Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Ӑшӑмра этем ывӑлӗсем пирки ҫапла каларӑм: Турӑ вӗсене сӑнаса пӑхтӑр, вӗсем хӑйсем халлӗн выльӑх ҫеҫ иккенне курччӑр, терӗм; 19. мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсен шӑпи те, выльӑх шӑпи те — пӗрех: лешӗсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, пурте пӗр сывлӑшпа пурӑнать, этем выльӑхран мала мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех — харамлӑх!
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫынсенчен хӑрани — серепе карни; Ҫӳлхуҫана шанакан вара хӑрамасӑр пурӑнать.25. Боязнь пред людьми ставит сеть; а надеющийся на Господа будет безопасен.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тимлӗ ҫын тулӑх пурӑнма тӑрӑшать, хӗвӗшекен ҫын вара ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнать.5. Помышления прилежного стремятся к изобилию, а всякий торопливый терпит лишение.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӳрӗ ҫын айӑпа кӗмесӗр пурӑнать: унран юлакан ачисем унӑн телейлӗ!7. Праведник ходит в своей непорочности: блаженны дети его после него!
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кам ӑс пухать — ҫавӑ чунне юратать; кам тӑнпа пурӑнать, ҫавӑ ырӑлӑх тупать.8. Кто приобретает разум, тот любит душу свою; кто наблюдает благоразумие, тот находит благо.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ӑслӑлӑх вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын чӗринче пурӑнать, хӑй пуррине вӑл ухмахсем хушшинче те палӑртать.33. Мудрость почиет в сердце разумного, и среди глупых дает знать о себе.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Кахал тупӑш кураймӗ; ӗҫчен ҫын вара ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнать.27. Ленивый не жарит своей дичи; а имущество человека прилежного многоценно.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйне Иаков Турри пулӑшакан ҫын телейлӗ: вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — 6. тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, унта мӗн пуррине пултарнӑ, ӗмӗрӗпе тӳрӗлӗхне упракан, 7. мӗскӗнсене тӳрре кӑларакан, выҫӑхнисене ҫӑкӑр паракан Турра — шанса пурӑнать.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид вӗрентсе калани, 2. Зиф ҫыннисем Саул патне ҫитсе: «Давид пирӗн патӑмӑрта пытанса пурӑнать» тесе евитленӗ хыҫҫӑн.Учение Давида, 2. когда пришли Зифеи и сказали Саулу: «не у нас ли скрывается Давид?»
Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ ӑна ӗмӗрлӗхе пиллӗх патӑн, Хӑвӑн сӑнна кӑтартса савӑнтартӑн: 8. патша Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнать, Ҫӳлти Турӑ ырӑлӑхӗпе такӑнас ҫук вӑл.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Усал ҫын хӑйӗн чунӗ аскӑннипе мухтанать; мула савакан хӑйне юраса пурӑнать.24. Ибо нечестивый хвалится похотью души своей; корыстолюбец ублажает себя.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл ту чакӑлӗсен тӑрринче пурӑнать, сӑрт хырҫисемпе никам пырса кӗрейми вырӑнсенче ҫӗр каҫать; 29. унта вӑл хӑй валли тупӑш сыхласа ларать: куҫӗ унӑн инҫетрине курать; 30. чӗпписене вӑл юнпа тӑрантарать, ӑҫта виле — унта вӑл.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара виҫҫӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан сиван уйӑхӗн, ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнтернӗ, ӗнтӗ вӗсем Мардохей мӗнле хушнӑ, пурне те ҫавӑн пек ҫырнӑ, хутне иудейсем патне, аслӑ пуҫлӑхсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне ҫырнӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, иудейсем патне те вӗсен ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырса янӑ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара пӗрремӗш уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнсе илнӗ, вӗсем Аман мӗн хушнине ҫырса илнӗ, ҫакна ӗнтӗ патшанӑн аслӑ пуҫлӑхӗсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, [Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне,] кашни халӑх пуҫлӑхӗсем патне ҫитермелле пулнӑ, ҫав хута ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ; пурне те Артаксеркс патша ятӗнчен ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Аман вара Артаксеркс патшана каланӑ: сан патшалӑхунта ҫавӑн пек пӗр халӑх пур, вӑл пӗтӗм ҫӗршывӗпе ытти халӑхсем хушшинче саланса-сапаланса пурӑнать; вӗсен саккунӗсем пур халӑхсен саккунӗсенчен те урӑхла, вӗсем патша саккунӗсене итлемеҫҫӗ; патшан вӗсене ахаль хӑварма юрамасть.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша ҫӗрӗсене пур вырӑна та «килте упӑшки хуҫа пултӑр» текен хут янӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, ҫакна кашни ҫынна унӑн тӑван чӗлхипе пӗлтерме хушнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ҫакна пӗлсенех вӗсем патӗнчен тарса килтӗм, мана Турӑ санпа пӗрле пысӑк ӗҫсем тума ячӗ, ун ҫинчен кирек ӑҫта илтсен те пӗтӗм тӗнче тӗлӗнӗ, 17. мӗншӗн тесессӗн санӑн чуру таса пурӑнать, ир те, каҫ та Ҫӳлти Турра кӗлтӑвать.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах та ҫак халӑх йӗркеллӗ, саккуна пӑхӑнса пурӑнать пулсан, вӗсене Ҫӳлхуҫа хӳтӗлӗ, Турӑ вӗсен енче пулӗ, ҫавӑнпа манӑн хуҫамӑм пӑрӑнтӑрччӗ вӗсенчен, унсӑрӑн пире пӗтӗм ҫӗр ылханӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халӗ ӗнтӗ, аслӑ хуҫамӑм, ҫак халӑх аташса пурӑнать пулсан, вӗсем хӑйсенӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗреҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене такӑнтараканни пулӗ, курӑпӑр та ҫакна, кайӑпӑр та ҫӗнтерӗпӗр вӗсене.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Лешӗ питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ те Моав ҫӗрӗн мӗнпур пуҫлӑхне, Аммон ҫулпуҫӗсене тата тинӗс хӗрринчи ҫӗршывӑн пур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе ҫапла каланӑ: 3. Ханаан ывӑлӗсем, калӑр-ха мана, ту-сӑртлӑ ҫӗршывра мӗнле халӑх пурӑнать, вӗсем пурӑнакан хуласем мӗнлерех, вӗсен ҫарӗ пысӑк-и, мӗнре вӗсен вӑйӗ-тӗрекӗ, вӗсен патши кам пулать, вӗсен ҫарне кам ертсе пырать, 4. мӗншӗн-ха анӑҫ енче пурӑнакансенчен вӗсем пуринчен ытларах хирӗҫ тӑраҫҫӗ, мана хапӑл тумаҫҫӗ? тенӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.