Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗнтӗ пӗр тесен, ҫавнашкал сайра тӗл пулакан япалана (сайрах-ши!) лавккара шырани айванланнӑ пек те туйӑнчӗ.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫак моряксем темӗн те пӗлеҫҫӗ — ишсе ҫӳрекен кӗленче савӑтсемпе ҫӗрле тӗл пулакан пӑр тӑвӗсем ҫинчен, экипаж пӑлхавӗпе тӗлӗнтерекен-аптӑратакан тӑвӑл пирки…
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тепӗр енчен — йышӑнмаллах: Сениэль хӗрӗн, питӗ хитре те сайра тӗл пулакан кӑмӑллӑскерӗн, портречӗ кунта ахаль упранмастех, ахӑртнех, ку Гез туйӑмӗсемпе ҫыхӑннӑ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
«Пысӑк калӑпӑшпа пулакан чаплӑ мероприяти Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑ килӗштерсе пурӑннине, унӑн пуян йӑли-йӗрки пуррине ҫирӗплетет. Паллӑ, ачасем хӑйне евӗр илемлӗ, вӗсен пултарулӑхӗ пурсӑмӑра та «тыткӑна» илесси пирки те иккӗленместпӗр», — тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енре пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине ирттереҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... -pacha-fol
Кашни эрнере Правительство ҫуртӗнче пулакан ӗҫлӗ планеркӑра Шупашкар хулинчи Граждански урамӗнче автомашина ҫулне реконструкцилессипе ҫыхӑннӑ ыйту пирки чарӑнса тӑнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамӗнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/chav ... ecsen-proi
Сайра тӗл пулакан ҫак ҫынпа Гент тепӗр тӑватӑ кун пурӑнчӗ.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑйсен тӗркемӗсене, хӗҫ-пӑшала ҫул ҫинче тӗл пулакан хӗрарӑмсемпе ачасене йӑтса утма хистеҫҫӗ, пӑхӑнмасан вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ.Свои тюки и оружие они заставляли нести первую попавшуюся женщину или ребенка, угрожая смертью.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тепӗр тесен, пӗр талӑкран вӑл Мирамбо ҫӗрӗнчен тата ӑна пӑхӑнакан хутлӑхсенчен инҫетре пуласса шанать, ҫавӑнпа та ҫула май тӗл пулакан ялсенче пурӑнакансемпе хутшӑнма-туслашма май килетех-тӗр.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсем ҫинче талккӑшпех — тӗрлӗ тӗслӗ чулсен эрешӗ евӗр — эрехсен вучӗ хӗмленет, ылтӑн та кӗмӗл ҫиҫеҫҫӗ, ытарлӑ йӑлтӑркка вазӑсенчи сайра тӗл пулакан улма-ҫырла хушшинчен сӗтел ҫитти ҫинче кӑтрисемпе сапаланса шӑвакан ӳсен-тӑранӑн симӗс мӗлки ӗренкеленнӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ертӳҫин ҫумӗ Геннадий Исаков каланӑ тӑрӑх, ку сайра тӗл пулакан пулӑм.
Атӑл леш енче ҫынран хӑраман акӑшсем тӗпленнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31760.html
Часах эпир сылтӑмалла пӑрӑнтӑмӑр та, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе инҫетелле кайма ҫул туса, Жихарев хатӗрлесе хунӑ сереперен пӑрӑнса кайрӑмӑр, вара пысӑк ялсене кӗмесӗр, ҫул ҫинче тӗл пулакан шуррисен вак-тӗвек ушкӑнӗсене ҫӗмӗрсе, пӗр эрнерен Поворино станци участкине хӳтӗлесе тӑракан Шебаловпа Бегичевӑн пӗрлешнӗ отрячӗсемпе пӗрле хамӑрӑн регулярлӑ ҫар пайӗсем патне пырса тухрӑмӑр.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Эпӗ алла илнӗ приказ тӑрӑх, пирӗн тӑшмансен тылне ҫавӑрӑнса тухса, Бешчев отрячӗ ҫывӑхӗнче ӗҫлемелле пулать; пирӗн паянах ҫӗрле тапранса тухса, хирӗҫ тӗл пулакан тӑшмансенчен парӑнса, вӗсене ҫулӑхмасӑр иртмелле.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах эпӗ ыратнине-мӗнне туймарӑм, хама пит-куҫран пырса ҫапакан йывӑҫ турачӗсене те, ура айне тӗл пулакан тункатасене те сисмерӗм.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Культурӑн пуян еткерӗ, наци искусствин сайра тӗл пулакан хӑйне евӗрлӗхӗ тата Чӑваш Енре пурӑнакансен таланчӗ пирӗн тивлетлӗ тӑван ҫӗрӗмӗре Раҫҫей тулашӗнче те мухтава кӑларнӑ.
Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/03/25/news-3522321
Ҫакӑ, ҫул ҫинчи инкексем пулакан вырӑнсен шутне 85 процент чакарма майсем йӗркелет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Акӑ унӑн юлашки кӑмӑлӗ, хӑвӑрах хаклӑр, хура чуп ҫапла калаять-и вара: «Стомадор, тӗл пулакан малтанхи хӗрарӑмпа калаҫ. Енчен те вӑл ватӑ тӑк — маншӑн анне пулать, ҫамрӑк тӑк — йӑмӑкӑм, ача тӑк — манӑн хӗрӗм пулать».
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн куҫӗсенче ҫынсен сайра пулакан шанӑҫ пӗтнӗлӗхӗн ҫути йӑлтӑртатать.В его глазах блестел редко появляющийся у людей свет полного отречения.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Куравра эпир сайра тӗл пулакан сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарӑпӑр. Вӗсенче балет ҫӑлтӑрӗ Пермьри хореографи училищинче пуҫласа pas de bourrée туни те, Мускаври Пысӑк театр сцени ҫинче ташлани те пур. Надежда Павлова Чӑваш Ене килнӗ, чӑваш сцени ҫинче ташланӑ самантсем пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ», — тесе шухӑшлать Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.
Надежда Павловӑна халалланӑ курав уҫӑлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31564.html
Вӗсенчен пӗрне эпӗ уйрӑмах лайӑх астӑватӑп — питех лайӑх тумланнӑскер мар, рабочисем пекех тӑхӑннӑ, хӑй пӑхмашкӑн Сормово урамӗсенче ҫӗршерӗн тӗл пулакан ытти рабочисем пекех, нимӗнпе те вӗсенчен уйӑрӑлса тӑмасть.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах Сайлас Гент буфета аннӑ, пӗр стакан шур эрех ӗҫнӗ те хуҫа ҫине хӑйӗн сайра тӗл пулакан куҫ шӑрҫисемпе тинкернӗ, каясси пирки пӗлтернӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.