Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Хӑвӑр пӗлсе тӑратӑр пулсассӑн та, эпӗ сире акӑ ҫакна астутарас тетӗп: Ҫӳлхуҫа халӑха Египет ҫӗрӗнчен хӑтарса кӑларнӑ та ӗненменнисене кайран пӗтернӗ; 6. хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан кайнӑ ангелсене те Вӑл аслӑ кунхи сут валли ӗмӗрлӗх ҫыхӑра сӗмлӗхре тытать; 7. Содомпа Гоморрӑна та, вӗсем пекех аскӑнланса ирсӗрленнӗ таврари хуласене те, пурте вӗсене пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмпа тӗп тунӑ; 8. ҫак ҫынсене те, кирлӗ мара ӗмӗтленекенскерсене, ҫаплах пулӗ; вӗсем ӳтне ирсӗрлетеҫҫӗ, тӳпери пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ, тӳпери вӑйсене хурлаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Ҫапла ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа сӑваплисене асапран хӑтармаллине, йӗркесӗррисене — уйрӑмах ӳт кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекенсене, пуҫлӑхсене кураймасӑр тӑракансене, чӑрсӑррисене, хӑйсен ирӗкӗпе пурӑнса ҫӳлти вӑйсене хурлама та хӑраманнисене — хаса памашкӑн сут кунӗ валли упрамаллине пӗлет.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫашӑн этем пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, вӑл — чи аслӑ пуҫлӑх; 14. аслӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр, вӗсене патша усал тӑвакансене хаса пама, ырӑ тӑвакансене хаваслантарма ярать, 15. мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫавӑн пек: ӑссӑр ҫынсенӗн пӗлмесӗр калаҫакан чӗлхине Вӑл пире ырӑ ӗҫ туса чарма хушнӑ; 16. эпир, ирӗке тухнисем, ирӗк пуррипе усала тӳрре кӑларакан ҫынсем мар, эпир — Турӑ чурисем.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене тата халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та 14. каланӑ вӗсене: эсир Ку Ҫынна ман патӑма халӑха пӑтратакан тесе илсе килтӗр; акӑ эпӗ хӑвӑр умӑртах ыйтса тӗпчерӗм, анчах Ку Ҫынра эсир айӑпланӑ тӗлӗшӗнчен нимӗнле айӑп та тупмарӑм; 15. Ирод та ҫаплах Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупайман: эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ; 16. эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна, тенӗ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Хӑйне хирӗҫ пухӑнса пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑхсене, аслӑ ҫынсене Иисус каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Галилейӑри улпучӗсене, пинпӳсене тата аслӑ пуҫлӑхсене чӗнсе ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗнтӗ уйрӑмлӑхне ҫеҫ — иудейсем Турра урӑхла хисепленине, ӗҫме-ҫиме тӗлӗшӗнчен урӑхла пулнине — асӑрханӑ: ку ҫынсем патшана та, патша лартнӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнмаҫҫӗ, вӗсем — кӗвӗҫ ҫынсем, патшалӑхӑн пысӑк тӑшманӗсем тесе, вӗсене юриех хурласа ҫӳренӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑйсен усал ӗҫӗпе вӗсем патшана, ултавлӑ ӗҫӗсемпе аслӑ пуҫлӑхсене савӑнтараҫҫӗ.3. Злодейством своим они увеселяют царя и обманами своими - князей.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тарҫисем Сусанна каланӑ пекех тунӑ: пахча алӑкне питӗрнӗ те илмеллисене илсе килмешкӗн айккинчи алӑкран тухнӑ, вӗсем пуҫлӑхсене асӑрхайман та, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем пытанса тӑнӑ пулнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшана йывӑр кӳресрен сатрапсен хӑйсен ӗҫӗ ҫинчен ҫавӑ аслӑ пуҫлӑхсене пӗлтерсе тӑмалла пулнӑ.чтобы сатрапы давали им отчет и чтобы царю не было никакого обременения.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире хирӗҫ, Израиле сут туса тӑнӑ пирӗн тӳресене хирӗҫ, пирӗн патшамӑрсене хирӗҫ, пирӗн пуҫлӑхсене хирӗҫ, израильсемпе иудейсене хирӗҫ каласа хунӑ Хӑйӗн сӑмахне вырӑна килтерчӗ: 2. Вӑл пирӗн ҫине халиччен тӳпе айӗнче пулман хӗн-хур, Моисей саккунӗнче ҫырни тӑрӑх, Хӑй Иерусалима кӑтартнӑ пек пысӑк хӗн-хур, ярӗ, 3. эпир ӗнтӗ пӗри ывӑлӗн ӳтне, тепӗри хӗрӗн ӳтне ҫийӗпӗр.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Елам ҫине тӳпен тӑватӑ енчен тӑватӑ ҫил ярӑп та вӗсене ҫав ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вара хӑваласа янӑ Елам ҫыннисем ҫитмен ҫӗршыв та пулмӗ; 37. Елам ҫыннисене хӑйсен тӑшманӗсем умӗнче, хӑйсен чунне шыракансем умӗнче сехӗрленсе тӑмалла тӑвӑп; вӗсем ҫине хӗн-хур, Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, вӗсем хыҫҫӑн пурне те вӗлерсе пӗтеричченех хӗҫ ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа; 38. Еламра Эпӗ Хамӑн аслӑ пуканӑма лартӑп, унти патшапа пуҫлӑхсене пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне священниксемпе пророксем пуҫлӑхсене тата пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: ку ҫын вилме тивӗҫлӗ! вӑл ҫак хулана хирӗҫ пророкла каласа ҫӳрет, ӗнтӗ эсир хӑвӑр хӑлхӑрпа хӑвӑр илтрӗр! тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа пуҫлӑхсене аслӑ вырӑнтан сирпӗтет, вӗсен вырӑнне йӑвашшисене лартать.17. Господь низвергает престолы властителей и посаждает кротких на место их.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тӳрӗ ҫынна айӑплани те, пуҫлӑхсене тӳрӗлӗхшӗн хӗнени те аван мар.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пуҫлӑхсене ан шанӑр, этем ывӑлне ан шанӑр — вӑл ҫӑлас ҫук.3. Не надейтесь на князей, на сына человеческого, в котором нет спасения.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пуҫлӑхсене шаниччен Ҫӳлхуҫана шанни лайӑхрах.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Кайран вӗсем сахалланнӑ, пусмӑр тӳснипе, инкек-синкек, хӗн-хурлӑх тӳснипе ураран ӳкнӗ; 40. Вӑл пуҫлӑхсене мӑшкӑл кӑтартать, вӗсене ҫул-йӗрсӗр пушхирте аташса ҫӳреме хӑварать.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ҫакӑн пек хушу пулнӑ вӑл: аслӑ Артаксеркс патша Индипе Эфиопи хушшинчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансене тата пире ырӑ сунакан пуҫлӑхсене — савӑнма.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ҫакӑн пек хут пулнӑ вӑл: Аслӑ Артаксеркс патша — Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗр пуҫлӑхне тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан вырӑнти пуҫлӑхсене.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.