Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхасшӑнччӗ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чух Воропаев ача патне пырса, унпа калаҫса пӑхасшӑнччӗ, анчах хӑйӗн ачалӑхне тата пысӑккисем ачасен вӑййине пӑсма ҫеҫ пултарасса аса илни ӑна тытса чарчӗ.

Воропаев хотел было тогда подойти и расспросить мальчика, но воспоминание о собственном детстве, когда взрослые только портили игры, удержало его.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӑл гарнизон начальникӗпе Потаповпа калаҫса пӑхасшӑнччӗ, анчах лешӗ те вырӑнта ҫук иккен.

Он позвонил Потапову, но и того не оказалось на месте.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл унпа калаҫса пӑхасшӑнччӗ, анчах ҫав самантрах пӑравус кӑшкӑртса ячӗ те вара пурте хускалма тытӑнчӗҫ.

Он хотел с ним заговорить, но тут пронзительно засвистел паровоз и сразу все пришло в движение.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӗрӗссипе, эпӗ малтан ӑна хирӗҫ каличчен сирӗнпе… санпа калаҫса пӑхасшӑнччӗ, анчах вӑл пычӗ те… эпӗ чӑтса тӑраймарӑм.

Признаться, я хотела было сперва поговорить с вами… с тобою, прежде чем отказать ему окончательно; но он пришел… и я не могла удержаться.

XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Шубин Берсенева питрен пӑхасшӑнччӗ, анчах лешӗ тепӗр еннелле ҫаврӑнса ҫӑка айӗнчен тухрӗ, Шубин, пӗчӗк урисене сулмаклӑн та кӗрнеклӗн пусса, ун хыҫҫӑн утрӗ.

Шубин хотел заглянуть в лицо Берсеневу, но он отвернулся и вышел из-под липы, Шубин отправился вслед за ним, развалисто-грациозно переступая своими маленькими ножками.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унтан вара: — Эпӗ канашласа пӑхасшӑнччӗ те санпа… — терӗ.

Потом сказала: — Я вот посоветоваться хотела…

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Пӗлетӗн-и, мана пӗр ӗҫ хушрӗҫ кунта, санпа канашласа пӑхасшӑнччӗ, паллах, вӑрттӑн ӗнтӗ, ҫынна каламалли япала мар…

 — Понимаешь ли, подсунули мне тут одно задание; так я хотел посоветоваться, по секрету, конечно…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Кӑштах укҫа ыйтса пӑхасшӑнччӗ санран.

— Хотел попросить у тебя немного денег.

Кулӑш – ӗҫре пулӑш 2 // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... re-pulsh-2

Эпӗ янтӑ ырлӑха хапсӑнса харам пырланмарӑм, пӗр-ик пан улми анчах астивсе пӑхасшӑнччӗ…»

Я не зарился на чужое добро, просто хотел попробовать яблок…»

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Пӗрре эсӗ аҫусемпе калаҫса пӑхасшӑнччӗ, тепре пире ман йӑмӑк кансӗрлес пек туйӑнатчӗ сана.

То ты хотела посоветоваться с родителями, то тебе казалось, что нам будет мешать моя сестра.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тимофей Ильич ҫак кунсенче ывӑлӗпе чунтан калаҫса пӑхасшӑнччӗ, анчах ниепле те пуҫлаймасть.

Все эти дни Тимофей Ильич намеревался поговорить с сыном по душам, но никак не мог решиться.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Андрей траншейӑран пуҫне кӑларса пӑхасшӑнччӗ, анчах иккӗмӗш взрыв илтӗнсе кайрӗ, унтан вара виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш…

Андрей хотел тут же выглянуть из траншеи, но раздался второй взрыв, за ним третий, четвертый…

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Укҫине тӳличчен супӑнне путлӗрех тыткаласа пӑхасшӑнччӗ.

Прежде чем платить, я хотел развернуть обертку —

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

— Персе пӑхасшӑнччӗ ҫав-ха ӑна паян ирпе.

— Да вот надумал пристрелять его сегодня утром.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара Кралич хӑй пытанса тӑнӑ ҫӗртен тухса мелникпе канашласа пӑхасшӑнччӗ, пулӑшу ыйтасшӑнччӗ.

И Кралич решил выйти из своего убежища и попросить у мельника совета и помощи.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнер эпир сывпуллашса уйрӑлнӑ хыҫҫӑн эпӗ кун ҫинчен вӑрахчен шухӑшларӑм, эпӗ ҫакна ӗнер ирпелен, эсӗ ҫук чухне шухӑшласа тупрӑм, ӗнер эпӗ санпа ырӑ ҫынпа канашланӑ пек канашласа пӑхасшӑнччӗ, анчах эсӗ ман шанчӑка хӑвӑн йӗркелӗхӳпе улӑштартӑн.

Когда мы с тобою простились вчера, я долго думала об этом, я вздумала это вчера поутру, без тебя, вчера я хотела посоветоваться с тобою, как с добрым человеком, а ты изменил моей надежде на твою солидность.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Учитель, эпир сире темиҫе кун хушши хамӑр заставӑра пурӑнма ыйтса пӑхасшӑнччӗ, эсир вӗрентнине итлесе пӑхас килет.

Нам хотелось бы пригласить вас, учитель, провести на заставе несколько дней, послушать ваши поучения…

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Тата санран эпӗ мана суха туса пӑрахмашкӑн пулӑшма ыйтса пӑхасшӑнччӗ.

Ишо хотел я тебя просить, чтоб подсобил вспахать мне.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, ун патнелле пырса, Егор ҫинчен, хӑйӗн хуйхи-суйхи ҫинчен калаҫса пӑхасшӑнччӗ.

Захотелось подбежать к нему, заговорить о Егоре, рассказать о своих опасениях.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайран сигара чӗртрӗ те сӗтел патне ларчӗ; темӗнле кӗнекене уҫрӗ, пӗр листине вуласа тухрӗ, тепӗр майлӑ уҫса пӑхасшӑнччӗ, анчах листисене касман пулнӑ-мӗн.

Потом закурил сигару и сел к столу, развернул какую-то книгу, прочел лист, хотел перевернуть, книга оказалась неразрезанною.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней