Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Шалккӑ пулмасӑр, — Зябликова сӗтел патӗнчен каялла тайӑлчӗ, кӑшт ура ҫине тӑчӗ, анчах, председатель куҫне илмесӗр пӑхнӑран каллех ерипен пукан ҫине ларчӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй ҫине ҫавӑн пак тимлесе пӑхнӑран вӑтаннипе Наталья хӗрелсе кайрӗ, — именнине аран ирттерсе ярса, пӑшӑлтатса ыйтрӗ:Наталья вспыхнула под его внимательным взглядом, — осилив смущение, шепнула:
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Танкист-герой хӑй ҫине тинкерсе пӑхнӑран, унӑн ҫемҫе пӗчӗк аллине вӑл ҫирӗп те хытӑ аллипе тытса чарнӑран, хӗр вӑтаннипе хӗрелсе кайрӗ те ҫӗре сиксе анчӗ, текех Сергей ҫине пӑхса илме те хӑяймарӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сӑнӗ-пичӗ те унӑн кашни самантрах улшӑнса пырать: пӗрре вӑл, ытла тимлӗн пӑхнӑран тата хаярланнӑран темле урӑхланса каять, тепре телейпе ҫутӑлса илет.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тинкерсе пӑхнӑран куҫӗ чарӑлса кайнӑ.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Обломов ҫакӑн пек чӗнмесӗр пӑхнӑран, Захар хӑйне хӑй аван мар пек туйрӗ, вӑл Обломов пӑхнине курмӑш пулчӗ, ҫитменнине тата ытти чухнехинчен те ытларах хӑяккӑн тӑчӗ, Илья Ильич ҫине хӑрах куҫпа та пӑхмарӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хаттӑра питӗ те тӗттӗмччӗ, манӑн вара, юр ҫине нумай пӑхнӑран, куҫ умӗнче хӗрхӗлтӗм кӑвак ункӑсем ҫӳретчӗҫ; ҫавӑнпа эпӗ хаттӑра кам та пулсан пуррипе ҫуккине те часах уйӑрса илеймерӗм.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫапах та миссис Дуглас хӑй шутсӑрах тӗленсе кайнӑ пек пулчӗ, Гека ҫав тери мухтаса тав тума тапратрӗ, ҫавӑнпа мӗскӗн ача хӑйӗн ҫенӗ тумтирӗпе асап тӳснисем ҫинчен манса кайнӑ пекех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл халӗ те хӑй ҫине пурте пӑхнӑран, пурте хӑйне мухтанӑран тата хытӑрах асап курчӗ.
34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.