Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулӑттӑм (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Патша каланӑ: Саул килӗнчен тата кам та пулин ҫук-ши? эпӗ ӑна Турӑ ырӑлӑхне кӳнӗ пулӑттӑм, тенӗ.

3. И сказал царь: нет ли еще кого-нибудь из дома Саулова? я оказал бы ему милость Божию.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давид каланӑ: Саул килӗнчен тата кам та пулин чӗрӗ юлман-ши? эпӗ ӑна Ионафаншӑн ырӑ тунӑ пулӑттӑм, тенӗ.

1. И сказал Давид: не остался ли еще кто-нибудь из дома Саулова? я оказал бы ему милость ради Ионафана.

2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Эхер те кам та пулин ҫак халӑха ман аллӑма парас пулсан, эпӗ Авимелехе хӑваласа янӑ пулӑттӑм, тенӗ.

29. Если бы кто дал народ сей в руки мои, я прогнал бы Авимелеха.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа курать! эсир вӗсене чӗрӗ хӑварнӑ пулсассӑн, эпӗ сире вӗлермен пулӑттӑм, тенӗ.

Жив Господь! если бы вы оставили их в живых, я не убил бы вас.

Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Валаам ашака: эсӗ мана мӑшкӑллатӑн; аллӑмра хӗҫ пулнӑ пулсассӑн, эпӗ сана халех вӗлернӗ пулӑттӑм, тенӗ.

29. Валаам сказал ослице: за то, что ты поругалась надо мною; если бы у меня в руке был меч, то я теперь же убил бы тебя.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑралпа тыткӑна илнӗ ҫынсене илсе кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27. мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана каламарӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑттӑм; 28. эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн.

26. И сказал Лаван Иакову: что ты сделал? для чего ты обманул меня, и увел дочерей моих, как плененных оружием? 27. зачем ты убежал тайно, и укрылся от меня, и не сказал мне? я отпустил бы тебя с веселием и с песнями, с тимпаном и с гуслями; 28. ты не позволил мне даже поцеловать внуков моих и дочерей моих; безрассудно ты сделал.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакӑ та аван тенӗ пулӑттӑм, енчен те ялсенче пурӑнакансен шучӗ самаях чакман пулсан...

И это, я бы сказал не плохо, если бы численность сельских жителей заметно не уменьшилась...

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней