Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулмасть (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑх пӑхакансен йышӗнче ЧР Пуҫлӑхӗн стипендине кӑҫал тивӗҫнӗ Илена Егорова пур, даргин йӑхӗнчен тухнӑскер ҫинчен эпир нумаях пулмасть ҫырса кӑтартнӑччӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Акӑ, нумаях пулмасть Светлана Петрова библиотекарь, ялти халӑха тата ҫамрӑк ӑрӑва кӗнекепе туслаштарас тӗллевпе, «Путешествие в мир чувашской книги» литературӑллӑ дилижанс ирттернӗ.

Помоги переводом

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Нумаях пулмасть вӑл районти искусство шкулӗн хореографи уйрӑмне вӗренсе пӗтернине ҫирӗплетекен сертификат илнӗ.

Помоги переводом

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Акӑ, нумаях пулмасть Аня Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен вырӑс чӗлхи тата литератури предмечӗн регионти олимпиадинче призер пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Вӑл наркӑмӑшлӑ та пулмасть, ӑна сиенлӗ кӑмпасемпе пӑтраштарма та ҫук.

Помоги переводом

Лавккара сутакан ҫерем кӑмпи // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Тӗслӗх вырӑнне нумаях пулмасть спорт ветеранӗн Петр Федоровӑн хуҫалӑхӗнче инкек пулнине илсе кӑтартрӗ, телее, кил-ҫуртне страхланӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та тӳлеве тивӗҫӗ вӑл.

Помоги переводом

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем яланах пӗрле старта тӑнӑ спорт ветеранӗ Петр Федоров нумай пулмасть кисретнӗ инкеке пула ӑмӑртусене хутшӑнайманнишӗн ҫеҫ хӗрхенсе калаҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Район прокуратуринчен пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть ӑна каллех суд сакки ҫине лартнӑ.

Помоги переводом

Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳрех ҫак сӑлтавпах чутах тепӗр пушар тухман.

Помоги переводом

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Нумаях пулмасть пултарулӑх ушкӑнӗ Таяпа Энтрине ҫитсе килчӗ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Нумаях пулмасть амӑшне хӑйӗн йӑмӑкӗпе шӑллӑне пӑхма пулӑшнӑ ҫамрӑк, ҫавӑнпах нимӗнле ӗҫ те хӑратмасть ӑна.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Анчах Шупашкарта нумаях пулмасть тунӑ е юсанӑ ҫулсем те пӗр шелсӗр арканаҫҫӗ вӗт-ха, ҫакӑ тӗлӗнтерет.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Мамины, бабушкины и мои сказки» икӗ томлӑ ача-пӑча кӗнеки 1500 экземплярпа пичетленсе тухнӑ.

Помоги переводом

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Акӑ, нумаях пулмасть 7-мӗш класра пӗлӳ пухакан хӗрсем районти наукӑпа практика конференцийӗ валли чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, эрешӗсене тӗпе хурса ҫӗленӗ кӗпепе 2-мӗш вырӑна тухнӑ.

Помоги переводом

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫавна май Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов лару-тӑрӑва уҫӑмлатса ҫапла палӑртса хӑварнӑ: - Кун пек ыйту халиччен пулман, пулмасть те.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

М.Игнатьев ачасене профессин вӑтам пӗлӗвне тата хушма пӗлӳ парассипе Чӑваш Ен пухнӑ паха опыта федераци центрӗ, уйрӑммӑн илсен нумаях пулмасть республикӑра пулнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӳлте асӑннӑ колледжа тата унта пурнӑҫа кӗртекен вӗренӳ программисене пысӑка хурса хакланине аса илнӗ.

Помоги переводом

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Республикӑри ветерансен хушшинчи нумай пулмасть вӗҫленнӗ футбол чемпионатӗнче «Волга», «Сталь», «Динамо» командӑсемпе Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси команди ӑнӑҫлӑ тытӑҫрӗ.

Помоги переводом

Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нумаях пулмасть 1500 тиражпа икӗ томлӑ «Аннен, асаннен тата манӑн юмахсем» кӗнеке пичетленсе тухрӗ.

Помоги переводом

Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Нумаях пулмасть литература тӗнчи ачасен сӑвӑҫи, ҫыравҫи, киносценарисчӗ Агния Львовна Барто ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине уявларӗ.

Помоги переводом

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Аса илтерни вырӑнлӑ: нумаях пулмасть коммунистсен фракцийӗн лидерӗ Дмитрий Евсеев КПРФ ретӗнчен тухрӗ.

Уместно напомнить: лидер коммунистической фракции Дмитрий Евсеев недавно покинул ряды КПРФ.

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней