Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Ҫавӑнпа упӑшки чӗрӗ чухне урӑх ҫынна качча кайсан, ӑна аскӑн арӑм теҫҫӗ; упӑшки вилсен вӑл саккунран хӑтӑлать, вара урӑх арҫынна качча кайсан та аскӑн арӑм пулмасть.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пама пулнине илессисем саккунпа пурӑнакансем ҫеҫ пулсассӑн, ӗненни харам пулӗччӗ, сӑмах пани те ниме тӑман пулӗччӗ; 15. саккун ҫилӗ кӳрет, саккун пулмасан саккуна хирӗҫ туни те пулмасть.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗҫлекене тӳлени ырӑлӑх туни пулмасть, тивӗҫлипе пани пулать.4. Воздаяние делающему вменяется не по милости, но по долгу.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ун пирки никам та тавлашмасть, апла сирӗн лӑпкӑ пулас пулать, пӗлнӗ-пӗлмен нимӗн те тӑвас пулмасть.36. Если же в этом нет спора, то надобно вам быть спокойными и не поступать опрометчиво.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Клавдий кесарь иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ.недавно пришедшего из Италии, - потому что Клавдий повелел всем Иудеям удалиться из Рима, -
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Нумай та пулмасть ҫакӑн умӗн Февда килчӗ те хӑйне хӑй темӗнле аслӑ ҫын вырӑнне хурса ҫӳрерӗ, ун ҫумне пӗр тӑватҫӗр ҫын хутшӑннӑччӗ; ӑна вӗлерчӗҫ те, ӑна итлекенсем пурте саланса пӗтрӗҫ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӗренекен хӑйне вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть; анчах та, вӗренсе ҫитсессӗн, кашнийӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать.40. Ученик не бывает выше своего учителя; но, и усовершенствовавшись, будет всякий, как учитель его.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кирек хӑш лайӑх йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать, начар йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тӑвать; 18. лайӑх йывӑҫ ҫинче япӑх ҫимӗҫ пулмасть, начар йывӑҫ ҫинче те ырӑ ҫимӗҫ пулмасть.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл пӗтӗм халӑха ятран ҫырса тухма хушнӑ: ҫакӑн умӗн нумаях пулмасть вӑл иудейсене чура туса йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерме ҫыртарса тухма хушнӑ пулсассӑн, халӗ ӗнтӗ вӗсене пӗлтерсе хунӑ тӗрлӗ асаппалан хӗн кӑтартса, юлашкинчен пӗр кун хушшинчех тӗппипе пӗтерсе пӑрахма шутланӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак ҫынна, нумай пулмасть ҫеҫ тӳпери ҫӑлтӑрсене тытма ӗмӗтленнӗскерне, ытла та усал шӑршӑ кӗнипе никам та ҫӗклесе пырайман.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпӗ ҫапла хушатӑп: патшалӑхӑмӑн кирек хӑш вырӑнӗнче те Даниил Туррийӗнчен чӗтресе те хӑраса тӑччӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — чӗрӗ Турӑ, ӗмӗр-ӗмӗрех пур Турӑ, Унӑн патшалӑхӗ арканмасть, Ун патшалӑхӗн вӗҫӗ пулмасть. 27. Вӑл хӑтарать те ҫӑлать, тӳпере те, ҫӗр ҫинче те хӑватсемпе кӗтретсем тӑвать; Вӑл Даниила арӑслансенчен ҫӑлчӗ».
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах унӑн вӑрӑ-хурах ывӑл, юн тӑкаканскер, ҫуралнӑ пулсан, ҫавӑ мӗн те пулин, 11. ашшӗ пачах та туманнине, тӑвать пулсан: тусем ҫинче чӳк парни ҫиет пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлет пулсан, 12. мӗскӗне, ыйткаласа ҫӳрекене хӗсӗрлет пулсан, вӑйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапать пулсан, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвать пулсан, 13. усламла укҫа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? Ҫук, вӑл чӗрӗ пулмасть.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сире Мана пӗлччӗр, Мана ӗненччӗр, Эпӗ кам пулнине ӑнланччӑр тесе суйласа илнӗ: Манран маларах та Турӑ пулман, Ман хыҫҫӑн та пулмасть.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Усӑсӑр ӗҫ тӑвакан ҫав тӑмранах ниме тӑман турӑ ҫӑрса тӑвать, хӑй вара, нумаях пулмасть тӑпраран ҫуралнӑскер, хӑйне ӑҫтан илнӗ, кӗҫех ҫавӑнта кайӗ, ӗнтӗ унран чунӗн парӑмне шыраса илӗҫ.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Начар ӗҫсемшӗн часах сут пулмасть; ҫавӑнпа этем ывӑлӗсем усал тума хӑраса тӑмаҫҫӗ.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем Самари, Кони ҫӗрӗсене тата Ветерона, тата Вельмень ҫӗрне, тата Иерихонпа Хова хулисене, тата Есора ҫӗрне, тата Салим айлӑмне хыпар янӑ, 5. вӗсем пур ҫӳллӗ тусен тӑррисене йышӑннӑ, унта вырӑнаҫнӑ ялсем тавра хӳме ҫавӑрнӑ, нумай пулмасть ҫеҫ тырпул вырса пуҫтарнӑскерсем, пулас вӑрҫа шута илсе, тырӑ хатӗрлесе хунӑ, 6. аслӑ священник Иоаким вара, ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пулнӑскер, Ветилуя халӑхне тата Дофаим ҫывӑхӗнчи айлӑмӑн мал енче ларакан Ездрилон хулине хирӗҫ вырӑнаҫнӑ Ветомесфем халӑхне хут ҫырса янӑ — 7. вӗсене ту-сӑртлӑ ҫӗршыва хӑпармалли вырӑнсене йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудея ҫӗрне ҫавӑнтан кӗрсе ҫӳренӗ, ҫулӗ вара икӗ ҫын иртмелле мар хӗсӗк пулнӑ, ҫавӑнпа унта кӗме тӑракансене ҫӑмӑлах тытса чарма пултарнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсем, Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн ҫарпуҫӗ Олоферн халӑхсене мӗн кӑтартнине, вӑл вӗсен пӗтӗм таса вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе-ҫаратса пӗтернине илтсессӗн, 2. питех те, питех те хӑраса ӳкнӗ, вӗсем Иерусалимшӑн тата хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗшӗн сехӗрленнӗ, 3. мӗншӗн тесессӗн вӗсем нумай пулмасть тыткӑнран таврӑннӑ, нумай пулмасть ҫеҫ пӗтӗм Иудея халӑхӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ мӑшкӑл тунӑ савӑтсене, парне кӳмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатнӑ пулнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иодай священник ывӑлӗ Захария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вара вӑл халӑх умне ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ та каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир мӗншӗн Ҫӳлхуҫа хушнинчен иртетӗр? ӑнӑҫу пулмасть сирӗн, эсир Ҫӳлхуҫана пӑрахнӑ пек, Вӑл та сире пӑрахӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хальхинче сирӗн ҫапӑҫмалла пулмасть; пырса вырӑнаҫӑр та тӑрӑр ҫавӑнта, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫӑлнине пӑхса тӑрӑр.17. Не вам сражаться на сей раз; вы станьте, стойте и смотрите на спасение Господне, посылаемое вам.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ионафан каланӑ: санпа нимӗн те пулмасть; эхер те аттем сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутласа хунине пӗлсессӗн, сана ҫавӑн ҫинчен пӗлтермӗп-и вара? тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.