Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Халӑх та вӗсене хирӗҫ тӑчӗ, хула пуҫлӑхӗсем вара, вӗсен ҫийӗнчен тумтирне сӳсе илсе, вӗсене патакпа хӗнеме хушрӗҫ, 23. хаяррӑн хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, тӗрме хуралҫине вӗсене хытӑ сыхлама хушрӗҫ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырса каларӗҫ: ҫак ҫынсем иудейсем пулнӑ май пирӗн хулана пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, 21. пире, Рим ҫыннисене, йышӑнма та, пурӑнӑҫлама та юраман йӑласене вӗрентеҫҫӗ, терӗҫ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иерусалим ҫыннисемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Ӑна йышӑнмарӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ, ҫапла пророксенӗн шӑматкунсерен вулакан сӑмахӗсене вырӑна кӳчӗҫ, 28. вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та тупаймасӑрах вӗсем Пилата Ӑна вӗлерттерме хистерӗҫ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсем патне ҫапла калама ҫын янӑ: тӑван ҫыннӑмӑрсем! сирӗн халӑха вӗрентсе каламалли сӑмахӑр пулсан — калӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кӑларса ярсассӑн, Петрпа Иоанн хӑйсеннисем патне пынӑ та аслӑ священниксем, халӑх пуҫлӑхӗсем хӑйсене мӗн-мӗн каланине вӗсене каласа кӑтартнӑ.23. Быв отпущены, они пришли к своим и пересказали, что говорили им первосвященники и старейшины.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне Петр, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, вӗсене каланӑ: эй халӑх пуҫлӑхӗсем, Израилӗн аслӑ ҫыннисем!8. Тогда Петр, исполнившись Духа Святого, сказал им: начальники народа и старейшины Израильские!
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5-6. Тепӗр кунне вӗсенӗн пуҫлӑхӗсем, аслӑ ҫыннисем, кӗнекеҫӗсем, аслӑ священник Анна, Каиафа, Иоанн, Александр, аслӑ священник ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти ҫынсем те Иерусалима пухӑннӑ, 7. апостолсене хӑйсен умне тӑратнӑ та ҫапла ыйтнӑ: эсир ку ӗҫе мӗнле хӑватпа, кам ячӗпе турӑр? тенӗ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Тул ҫутӑлсанах халӑх пуҫлӑхӗсем, аслӑ священниксем тата кӗнекеҫӗсем синедрион канашне пуҫтарӑннӑ, Ӑна ҫавӑнта илсе пынӑ та 67. каланӑ: Христос Эсӗ-и? кала пире, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем Ӑна пӗтерме май шыранӑ, 48. анчах пӗтӗм халӑх пӗр хӑпмасӑр Ӑна итленӗрен вӗсем Ӑна нимӗн те тӑвайман.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ирхине ирех аслӑ священниксем, халӑх пуҫлӑхӗсем, кӗнекеҫӗсем тата пӗтӗм синедрион хӑвӑртрах пӗрле пухӑнса канаш тунӑ та Иисуса ҫыхса Пилат аллине илсе пырса панӑ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем пынӑ та 28. Унран: Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ҫапла тума Сана кам ирӗк панӑ? тесе ыйтнӑ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иисус вӗсене чӗнсе илсе ҫапла калать: эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем шутланакансем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, улпучӗсем вӗсене хӑйсен аллинче тытаҫҫӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав хушӑра аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем халӑха Вараввӑна ирӗке кӑларттарма, Иисуса вӗлерттерме ӳкӗте кӗртнӗ.20. Но первосвященники и старейшины возбудили народ просить Варавву, а Иисуса погубить.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем Хӑйне айӑпласа калаҫнӑ чухне Вӑл нимӗн те чӗнмен.12. И когда обвиняли Его первосвященники и старейшины, Он ничего не отвечал.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тул ҫутӑлсанах аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пурте Иисуса вӗлерттерес тесе канаш тунӑ; 2. вара Ӑна ҫыхнӑ та Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем тата пӗтӗм синедрион Иисуса вӗлерттерме айӑп тупмашкӑн суя кӳнтеленсем шыранӑ, 60. анчах тупайман; суя кӳнтеленсем пырасса нумаййӑн пынӑ, анчах айӑп тупса калайман.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Иисуса тытакансем Ӑна Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайнӑ; унта кӗнекеҫӗсемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑннӑ пулнӑ.57. А взявшие Иисуса отвели Его к Каиафе первосвященнику, куда собрались книжники и старейшины.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ Иуда — вуниккӗшӗнчен пӗри — тата унпа пӗрле аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем янӑ, хӗҫсемпе шалчасем йӑтнӑ пысӑк ушкӑн пырса ҫитнӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑнса 4. Иисуса чеелӗхпе тытас та вӗлерес тесе кавар тунӑ; 5. вӗсем: анчах ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар — халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе унта вӗрентнӗ чухне Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пынӑ та каланӑ: Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ку ирӗке Сана кам панӑ? тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.