне аван пӗлнӗшӗн лайӑх паллӑ лартса пани ҫинчен калас килчӗ, ун умӗнче учителе мухтас килчӗ.

Хотелось, обхватив руками шею отца, рассказать ему все новости, порадовать хорошей отметкой по географии и похвалой учителя.

15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Олька, тет, эс мана ан ятла ӗнтӗ, эп сана пӗр япала пӗлтерес теп те, чун тасалтӑр, халь эп пурпӗрех Ҫӗпӗре каятӑп, тек пӗр-пӗрне кураймӑпӑр, ҫавӑнпа та эс мана каҫар ӗнтӗ, Олька, тет.

«Ольга, ты только не сердись на меня, но я должна еще кое в чем признаться, может на сердце и не так тяжко будет. Я все равно в Сибирь уезжаю, к дяде. Чувствую — не увидимся мы с тобой больше… Ты прости меня, пожалуйста!»

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней