Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку вырӑна тӑшман халӗ те пулеметсенчен персе тӑрать, ҫавӑнпа Черныш выртма команда пачӗ, хӑй те выртрӗ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӳлтен вӗҫӗмсӗр бомба тӑкӑнать, «юнкерссем», пулемётсенчен шатӑртаттарса, пуҫ тӑрринченех уласа иртсе каяҫҫӗ.А сверху сыплются бомбы, пулеметы строчат, «Юнкерсы» ревут над самой головой, проносятся на бреющем.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тӑшман самолечӗсем, шоссе ҫине пулеметсенчен персе, аяккалла вӗҫсе кайсан тата мотор шавӗ илтӗнми пулсан, хытӑ хӑранӑ пирки шурса кайнӑ амӑшӗпе ывӑлӗсем ҫул хӗрринчи канавран тухрӗҫ, хӑйсем ҫинчи тӑпра тусанне силлесе тӑкрӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӗсем, хир ҫийӗн аялтан вӗҫсе, тырӑ выракансене пулемётсенчен печӗҫ.Они пролетели низко над полем, осыпая работающих людей градом пуль.
19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Нимӗҫсем вӑхӑтран вӑхӑта пулеметсенчен перкеленӗ, анчах наступлени туман.Немцы время от времени постреливали из пулеметов, но в наступление не переходили.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Чупнӑ ҫӗртех пӗшкӗнсе, вӗсем штыксене малалла тытса, автоматсем шатӑртатнӑ, пулемётсенчен персе тӑнӑ ҫӗрелле ыткӑнчӗҫ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тапӑннине белогвардеец офицерӗсен батальонӗ сирсе пӑрахрӗ: партизансене вӑл пулеметсенчен ҫав тери вӑйлӑн персе кӗтсе илчӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Усть-Паденьгӑран та американецсемпе акӑлчансем винтовкӑсемпе пулемётсенчен чарӑна пӗлмесӗр переҫҫӗ.Из Усть-Паденьги американцы и англичане также вели непрерывный огонь, винтовочный и пулеметный.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тӑшманӑн буксирӗнчен пӗри ҫырантан уйрӑлчӗ те пулемётсенчен урса кайсах «Мурмана» пеме тытӑнчӗ.Один из неприятельских буксиров отвалил от берега и открыл яростный пулеметный огонь по «Мурману».
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пулеметсенчен икӗ черет кӑларса янӑ хыҫҫӑн умри ушкӑн пӗр ӑстрӑм малалла чупса кайрӗ.После двух пулеметных очередей первая цепь поднялась в перебежке.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ирсерен кашни кун Новочеркасск—Каменски линийӗ тӗлӗнче нимӗҫ аэропланӗсем курӑнаҫҫӗ, хӑлат пек явӑнса ҫӳреҫҫӗ, ним шикленӳсӗр аялалла вӗҫсе анса, пулеметсенчен шӑтӑртаттарса переҫҫӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мадьяр эскадронӗсем, хӑйсене флангсенчен пулемётсенчен тӗтӗрнине чӑтаймасӑр, казаксем хыҫран хӑваланипе нимӗн йӗркисӗр-тӗлсӗр сапаланса, тарма пуҫларӗҫ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пирӗн танксем юр вӗҫтерсе, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр ӑшаланса ҫӳрекен ӑсран кайнӑ нимӗҫсене пулеметсенчен персе, айлӑм тӑрӑх Ленино патнелле ыткӑнчӗҫ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пулеметсенчен персе ӳкереҫҫӗ!
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пулеметсенчен вӑйлӑн персе тӑнисем, минӑсем хӑлхана хуплас пек крахлатса ҫурӑлнисем тата кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан вилӗме пытарса тӑракан ырӑ мар шӑплӑх пулнӑ кунта.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫывӑхри станцире, Журавлихӑра, партизансем апат-ҫимӗҫ складне ҫунтарса ячӗҫ, унтан инҫех мар ҫар поездне пулеметсенчен пенӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пулемётсенчен ҫулса тӑкаҫҫӗ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Танксем урамсем тӑрӑх тупӑсемпе пулеметсенчен персе, мӗнле нимӗҫ таврашӗ пур — ҫавсене пурне те таптаса тухнӑ, нимӗҫ гарнизонӗсен юлашкийӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле тарса пӗтсен вара, танкистсем тата танксем ҫинче ларса пынӑ мотопехота боеприпас склачӗсене тивертсе янӑ, кӗперсене сывлӑшалла сиктернӗ, станцисенчи стрелкӑсене, рельсӑсене ҫӗмӗрсе хӑварнӑ, чакса килекен нимӗҫсен поезчӗсене питӗрсе лартнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан вӑл: — Консервӑсенчен пуҫласа кӗреҫесем таранах Атӑл леш енчен илсе каҫартӑмӑр, анчах Атӑл ҫине нимӗҫсен тӑтӑшах пулемётсенчен персе тӑратчӗҫ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл тӳрӗ ҫултан кӑшт пӑрӑнсанах, нимӗҫсем ун ҫулне пулемётсенчен персе пӳлнӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950