Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сызраньте салтак пӑтти ҫиме пуҫларӑмӑр.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
— Вӗрет ман унта, лакӑртатсах вӗрет пӑтӑ-нимӗр, а вӗсен вӗремест, вӗсен — пӑтти пиҫмест.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Пӑри пӑтти.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Пиччӗшӗпе шӑллӗ, хӑйсен котелокӗсене кӑвар ҫине лартса, туххӑмра салтак пӑтти пӗҫерчӗҫ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Амӑшӗпе хӗрӗ кӑмака умӗнчи чӑланта самай вӑхӑт «пӑшӑл пӑтти» пӗҫерчӗҫ.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Унтан апат хатӗрлекен пӳлӗме кӗчӗ те чӑх какайӗпе пӗҫернӗ тулӑ пӑтти кӑштах ҫикелесе чей ӗҫрӗ…
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Урпа пӑтти параҫҫӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Илсем, йышӑнсам пиртен вир пӑтти!
1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Мӗтри патнус ҫине сӗт яшкипе вир пӑтти илсе лартнӑччӗ ҫеҫ: — Гражданин! — тесе чарчӗ ӑна хыҫалтан йӗкӗр янахлӑ, йӗкӗр хырӑмлӑ хӗп-хӗрлӗ арҫын.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Уй-хирте ӗҫлекенсене ыраш пӑтти пӗҫерсе ҫитерессине йӗркеленӗ те.
Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html
— Хамӑр та вӑйӑ картинчен пӗр-пӗр хӗре ҫавӑтса тухаттӑмӑр та ҫапла ӑҫта ҫитнӗ унта чарӑнса пӑшӑлти пӑтти пӗҫереттӗмӗр ҫав…
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ хыҫҫӑн кашни «салтак пӑтти» тутанса пӑхма пултарнӑ.
Вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсем ӗмӗр асра // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b2a%d1 ... %80%d0%b0/
Яшка, хура тул пӑтти, тефтели, салат, кукӑль, лимонпа вӗретнӗ шыв.
Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче ака пӑтти ҫинӗ.
Ака вӗҫленнӗ хуҫалӑхсем те пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61152
Вӗсем кавӑнпа тулӑ пӑтти ҫирӗҫ.
Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582
— Ялта вара хӑш-пӗрисем: «Петр Васильевич арӑмне хамӑр ял писателӗ вӑрласа кайнӑ», — тесе пӑшӑл пӑтти пӗҫернӗччӗ пӗр хушӑ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫак муниципаллӑ округсенче ҫывӑх кунсенче ака пӑтти ҫимелле.
Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061
Лешӗ, пӗчӗк хуранӑн пӑтти тутлӑ теме юратаканскер, хунямӑш сӑмахне тӳссе ҫитереймен.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ку арҫын сайра кӑвак ҫӳҫне аллипе якаткаласа Елен ҫывӑхнерех вырнаҫрӗ, унпа пӑшӑл пӑтти пӗҫерме тытӑнчӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пӗлтӗр вӑтам шкултан вӗренсе тухсан пединститута кӗме хӑтланчӗ, пӑтти пиҫеймерӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.