Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑшал сăмах пирĕн базăра пур.
пӑшал (тĕпĕ: пӑшал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑшкӑрашу та шав, пӑшал пенӗ сасӑсем; Казбич ҫеҫ утне утланнӑччӗ, халӑх хушшинче хӗҫӗпе сулкаласа урам тӑрӑх эсрелӗ пек ҫаврӑнкаларӗ.

Крик, шум, выстрелы; только Казбич уж был верхом и вертелся среди толпы по улице, как бес, отмахиваясь шашкой.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл, тен, пурнӑҫӗнче пӑшал сассине те илтмен пулӗ.

Он, может быть, выстрела не слыхал в своей жизни.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫук, ваше сиятельство, ку хӑнӑхуран туртӑнмала мар, алла пӑшал тытмасан, пеме пачах манма пулать.

Нет, ваше сиятельство, не должно пренебрегать этим упражнением, не то отвыкнешь как раз.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Сасартӑк вӑрмантан виҫ-тӑватӑ салтак тухрӗҫ те, пӑшал персе, хӑйсен юлташӗсене систерчӗҫ.

Вдруг три или четыре солдата показались из лесу и тотчас подались назад, выстрелами дав знать товарищам.

XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сасартӑк пӑшал сасси янӑраса кайнӑ.

Вдруг раздался выстрел.

XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Эх, халӗ пӑшал ҫӗклесе ӑҫта та пулин каснӑ вӑрмана каясчӗ!

— Эх, вот теперь бы с ружьишком да куда-нибудь на вырубку!

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӑшал сасси аслати пек кӗрлесе кайрӗ.

Глухой выстрел треснул раскатисто и гулко.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ваня капитан Енакиева епле те пулин хӑй ҫине ҫавӑрӑнтарса пӑхтарсан, вӑл пӑхсан вара ӑна дистанци уҫҫине кӑтартса: «Сывлӑх сунатӑп, капитан юлташ», — тесе каласан, пӗр сӑмахпа, вӑл та хӑйсен орудийӗпе кунта пулнине, вӑл та, ытти салтаксем пекех, ҫапӑҫнине систерсен питӗ аван пуласси ҫинчен шухӑшласа ҫитерме те ӗлкӗреймерӗ — ҫав самантрах малта вӑйсӑр пӑшал сасси шаплатрӗ те, хӗрле ракета ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗ.

Не успел Ваня подумать, что было бы очень хорошо как-нибудь обратить на себя внимание капитана Енакиева, улыбнуться ему, показать дистанционный ключ, сказать: «Здравия желаю, товарищ капитан», – словом, дать ему понять, что он тоже здесь вместе со своим орудием и что он так же, как и все солдаты, воюет, – как впереди хлопнул слабый выстрел и взлетела красная ракета.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Кайрӑм! — терӗ те вӑл татӑклӑн, сывпуллашмасӑрах, вӑйланса пыракан пӑшал сассисем илтӗннӗ ҫӗре васкасах чупса кайрӗ.

– Пошёл! – решительно сказал он и, не попрощавшись, широкими шагами побежал вперёд, туда, откуда слышалась всё учащавшаяся ружейная стрельба.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

(Пӑшал кӗпҫине ҫӳлелле йӑтса ярса).

(Откинув ствол ружья Романа вверх).

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Фильмри тӗп сӑнарсен вара вӗсемпе кӗрешмешкӗн хӗҫ- пӑшал пур.

Помоги переводом

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Ҫӗр айӗнчи хӑтлӑ шӑтӑкра лара парать вӑл, унпа юнашар пушӑ тар ещӗкӗ, сӑран йӗнӗсем ӑшӗнче икӗ пӑшал, ик-виҫ мӑшӑр кивӗ мокасин1, чӗн пиҫиххи тата шыв ӑшӗнче йӗпенсе пӗтнӗ тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр.

Он стоял в уютной маленькой пещерке; там же был пустой бочонок из-под пороха, два ружья в кожаных чехлах, две или три пары старых мокасин, кожаный ремень и всякий другой хлам, намокший в воде, которая капала со стен.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пур тӑкӑрлӑксенче те, тухмалли вырӑнсенче те пӑхса ҫӳрене, ҫав лабиринтра ҫӳренӗ чухне инҫетре ҫутӑсем вӗлт-вӗлт тунисене курнӑ, кӑшкӑрнӑ сасӑсем тата салхуллӑ тӳпе айӗнче кӗрӗслӗтсе янракан пӑшал сассисем те илтӗннӗ.

Что в лабиринте коридоров там и сям мелькают вдалеке огни и по темным переходам то и дело перекатывается эхо доносящихся издалека криков и пистолетных выстрелов.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк пӑшал сасси кӗрӗслетни тата такам кӑшкӑрни илтенсе кайрӗ, Гек малалла мӗн пулассине кетсе те тӑмарӗ.

А потом вдруг сразу раздались выстрелы и крики, Гек не стал дожидаться разъяснений.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Е сивӗре шӑрт-шарт! тукаласа пӑшал сасси илтӗнет.

Или в морозном воздухе зазвонит отдельный выстрел.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«Эпир курнине ан курччӗр, аллине пӑшал ан тытчӗр», - тенӗ пулӗччӗҫ.

«Чтобы не видели то, что мы видели и не держали оружие в руках», — сказали бы.

Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07

Уяв пынӑ вӑхӑтра каллех таврара пӑшал сасси илтӗнме тытӑннӑ.

Во время праздника вокруг опять стали слышны звуки орудий.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Аякра нимӗҫ бомби ӳксе ҫурӑлни, пӑшал сасси янӑрани ӑна пушшех сехӗрлентернӗ.

Его все больше пугали звуки разорвавшейся немецкой бомбы, стрельба из ружья.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Салтак аттине тин кӑна хывнӑ ҫамрӑк поэт Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансанах алла пӑшал тытнӑ.

Помоги переводом

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Паллах, Тӑван ҫӗршыва юратакан, тахҫан ӑна алла пӑшал тытса пӗрре хӳтӗленӗ ҫын пушшех те, ҫак тивӗҫе пурнӑҫлассинчен пӑрӑнса юлма пултараймасть.

Помоги переводом

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней