Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

путрӗ (тĕпĕ: пут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулӑм, юпа пек, питӗ ҫӳле хӑпарса кайрӗ, унтан пӗлӗтре кӑмпа пек япала ӳссе ларчӗ те пӗтӗм пӳрт тӳрех ҫулӑм ӑшне путрӗ.

Огонь столбом поднялся, очень высоко, а потом в небе вырос эдакий гриб и вся изба сразу окунулась в огонь.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл чӗлӗмне табак тултарчӗ, ӑна чӗртсе ячӗ, тӳрех тӗтӗм ӑшне путрӗ те лӑпкӑн, асра юлмалла мелпе — мужик асӑрхануллӑ, тӳрех ӗненмен ҫын пулни ҫинчен калама пуҫларӗ.

Он натискал табака в трубку, раскурил её, сразу окутался дымом и спокойно, памятно заговорил о том, что мужик — человек осторожный, недоверчивый.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫынсен ӗҫӗ ҫине пӗр икӗ минут хушши пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн, хӗвел ҫутти пӗлӗтсен йывӑр хулӑмӑшне текех хирӗҫсе тӑраймарӗ те, вӗсен ӑшне ача тинӗсӗ путнӑ пекех путрӗ, ҫумӑр витререн чашлаттарнӑ пек ҫума тытӑнчӗ.

Посмотрев минуту, две на труд людей, солнечный луч не одолел тяжкой толщи облаков и утонул среди них, как ребёнок в море, а дождь превратился в ливень.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Хӗрача унӑн урисен ҫывӑхнех тӗршӗнсе выртрӗ те каллех тутлӑ ыйхӑ ӑшне путрӗ.

Девочка улеглась на полу у самых его ног и опять заснула.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Мӗнле те пулин лекес марччӗ! — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатрӗ те вӑл тӑхлан пек йывӑр ыйха путрӗ.

Как бы не просчитаться! — пробормотал он и впал в тяжелый, свинцовый сон.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Тӗреклӗреххи ҫав-ҫавах пӗр ҫыхӑнусӑр сӑмахсем калать-ха, эрех-сӑра хӑвачӗ юлашкинчен ӑна та ураран ӳкерчӗ, вӑл та йӑванса кайрӗ, вара пӗтӗм Сечь ыйӑха путрӗ.

Последний, который был покрепче, еще выводил какие-то бессвязные речи; наконец и того подкосила хмельная сила, и тот повалился — и заснула вся Сечь.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пурӗ те пӗрре ҫеҫ вӑл шыв ҫине юнлӑ кӑпӑк юхтарса тухрӗ те, унтан ӗмӗрлӗхех путрӗ.

Всего один раз вынырнул он на поверхность в окровавленной пене и погрузился навеки.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл Лёньӑна ашшӗ пирки аса илтересшӗнччӗ те, ҫав вӑхӑтрах, сисмесӗрех, хӑй те шухӑша путрӗ.

Совершенно ясно: хотел он Леньке напомнить об отце, да нечаянно копнул в своей памяти куда глубже, чем рассчитывал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ефим, кӑкӑрне тем ҫӳллӗш хӑпартса, сывласа янӑ та: — 9-мӗш №-лӗ парӑш ҫӗмӗрӗлчӗ. Пӗр ҫыннӑн пилӗкӗ хуҫӑлчӗ, тепри пуҫӗпех ҫук, так-штӑ путрӗ пулас… — тесе пӗлтернӗ.

Ефим вобрал в грудь много воздуха и медленно проговорил: — Баржу № 9-й разбили. Человеку спину перешибли, — а одного совсем нет, так что, пожалуй, утоп…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл кӑшкӑрса йӗнӗ сасӑ пиншер ҫынсем татӑлса йӗнинче путрӗ.

Ее вопль потонул в тысячеголосом реве толпы.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫамрӑксем юрлама пуҫларӗҫ, Сяо Сян тарӑн шу хӑша путрӗ.

Молодежь запела, а Сяо Сян углубился в размышления.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кайран эпӗ пукане ҫумне тимӗр татӑкӗ ҫыхрӑм та вӑл шыва путрӗ.

В следующий раз я привесил к кукле грузило, и она ушла на дно.

Пицци-водолаз // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Унӑн ҫивӗч шӑлӗсем пӗр самантрах хӑмпӑна шӑтарчӗҫ те, хӑмпӑ ӑшӗнчи сывлӑш шӑхӑрса тухрӗ, — ҫакӑн хыҫҫӑн тин пукане шыва путрӗ.

Острые клыки моментально разорвали тонкую плёнку, воздух из пузыря со свистом вышел, и кукла потонула.

Пицци-водолаз // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кунта та, Ржищеври пекех, вӑл пуҫӗпе вӗренӳпе обществӑллӑ ӗҫе путрӗ, вара часах класри чи лайӑх учениксенчен пӗри пулса тӑчӗ.

Как и в Ржищеве, он весь ушёл в школьные занятия и общественную работу и вскоре стал одним из лучших учеников класса.

Юлташшӑн // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Купцасем эпир, тӗрлӗ таварпа суту-илӳ тӑватпӑр та, кимӗ путрӗ ав, тавар йӑлт шыва кайрӗ.

— Мы — купцы, разным товаром торгуем, да вот лодка наша потонула, и весь товар погиб.

Тарни // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

«Челюскин» пӑрахут путрӗ.

Пароход «Челюскин» потонул.

Эпир челюскинла выляни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Кам мар, сӗреке путрӗ, — терӗм ӑна эпӗ.

А я сказал: — Не кто, а невод.

Сӗреке // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл пирӗн пата пычӗ те: — Мӗскер кӑшкӑратӑн эсӗ? Кам путрӗ? Никам та путман, ан кӑшкӑр, — терӗ.

Он подошёл и говорит: — Чего это ты кричишь? Кто утонул? Никто не утонул, не кричи.

Сӗреке // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Ҫук, путрӗ, путрӗ, — терӗм эпӗ.

А я кричал: — Нет, утонул, утонул!

Сӗреке // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хӑйӑрне ытлашши янипе, вӑл шыва путрӗ.

А потом так насыпал, что она потонула.

Асанне мана пӗчӗк карап туса пачӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней