Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пусма сăмах пирĕн базăра пур.
пусма (тĕпĕ: пусма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малалла пусма хӳтлӗхӗсенчен темле тимӗр хулӑсемпе каштасем кӑна курӑнкаларӗҫ, виҫҫӗмӗш хутӗнчен ҫӳлерех кӑна каллех пусмасем пуҫланаҫҫӗ.

Дальше шли какие-то железные прутья и балки, торчавшие в пустоте лестничной клетки, и лишь на высоте третьего этажа вновь начинались ступени.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан асра тӑрса юлчӗ-ха ҫак самант: хӗвел ҫутатса таран Восстани площачӗ, тинӗс ҫарӗн шинельне тӑхӑннӑ ҫӳлӗ доктор пусма тӑрӑх хӑпарать те унӑн пусма картлашкинче хуҫланса пыракан мӗлки ун хыҫҫӑн хӑпарать, аслӑ хапха умӗнче чуна пӑшӑрхантаракан пушлӑх…

Удивительно, как запомнилась мне эта минута: площадь Восстания, залитая солнцем; длинный доктор в морской шинели, поднимающийся по ступеням; тень, которая сломилась на ступенях, поднималась за ним; тревожная пустота у главного входа.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӳкернӗ пусма чӑн-чӑн пусман пӗр пайӗ пекех туйӑннӑ.

Нарисованная лестница казалась продолжением настоящей.

27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Суйлавҫӑ тӗрлӗ кандидатсене, кандидатсен списокӗсене ырласа алӑ пусма пултарать, анчах пӗр кандидата, кандидатсен списокне ырласа пӗр хутчен кӑна алӑ пусма пултарать.»;

Избиратель вправе ставить подпись в поддержку выдвижения различных кандидатов, списков кандидатов, но только один раз в поддержку одного и того же кандидата, списка кандидатов.»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №23 от 28 апреля 2018 г.

Унта вӑл ҫакна асӑрханӑ: ҫав шывсикки хӑй тӗллӗнех чӑнкӑ пусма пеккине картласа тӑнӑ, ҫав пусма пекки чул стена хушшинчи ансӑр ҫурӑка хупса лартнӑ пек туйӑннӑ.

За водопадом он нашел крутую естественную лестницу в узком проходе между двумя стенами.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

11. Ҫӗр ҫинчи купсасем те уншӑн уласа йӗрӗҫ: ӗнтӗ вӗсен таварне никам та туянмасть, 12. ылтӑн-кӗмӗл япала, хаклӑ йышши чул, ӗнчӗ-ахах, хаклӑ виссон, хӗрхӗлтӗм пусма, пурҫӑн, йӑмӑх хӗрлӗ пусма, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ йышши йывӑҫ, сӑлан шӑмминчен тунӑ тӗрлӗ япала, хаклӑ йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ тӗрлӗ япала, 13. корицӑпа фимиам, мирӑпа латӑн, эрехпе йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑх, лаша, урапа, этем ӳчӗ, этем чунӗ туянакан никам та ҫук.

11. И купцы земные восплачут и возрыдают о ней, потому что товаров их никто уже не покупает, 12. товаров золотых и серебряных, и камней драгоценных и жемчуга, и виссона и порфиры, и шелка и багряницы, и всякого благовонного дерева, и всяких изделий из слоновой кости, и всяких изделий из дорогих дерев, из меди и железа и мрамора, 13. корицы и фимиама, и мира и ладана, и вина и елея, и муки и пшеницы, и скота и овец, и коней и колесниц, и тел и душ человеческих.

Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эсӗ ҫапла пысӑк суту-илӳпе тӑнӑран санпа арамейсем суту-илӳ тӑватчӗҫ; санӑн таварушӑн вӗсем карбункул, хӗрхӗлтӗм пусмапа тӗрӗллӗ пусма тата виссон та, мерчен те, рубин та паратчӗҫ.

16. По причине большого торгового производства твоего торговали с тобою Арамеяне; за товары твои они платили карбункулами, тканями пурпуровыми, узорчатыми, и виссонами, и кораллами, и рубинами.

Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Калаҫнӑ май хӑй халат кӗсйинчен пусма татӑкӗ кӑларать те сӗтел-пукана киленсе шӑлать, пусмине куҫӗ умнех тыта-тыта пӑхать: тусан нумай ларман-и?

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӗр пулса ӳссе Марине пусма кӗпе тӑхӑнса курман, пусмана кӗпе арки тата тутӑр тума ҫеҫ илкеленӗ, ыттине хӗрарӑмсем пӗтӗмпех хӑйсем тӗртсе тунӑ.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл та кок-сагызшӑн вӗрҫӗнӗ калуш илчӗ, ӑна темиҫе метр пусма та парасшӑнччӗ, ҫапах та вӑл ыттисем пекех калушпа пусмашӑн мар, ҫӗнӗ те йывӑр ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулнишӗн савӑнчӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пусмисем ҫине йӑлтӑркка-хӗрлӗ кавир сарса тухнӑ, пусма карлӑкӗсене ылтӑн сӑрнӑ.

