Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малта, стройран пӗр виҫҫӗр утӑмсенче, яр-уҫӑ, яри-ҫутӑ пӑнчӑсем пула-пула, хӗрарӑм платйисем, сунчӑксемпе шӗлепкесем тӗрлӗ тӗслӗлӗн ула-чӑлаланса ялтӑраҫҫӗ: унта парад курма пухӑннӑ полк дамисем тӑраҫҫӗ, Ромашов уяври пек тумланнӑ ҫак ҫутӑ ушкӑнра Шурочка ҫуккине пит лайӑх пӗлет, анчах вӑл унталла пӑхса илет те — кашни хутӗнчех унӑн чӗри таврашӗнче темӗскер пылаккӑн нӑйкӑша-нӑйкӑша каять, тӗлӗнтермӗшле, сӑлтавсӑр пӑлханӑва пула вара хӑйӗн хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывлас килсе тӑрать.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Темӗнле ӑнланса пӗтермелле мар ыйхӑпа ҫывӑрнӑн? ҫӗр ҫинче ҫук тӗлӗнмелле лайӑх шӗвек ӗҫсе пылаккӑн ӳсӗрӗлнӗн туйӑнса тӑчӗ ӑна.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑтанман, намӑссӑрла илемпе ялтӑраса кайрӗ ҫав пит, Ромашов вара, ӑнланмасӑраххӑн вӑрттӑнла инстинктпа кӑна, хӑйӗнче те Шурочкӑна ярса тытнӑ хӗрӳ пӑлхану пуррине туйса илчӗ, аллисемпе урисем, кӑкарӗ тӑрӑх пылаккӑн чупакан чӗтӗреврен туйса, уйӑрса илчӗ вӑл ҫакна.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах ҫавӑнтах — илтсе те, курса та мар, сисӗмпе ҫех пулӗ — вӑл пӳртре алӑк уҫӑлнине туйса илчӗ, — туйрӗ хай чӗри пылаккӑн та тӑвӑллӑн тӑпӑртатса кайни тӑрӑхах.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Самантлӑха ӑна Шурочка аса килчӗ, — питӗ вӑйлӑскер, питӗ мӑнаҫлӑскер те илемлӗскер, — темӗн ачашшӑн, пылаккӑн та шанчӑксӑррӑн сурса, нӑйӑлтатса кайрӗ вара унӑн чӗре таврашӗнче.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Сирӗн сиятельствӑ, каҫарӑр, таса мар пирӗн кунта! — халь ӗнтӗ Кузьмичова та, Христофор аттене те асӑрхамасӑр, асаплӑн та пылаккӑн кулкаласа ахлатать Мойсей Мойсеич, хӑй ҫаплах, ӳксе саланса каясшӑн мар пулса, унталла-кунталла сулланкалать.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫакӑн пек истори ҫинчен илтсен, пурте ҫав вӑхӑтра Рахметов пӗр уйӑх ҫурӑ е икӗ уйӑх хушши, тен, унтан та ытларах-и, ахаль чухнехинчен салхурах, тӗксӗмрех ҫӳренине, ӑна унӑн сӗмсӗр ачашлӑхӗпе, сигарӑсемпе, — куҫранах ятланӑ пулсан та, хӑйне хирӗҫ хӗрсе кайманнине, ӑна Никитушка Ломов тесе чӗннӗ чухне сарлакан та пылаккӑн йӑл кулманнине аса илнӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑна Никитушка е Ломов, е пӗрле Никитушка Ломов тесе чӗннӗ чух вӑл сарлакан та пылаккӑн йӑл кулнӑ, ун пек кулма унӑн чӑнах та тивӗҫлӗ сӑлтавӗ те пулнӑ, мӗншӗн тесен миллионшар ҫынсем хушшинче чапа тухнӑ ята вӑл ҫутҫанталӑкран мар, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ, ирӗкӗ ҫирӗп пулнинчен илнӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сан аллу пылаккӑн пӗҫертет мана.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ун тути манни ҫумне каллех вӑрахчен те асаплантармалла пылаккӑн ҫыпӑҫрӗ, эпӗ вара илтсе те мар, тавҫӑрса ҫеҫ ӑнлантӑм унӑн сӑмахӗсене:Ее губы опять долго и мучительно-сладко прильнули к моим, и я не услышал, а скорее угадал ее слова:
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл, сывлӑш ҫитмен чухнехи евӗр, пӳлӗнсе ларчӗ, унтан сасартӑк ун аллисем ман мӑй тавра хӑвӑрттӑн та хыттӑн яваласа илчӗҫ, вара ман тутана Олеҫҫӑн васкаса тухакан чӗтӗревлӗ пӑшӑлтатӑвӗ пылаккӑн пӗҫертсе кайрӗ:
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ӑҫта кӑна пулмастӑп эпӗ, йӑпанас-лӑпланас тесе, мӗн-мӗн кӑна тума тӑрӑшмастӑп пулӗ, — ман мӗнпур шухӑш Олеся сӑнарӗ тавра ҫаврӑнать, пӗтӗм ӳтӗм-пӗвӗм ун енне ӑнтӑлать, унӑн ниме тӑман сӑмахне, пӗр-пӗр паллах мар хусканӑвӗпе куллине ҫех хӑшпӗр чух аса илни те ман чӗрене кашнинчех шӑппӑн та пылаккӑн хӗссе, ыраттарса каять.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак калаҫу ҫаврӑнӑшӗсем мана ҫийӗнчех карчӑк ку тӑрӑха чӑннипех те урӑх ҫӗртен килсе ҫакланнине ӗнентерчӗҫ; кунта, ҫурҫӗр енче ҫӑвар вылятма юратакансем вӗҫкӗнленнӗ пек, сайра хутра тӗл пулакан ҫивӗч сӑмахсемпе пылаккӑн ҫавӑрттарса каланине кӑмӑлламаҫҫӗ те, ӑнланмаҫҫӗ те.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
7. Тутӑ ҫын пыл карасне те таптать, выҫӑ ҫынна вара йӳҫҫи те пылаккӑн туйӑнать.7. Сытая душа попирает и сот, а голодной душе все горькое сладко.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ун ҫӑварӗнче усаллӑх пылаккӑн туйӑнсассӑн та, вӑл ӑна чӗлхи айӗнче пытарса ҫӳресессӗн те, 13. упрасассӑн та, сыхласассӑн та, ҫӑварӗнчех хыпса ҫӳресессӗн те, 14. ҫав ҫимӗҫ унӑн ӑшӗнче аспид вачӗ пулса тӑрӗ.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2