Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерекен (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Налог тӳлесси ҫинчен асӑрхаттаракан хыпарсене пӗлтерекен функцие граждансем хӑйсем те кирек хӑш налог органӗнче е нумай функциллӗ центрӑн офисӗнче те ҫыхӑнтарма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

«Налогсем пирки «Госуслуги» портал урлӑ хыпарлӗҫ» // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... rl-3416214

Унтан хӑйсен составне мӗнле йӗркеленине, пушар ҫинчен пӗлтерекен хыпарсене пурнӑҫланине кӑтартнӑ.

Затем показали, как происходит реагирование личного состава, при поступлении сообщения о пожаре.

Пушар чаҫӗн сотрудникӗсем ачасене кӑмӑллӑ кӗтсе илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3371822

Кунта 1930 ҫулта ҫӗре пӗрре те анса лармасӑр Мускав — Франц Иосиф Ҫӗрӗ — Камчаткӑри Петропавловск — Удд утравӗ маршрутпа мӗнле вӗҫни ҫинчен пӗлтерекен документсем упранаҫҫӗ.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вӑл вара чире паллине пӗлтерекен чи кирлӗ хатӗр.

Помоги переводом

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Мӗн терӗр?! — усала сиссе хаяррӑн, пӑлханса ыйтрӗ вӑл телефонпа темле ырӑ мар хыпар пӗлтерекен арҫынран.

Помоги переводом

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑкӑрӗ ҫинче — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе виҫӗ медаль, икӗ хут аманнине пӗлтерекен хӑю татӑкӗсем.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Апла пулсан «совӗҫ» тенине пӗлтерекен чӑн-чӑн чӑваш сӑмахне литература чӗлхине кӗртмеллех, ан тив, кашни ҫыравҫах усӑ куртӑр унпа хӑйӗн хайлавӗсенче; вара ҫынсем совӗҫ тенине час-часрах аса илӗҫ, усаллине алхасма ирӗк памӗҫ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпах ҫавӑн пек пулнӑ Юрмейкейкинсен: кинне пытарнӑ кӑна — Улатимӗр вилни ҫинчен пӗлтерекен хут персе ҫитнӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Хальхаҫҫӑн ҫумӑр пулассине пӗлтерекен паллӑ ҫук.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳкӗртпе краҫҫын-бензин вучӗ инкеке тенине пурте пӗлеҫҫӗ», теме те пултарӗ, анчах, ҫук, ниепле те хӑнӑхса ҫитейместӗп ҫакӑн йышши йывӑр синкер ҫинчен пӗлтерекен хыпарсене), кӑштахран ҫеҫ, ӑс-тӑн уяра ларсан, пӗрре ачасене шелленипе куҫӑм шывланчӗ, тепре ҫак инкекшӗн хамӑра, аслисене, ӑссӑн айӑп туса пуҫа пӑркаласа илтӗм.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Ку мӗне пӗлтерекен фокус тата?

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хородничану хӑй камне тата хӑйӗн профессине пӗлтерекен хӑма татӑкне килхапхи алӑкӗ ҫумне ҫырса ҫапманни ӑнсӑртран мар ӗнтӗ.

Недаром Хородничану не прибил к двери дома табличку со своим именем и указанием профессии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл ҫак хӑрушӑ хыпара пӗлтерекен ҫынран хӑвӑртрах хӑпасшӑн ҫеҫ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑл тӗн уявӗ мар, ҫуркунне пуҫланнине пӗлтерекен хаваслӑ уяв.

Помоги переводом

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун, ҫакна курсан, тӗлӗнсе хӑлхи хыҫне кӑтӑр-кӑтӑр хыҫса илчӗ: мӗне пӗлтерекен япала-ши ку?

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мамич-Бердей вӑрласа кайрӗ те, ҫавӑн арӑмӗ пулса тӑчӗ теҫҫӗ-ши е ӑна ҫармӑс мӑрси мӗнле мӑшкӑл тунине пӗлтерекен тупӑнчӗ-ши?

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку мӗне пӗлтерекен йӑла?

что все это значит?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавна май Чӑваш Енре, ҫав шутра пирӗн районта та, службӑна тӑма ҫарта пулнӑ тата ятарлӑ ҫар специальноҫӗ алла илнӗ запасри ҫынсене ҫар комиссариатне ҫитмелли ҫинчен пӗлтерекен повесткӑсем пама тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

«122» хӗрӳ лини хута янӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/122-%d1%85e ... 8f%d0%bda/

Чылайччен пӑхрӗ вӑл ывӑҫ тупанӗ пек тӗкӗр ҫине, унӑн шухӑша кайнине пӗлтерекен хурлӑхлӑ куҫӗсем хӑйӗн сӑн-питне пӗрремӗш хут курнӑ ҫынна сӑнанӑ евӗр сӑнарӗҫ.

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрача ун кӑкӑрӗ ҫинчи аманнине пӗлтерекен паллӑсене асӑрхарӗ, унтан унӑн кӑвак куҫӗсем таҫта айккинелле пӑрӑнчӗҫ, ҫавӑнтах вӑл кӗтмен ҫӗртен ыйту пачӗ:

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней