Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шупашкарта пулкаласа курнӑ эпӗ, юмахри пек хула ҫинчен те унтан илтнӗччӗ.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Биржӑра пулкаласа, вӑл хӑйӗн ҫине пурте ыррӑн мар пӑхнине, хӑйпе темӗнле урӑхла калаҫнине асӑрханӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кун пек тӗслӗхсем вӑл кунсенче темӗн чухлех пулкаласа иртетчӗҫ.
«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Анчах ҫакӑн пекки те пулкаласа илетчӗ: амӑшӗн урисем тайӑлса анатчӗҫ, кӑмака хӗрри ҫумне пырса ҫатлатса, вӑл ҫӑварне карса пӑрахса, чӗлхине пӗҫертсе янӑ пек, хыттӑн сывлатчӗ те вара пӗҫертекен сӑмахсем сиксе вӗресе тӑратчӗҫ:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Лондон час-часах хӑнӑхнӑ вырӑнсене пӑрахса кайнӑ: Япони ҫыранӗсем хӗрринче тата Беринг тинӗсӗ ҫинче, промысла шхуни ҫинче матрос пулса ишнӗ, инҫетри Колондайкри ылттӑн ҫӗрӗсем ҫинче те пулкаласа куркаланӑ.
Джек Лондон // А. Роскин. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 3–5 с.
Вырӑс чурисене пӑхассине улӑштарнӑ, ӗҫ вӑхӑтӗнче хӗнессине чарнӑ, канмалли кунсем панӑ, апат-ҫимӗҫе лайӑхлатнӑ, фрау хӑй хӗрсем хушшинче пулкаласа вӗсемпе калаҫу пуҫарса яма тӑрӑшнӑ, хӗрсене хулпуҫҫийӗсенчен лӑпка-лӑпка илнӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫав харлаттарни чарӑнса, шӑплӑхӑн кӗске интервалӗсем пулкаласа илнӗ, е сысна нӑриклетнӗ пек сасӑсем, е тата чӗлхине те лайӑххӑн ҫавӑраймасӑр: «Caramba! Пин шуйттан! Иисус! Таса хӗр Мария!» текелесе илнисем илтӗнкеленӗ.
XXXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тӗсӗ унӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнса тӑчӗ: е кӑвакрах тӗслӗ, е сип-симӗс, е сӑрӑ, е тата сарӑрах тӗслӗ те пулкаласа илчӗ.Окраска его постоянно менялась: то она была синеватая, то ярко-зеленая, то серая и даже желтоватая.
Питӗ сайра тӗл пулакан чӗрчун // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 117–120 с.
Реппин Чӗмпӗрте пулкаласа курнӑ ҫын.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Макҫӑм ун патӗнче ӗлӗкрех хӑй те сайра хутра пулкаласа курнӑ, анчах вӑл пӗлнӗ — Ставрученко патне халь таврари ҫамрӑксем хӑнана пухӑннӑ, — ҫавӑнпа та Макҫӑм вӗсене пӗтӗм компанийӗпех килме чӗнсе ҫыру ячӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӗл ларсан, ҫапӑҫусем, пӗр-пӗрин тылӗнче разведка тунисӗр тата патрульсем хирӗҫ пулкаласа ҫапӑҫса илнисӗр пуҫне, чарӑнса ларчӗҫ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Полозова госпожа хӑйне ытла та ирӗклӗн тыткалани ҫын хушшинче пулкаласа курнӑ Санина та малтанах иментернӗ пулӗччӗ.
XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫав вӑхӑтра, юри тенӗ пекех, хӑна йышӑнмалли пӳлӗмре Анна Васильевна хӑни пулчӗ; ку вӑл Стаховсемпе юнашар пурӑнакан протопоп арӑмӗ, ҫав тери лайӑх та хисеплӗ хӗрарӑм, анчах темле чаплӑ генерал ҫемйи час-часах иртсе ҫӳрекен ҫул хӗрринчи пӗвере чи шӑрӑх вӑхӑтсенче шыва кӗнӗшӗн полиципе урлӑ-пирлӗ пулкаласа пӗтнӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫавна май унӑн час-часах ҫапла та пулкаласа тухатчӗ: вӑл хӳтӗлекен ҫын сӑмахпа асӑрхаттарнипех хӑтӑлать, Сашӑна вара ҫав ҫынна хӳтӗленӗшӗн е гауптвахтӑна, е уборнӑй тасатма яраҫҫӗ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫакӑн йышши ӗҫ унччен те пулкаласа илнӗччӗ-ха.
Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27
Тахҫанах ӗнтӗ аяккалла, вӑрманалла кайма май килнӗ, анчах Андрее темскер пулнӑ: вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл тӑнран кайнӑ пек пулкаласа илнӗ.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл Овчери ялне кӗрсе тухӗ — хӑй ӗҫпе ҫӳренӗ чух вӑл ҫав ялта тӑтӑшах пулкаласа курнӑччӗ-ха, унта ҫыннисем те шанчӑклӑ.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1