Лестница устлана кармазинным сукном, со перилами позолоченными.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Вара Арторикс пусмине ҫӗр ҫине ҫирӗплетсе лартнӑ, вӗрен туртса кӑларнӑ та ун ҫине виҫӗ тимӗр ункӑ тӑхӑнтартнӑ, унӑн пӗр вӗҫне пусма тӑрринчен ҫыхса хунӑ, тепӗр вӗҫне алла тытса каялла чакнӑ, вӗренне вӑл ҫӗртен тӑватӑ фут ҫӳлерех карӑнтарса тытнӑ.

Тогда Арторикс раздвинул свою ручную лестницу и укрепил ее на земле, затем он надел на веревку три больших железных кольца и привязал один конец веревки к верхней части лестницы, взял другой конец в руку и, отойдя немного от лестницы, натянул веревку на вышине четырех футов от земли.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах та трапӗ питӗ чӑнкӑ, унӑн пусмисене ытла та тӑтӑш тунӑ, пусма хӗррисене тыттарнӑ тимӗрӗ вара питӗ шуҫлак, — Костя кӗҫех чикеленсе каймасть, ҫӑлӑнса юлма хӑтланса карлӑксенчен ярса тытать.

Однако трап такой крутой, ступеньки поставлены так тесно, а железные порожки на них такие скользкие, что он едва не летит кувырком и хватается за спасительные поручни.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Марья Валериановнӑна килхушши урлӑ, хыҫалти крыльца патне илсе кайрӗ, унтан тӗттӗм пусма тӑрӑх илсе хӑпартрӗ, — пусмине ҫак ҫурта тунӑ хыҫҫӑн никам та шӑлман пулӗ ҫав.

После этого она повела Марью Валериановну через двор на заднее крыльцо, потом по темной лестнице, которую вряд мели ли когда-нибудь после отстройки дома.

I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Унта паҫӑрхи пусма та, ҫыннисем те ҫук — кайнӑ, хӑйсемпе пӗрле пусмана та илсе кайнӑ.

У которой стояла лестница, посмотрел — ни лестницы, никого из людей вокруг не было.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Шерккей пӗрре крыльца пусмисене пӑхрӗ, тепре уринчи ҫӗнӗ ҫӑпатине тинкерчӗ — питех вӑтанмалла мар-ха ҫипуҫӗ; кӑптӑрт-кӑптӑрт тутарса пусма тӑрӑх хӑпара пуҫларӗ.

Шерккей попеременно смотрел то на желтые ступени крыльца, то на свои новые лапти и остался доволен — не так уж он одет, чтобы стыдиться да бояться что-то испачкать, — и проворно стал взбираться вверх.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шалти пусмасем тӑрӑх хӑпарнӑ чухне аванах пыраттӑмӑрччӗ, анчах пӗр ҫӗр аллӑ картлашка хӑпарсан, манӑн пит-куҫа уҫӑ сывлӑш пырса ҫапрӗ: эпир ҫӳлти уҫӑ площадкӑна тухрӑмӑр: кунтан пуҫласа пусма картлашкисем пӗлӗтеллех хӑпарнӑ пек туйӑнать.

Пока мы находились во внутренних проходах, все шло хорошо, но приблизительно на высоте ста пятидесяти ступеней воздух ударил мне в лицо: мы добрались до площадки колокольни; отсюда лестница шла уже под открытым небом.

VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗррехинче, разведка кайса, вӑл кивӗ шахтӑри 7-мӗш шурфра кивӗ пусма тӗл пулчӗ; ку пусмапа ӗлӗк стена тӑрӑх шурфа ҫитичченех хӑпарма пулнӑ.

Во время одной из разведок он обнаружил, что в старой шахте, шурфе № 7, имеются остатки лестницы, которая когда-то доходила по стене до самого шурфа.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл Артекран инҫех мар тинӗсрен тухса тӑракан тем пысӑкӑш икӗ чул ту — Адолары ҫинче экскурсире пулса курнӑ, Артекри игротекӑри пур пек вӑйӑсене пурне те выляса пӑхнӑ; ытти артековецсем каланӑ пекех Ҫӳлти лагере хӑпаракан пусмана, «Ай-Долой-Кило» тенӗ, мӗншӗн тесен, ҫав пусма тӑрӑх пӗрре чупса хӑпарсан, ҫын пӗр кило ҫухатать, текен шӳт ҫӳренӗ иккен.

Он уже совершил экскурсию на Адалары — две огромные скалы, торчащие из моря неподалеку от артековского берега; переиграл во все игры, собранные в артековской игротеке; как и все артековцы, называл большую лестницу, ведущую в Верхний лагерь, «Ай-Долой-Кило», потому что говорили шутя, будто, взбегая по ней, человек теряет килограмм веса.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Виҫӗ тӗспе ҫунакан зал ӑшӗнчи трон тӳпи патне ултӑ картлашкаллӑ пусма илсе хӑпартнӑ, пур картлашкинчех бронзӑран хывнӑ икшер арӑслан тӑнӑ, кашни енӗпе пӗрерӗн.

В глубине трехсветной залы шесть ступеней вели к возвышению трона, и на каждой ступени стояло по два бронзовых льва, по одному с каждой стороны.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней