Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫак пакета илсе юлӑр та алӑ пусӑр.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
— Квиток илӗр те алӑ пусӑр.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Чӑн та маттур — вӑрӑмрах пусӑр: малтисен кӗлисене лапчӑтӑр!
Куҫни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Эсир малтан вӗҫне йӗпетӗр, вара ак ҫакӑнта алӑ пусӑр…
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эсир хытӑрах пусӑр, — сӗнӳ пачӗ Бородулин.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Касӑр, пусӑр!
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вуласа тухӑр та алӑ пусӑр тархасшӑн.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унтан, эп каласан, ҫак кнопкӑна пусӑр.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӑннипех калам-ха сире: хӑҫан та пулин сирӗн ман ҫинчен усал сӑмахпа калас килет пулсан, ҫӗҫӗ илӗр те пусӑр мана эсир, — ку сирӗншӗн питех йывӑр пулас ҫук пуль тетӗп.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кнопка ҫине пусӑр, урӑхла каласан, ҫӑраҫҫи ӑшне уҫҫине чиксе чӑнкӑртаттарӑр — заключеннӑйсем ҫав вӑхӑтра хӑть мӗн тӑваҫҫӗ пулсан та вырӑнтан сиксе тӑрса хӗлӗх пек карӑнса тӑраҫҫӗ; алӑк уҫӑлать те — камера старости пӗр сывлӑш ҫавӑрмасӑрах персе ярать.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Сулахайӗ ҫине пусӑр.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ сылтӑм ура ҫине пусӑр.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ак кунта алӑ пусӑр та — малалла ӗҫлӗр.Вот здесь распишитесь – и всё, занимайтесь дальше своими делами.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Килӗр, алӑ пусӑр.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
22. Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: «чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр; 23. тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар: 24. ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑкӑрӗсене вӗлерсе тухӑр, пусӑр вӗсене; вӗсене хуйхӑ ҫитрӗ! вӗсенӗн кунӗ, вӗсене хаса парас кун ҫитрӗ.27. Убивайте всех волов ее, пусть идут на заклание; горе им! ибо пришел день их, время посещения их.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫине лартса ҫӗклемелле пулмӗ; халӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑршӑн ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн Израиль халӑхӗшӗн тӑрӑшӑр, Израиль патши Давид хушнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон вӗрентсе хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн илемлӗн пайланса йӗркеленӗр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсем умне, Израиль ывӑлӗсем умне, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара йӗрке тӑрӑх пасха путекӗ пусӑр, хӑвӑр тӑванӑрсем валли парнесем хатӗрлӗр, Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗте пурӑнӑҫа килтерсе пасха ирттерӗр, тенӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл священниксене хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ, вӗсене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтума хавхалантарса тӑнӑ, 3. Ҫӳлхуҫана халалланӑ левитсене, пӗтӗм Израиль ҫыннисене вӗрентсе тӑракансене, каланӑ: сӑваплӑ саккун арчине Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — тутарнӑ Ҫурта лартӑр; малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреме кирлӗ мар; халӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн тата Унӑн Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлеме пикенӗр; 4. Израиль патши Давид хушса хӑварнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон хушса хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, хӑвӑр ушкӑнӑрпа тӑрса тухӑр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсемпе, хӑвӑр халӑхӑр ывӑлӗсемпе, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара Пасха путекне пусӑр, тасалӑр, унтан, Моисей урлӑ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе килӗшӳллӗн, путеке хӑвӑр тӑванӑрсем валли хатӗрлӗр.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав патшасене хӑй патне илсе тухсассӑн, Иисус Израиль ывӑлӗсене пурне те чӗнсе илнӗ те хӑйпе пӗрле ҫӳренӗ ҫар ҫулпуҫӗсене каланӑ: пырӑр, ҫак патшасен мӑйӗ ҫине урӑрпа пусӑр, тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. пӑру е сурӑх путекӗ, е качака путекӗ ҫуралсан унӑн ҫичӗ кун амӑшӗ ҫумӗнче пулмалла; саккӑрмӗш кунран пуҫласа унтан малалла вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳме юрӑхлӑ пулӗ; 28. анчах ӗнине — пӑруланӑ пӑрушӗпе, сурӑхне пӑранланӑ путеккипе пӗрле пӗр кунта ан пусӑр.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.