Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхнине (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп Кораблев ҫине пӑхса илтӗм те, анчах вӑл ҫав самантра хӑйӗн вӑрӑм мӑштукне пирус тиретчӗ, эп пӑхнине те курмӑш пулчӗ.

Я взглянул на Кораблёва, но он в эту минуту вправлял в свой длинный мундштук папиросу и сделал вид, что не заметил моего взгляда.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь ӗнтӗ эпӗ тӳррӗнех калама хӑятӑп: эсир куҫран пӑхнине чӑтса тӑраймастӑмӑрччӗ эпир.

Теперь я могу вам откровенно признаться: мы не выдерживали вашего взгляда.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валя ҫӗрле хай ҫине пӑхнине юратманнине, Кораблев «тен юратса пӑхас пулсан?» тесе ыйтнине, унтан кулнине те аса илтӗм эпӗ.

Я вспомнил, что Валя не любит, когда на него смотрят ночью, и как Кораблёв однажды подшутил над ним, спросив: «А если смотрят с любовью?»

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, бинокль витӗр пӑхса, Нильс кӗсменсене пуҫтарнине, хӑйне пулӑшма пыракансем ҫине мӗскӗннӗн пӑхнине куртӑм.

Я смотрел в бинокль и видел, как Нильс убрал весло и с самым беспомощным видом смотрел на идущий к нему на выручку каяк.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Марья Васильевна ҫине мӗнле пӑхнине каласа параймастӑп эпӗ.

Я не могу объяснить, с каким выражением он смотрел на Марью Васильевну.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ хӑвах манӑн ачамсем сан ҫине тӳртӗн пӑхнине куртӑн; старик паян та сан ҫинчен — вӑл шпион, ӑна асаплантарса ҫакса вӗлермелле тесе хытӑ тӑчӗ; анчах эпӗ килӗшмерӗм, — терӗ вӑл шӑппӑн, Савельич тата тутар илтесрен.

— Ты видел, что мои ребята смотрели на тебя косо; а старик и сегодня настаивал на том, что ты шпион и что надобно тебя пытать и повесить; но я не согласился, — прибавил он, понизив голос, чтоб Савельич и татарин не могли его услышать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кораблев унтан: «Ҫӗрле ху ҫине пӑхнине чӑнах та юратмастӑн-и эсӗ?» тесе ыйтнӑ.

Оказывается, Кораблев спросил его, правда ли, что он не любит, когда на него смотрят ночью.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗнле тӗтре витӗр эпӗ унӑн питне, вӑл ман ҫине йӗрӗнсе пӑхнине асӑрхарӑм, мӗн пулнине аса илтӗм.

Сквозь какой-то туман я увидел ее лицо и понял, что она смотрит на меня с отвращением. Я опомнился.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлетни эсӗ, ҫӗрле хам ҫине пӑхнине тӳсме пултараймастӑп эпӗ.

Понимаешь, я терпеть не могу, когда на меня смотрят ночью.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хальхинче хӑй тинкерсе пӑхнине пытарасшӑн пулмарӗ вӑл.

на этот раз с нескрываемым любопытством.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вара свидетельсем, Татьянӑпа Ольга, ун ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхнине асӑрхарӑм.

и я заметил, что свидетельницы, особенно Татьяна и Ольга, просто глаз с него не сводили.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сехетшер ларатчӗ вӑл ман кровать патӗнче, куҫӑм мӗнле урмӑшса пӑхнине, аллӑмсем епле хускалнине пӗрмай пӑхатчӗ.

Часами сидел он у моей постели, изучал странные движения, которые я делал глазами и руками.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кукӑле минтер ҫитти ӑшне хутӑм, ванмасть-и тесе, тепӗр хут пӑхнине те астӑватӑп-ха.

Пирог я спрятал в наволочку и все, помнится, смотрел, не раскрошился ли он.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Курасчӗ эсир — хайхи шеремет ачи ман ҫине епле кӑна пӑхнине!

Надо было видеть, как посмотрел на меня бедняга!

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пысӑк хунар тӗлӗнче, машина ман умма ҫитсен, — те чӑн, те ахаль, — ларса пыракан икӗ ҫын ман ҫине тӗллесе пӑхнине асӑрхарӑм.

Когда машина поравнялась со мной под большим фонарем моста, мне почудилось, что люди в машине смотрят на меня.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сасартӑк хам ҫине тахшин тинкерсе пӑхнине туйрӑм.

Вдруг почувствовала, что кто-то смотрит на меня.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ман вулакансем революцичченхи вӑтам шкулсенче вӗренмен, ҫавӑнпа вӗсем гимназистсемпе реалистсем пӗр-пӗрне мӗнле йӗрӗнсе пӑхнине те пӗлмеҫҫӗ.

Мои читатели не учились до революции в средней школе и, без сомнения, не помнят, с каким презрением относились друг к другу гимназисты и реалисты.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун ҫине йӗрӗнсе пӑхнине туйрӗ те вӑл, ман ҫине чунтан курайми тата тӑрӑхласа кулнӑн пӑхса илсе, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

В моем он мог прочесть презрение, и он отворотился с выражением искренней злобы и притворной насмешливости.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ӑна йӑлтах каласа патӑм — хам Верӑпа княжна ҫине мӗнле пӑхнине те, вӑрттӑн итленӗ калаҫӑва та каласа патӑм.

Я рассказал ему все — отношения мои к Вере и княжне и разговор, подслушанный мною.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Яланах сыхӑ тӑмалла, кашни куҫ мӗнле пӑхнине, кашни сӑмах мӗне пӗлтернине туймасӑр ирттермелле мар, ҫынсен шухӑшӗсене чухламалла, пӗр каварлӑха ҫапса хуҫмалла, улталаннӑ пек те пулмалла, унтан вара сасартӑк чеелӗхӗмпе усал шухӑшсенчен тунӑ пысӑк та йывӑр ҫурта пӗрре тӗртсех пӗтӗмпех ӳпне тӳнтермелле — акӑ мӗне пурнӑҫ тетӗп эпӗ.

Быть всегда настороже, ловить каждый взгляд, значение каждого слова, угадывать намерения, разрушать заговоры, притворяться обманутым, и вдруг одним толчком опрокинуть все огромное и многотрудное здание их хитростей и замыслов, — вот что я называю жизнью.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней