Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекен бизнеса малалла та пулӑшса пырӑпӑр, вӑл вара предпринимательсен тата пӗтӗм республика экономикин ыйтӑвӗсене те туллинрех тивӗҫтерӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
23. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Мана юратакана, Манӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫласа тӑракана Аттем те юратӗ; Эпир вара ун патне пырӑпӑр та ун патӗнче пурӑнӑпӑр.
Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем Иеремийӑна каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ кӳнтелен пултӑр — эпир санӑн Ҫӳлхуҫа Турру пире сан урлӑ мӗн каланине чӑн-чӑнах туса пырӑпӑр: 6. лайӑх пулӗ-и, япӑх пулӗ-и ҫавӑ — эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлӗпӗр, сана ҫавӑнта Ун патне яратпӑр; Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра итлесессӗн пире лайӑх пулӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Хамӑрӑн пӗтӗм малтанхи ҫимӗҫе — тыррине, тӗрлӗ йывӑҫ улми-ҫырлине, эрехне, ҫӑвне — эпир священниксем патне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсене илсе пырӑпӑр, ҫӗрӗмӗр паракан тырпулӑн вуннӑмӗш пайне левитсене кӳрсе тӑрӑпӑр — вӗсем, левитсем, эпир пурӑнакан пӗтӗм хуларан вуннӑмӗш пай илсе тӑраҫҫӗ.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: эпир кунта хамӑр кӗтӳсем валли сурӑх витисем, хамӑр ачасем валли хуласем туса лартӑпӑр; 17. хамӑр эпир чи малтан вӑрҫа тухӑпӑр, Израиль ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе ҫитеричченех вӗсен умӗнче пырӑпӑр; пирӗн ачасем вара ҫакӑнта юлччӑр, кунти халӑхран сыхланса тӗреклӗлетнӗ хуласенче пурӑнччӑр; 18. Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн еткер ҫӗрне иличчен эпир хамӑр киле таврӑнмӑпӑр; 19. пире Иорданӑн ҫак енчи хӗвелтухӑҫнелли ҫӗрне еткерлӗхе парсассӑн, эпир Иордан леш енче ыттисемпе пӗрле еткерлӗх илмӗпӗр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израиль вара аморрейсен патши Сигон патне элчӗсем янӑ, [килӗшӳ сӗнсе,] ӑна ҫапла калама хушнӑ: 22. мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ; [эпир ҫулпа кайӑпӑр,] уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр, санӑн ҫӗрӳнтен тухиччен патша ҫулӗпе пырӑпӑр.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Светлана Енилина ку енӗпе «пӗр муниципалитета та тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартаймастӑп» тесен Михаил Васильевич сасӑ хӑпартнӑ пек те пулчӗ: «Эпир 2 ҫулта йыша 10% пӗчӗклетме йышӑннӑччӗ. Ҫакна ҫирӗп сӑнаса пырӑпӑр. Ку чи малтанах хуласемпе районсен администрацийӗсен штачӗсене пырса тивет. Тӗп хула уйрӑмах хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме юратать. Хӑйӗнне мар, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлемелле. Вӑхӑт — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№