Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫаврӑнса пӑхсам, чунӑма хӑтарсам, хӗрхенекен кӑмӑлна кура ҫӑлсам мана.5. Обратись, Господи, избавь душу мою, спаси меня ради милости Твоей.
Пс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа умне ӳксе эпӗ хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ тархасларӑм, кӗлтурӑм, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр сире пӗтересшӗнччӗ; 26. Ҫӳлхуҫана кӗлтуса эпӗ ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша, [турӑсенӗн Патши,] Эсӗ Хӑвӑн [тӗреклӗхӳн] аслӑлӑхӗпе хӑтарнӑ, тӗреклӗ аллупа [тата пысӑк вӑюпа] Египетран илсе тухнӑ Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн еткерлӗхне ан пӗтерсем; 27. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака тата Иакова асна илсем, [вӗсене Эсӗ Хӑвна асӑнса тупа тунӑ]; ҫак халӑх хаярланса ҫитни ҫине, унӑн йӗркесӗрлӗхӗ, унӑн ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑхсам, 28. пире Ху илсе тухнӑ ҫӗрте [пурӑнакансен]: «Ҫӳлхуҫа вӗсене хӑйсене пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗме пултараймарӗ, вӗсене Вӑл, курайманнипе, пушхирте вӗлерсе пӗтерме илсе тухнӑ» тесе каламалла ан пултӑрччӗ.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей питех те кӑмӑлсӑрланнӑ, вара Ҫӳлхуҫана каланӑ: вӗсен парни ҫине ҫаврӑнса ан пӑхсам; эпӗ вӗсенчен пӗринчен те ашак ыйтса илмен, вӗсенчен пӗрне те усал туман, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.