Поиск
Шырав ĕçĕ:
Профессор кӗрсен, пурте хусканса илчӗҫ те шӑпланчӗҫ, эпӗ профессор ҫине те сатирик пек пӑхнине астӑватӑп, профессор лекцие, ман шухӑшпа, ниме тӑман умсӑмахпа пуҫлани шалтах тӗлӗнтерчӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Профессор господин, — сӑмах тупса каларӗ Иконин, вара каллех профессор господин тенӗ сӑмахсем унӑн ку вырӑнта каланӑ юлашки сӑмахӗсем пулчӗҫ; ман тӗлтен каялла кайнӑ чух каллех профессорсем ҫине, ман ҫине пӑхса илчӗ, йӑл кулчӗ те: — Нимех те мар, тӑванӑм! — тесе каланӑн, хулӗсене сиктерсе илчӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫлӑхлӑ профессор мана ответлеме сиввӗн сӗнсен, эпӗ ун куҫӗнчен пӑхса илтӗм те вӑл ман умра икӗпитленнишӗн хама кӑштах намӑс пулса кайрӗ, ҫавӑнпа ответ пуҫламӑшӗнче пӑртак такӑнкаларӑм; анчах кайран ҫӑмӑлланӑҫемӗн ҫӑмӑлланчӗ, ыйту эпӗ питӗ лайӑх пӗлекен вырӑс историйӗнченччӗ, ҫавна пула эпӗ питӗ хӳхӗм пӗтертӗм тата, вӗриленсе кайса, профессорсене эпӗ Иконин маррине, мана унпа пӑтраштарма юраманнине систерес шутпа тепӗр билет илесшӗн пултӑм; анчах профессор, пуҫне сӗлтсе: «Аван» терӗ те журнал ҫинче темле паллӑ турӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
2015–2020 ҫулсенче педагогикӑпа психологи кафедрин профессорӗ, 2020 ҫултанпа гуманитари дисциплинисен кафедринче профессор пулса ӗҫлет.
Павлов Иван Владимирович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... %BE%D0%B3)
«Профессор… Ҫапла, Степан Лукичӑн Мускавра палланӑ пӗр профессор пуррине эпӗ те пӗлетӗп. Ҫав килнӗ пулас. Курасчӗ ӑна, курасчӗ!» — шухӑшларӑм эпӗ.
«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.
Кӗтмен хыпар пӗлсе килчӗ вӑл профессортан: Трутнев профессор нумай пулмасть Саратовран Хусана куҫса килнӗ иккен, отоларингологи клиникинче ӗҫлет.
Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Господин профессор, ыйтса чӑрмантарма ирӗк парсамӑр, час сывалӗ-ши ман аппа? — ыйтнӑ Эльгеев профессортан.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Эпӗ аудиторисенчи шӑв-шава, калаҫӑва, ахӑлтатӑва юрататӑп; лекци вӑхӑтӗнче хыҫалти сак ҫинче ларса, профессор пӗр тикӗссӗн калаҫни май мӗн ҫинчен те пулин ӗмӗтленесси, юлташсене сӑнасси ман кӑмӑла килет; хутран-ситрен кампа та пулин Матерн патне чупса кайса; эрех ӗҫме, ҫакӑн хыҫҫӑн кӑшт ҫырткалама вара, профессор пӑсӑрлантарасса пӗле-тӑркачах, алӑка хӑюсӑррӑн чӗриклеттерсе, аудиторие кӗме юрататӑп; ҫавӑн пекех тата коридорта пӗр курс тепӗр курса хирӗҫ тӑрса ашкӑннӑ ҫӗре хутшӑнма юрататӑп.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Апла пулманнипе кӑмӑл сивӗнсен, хампа илсе килнӗ илемлӗ хуплашкаллӑ тетрадь ҫинче «пӗрремӗш лекци» тесе ҫырнин айне, пӗр кӑшӑла чечек евӗрлӗ пӗрлешмелле туса, айккӑн курӑнакан вунсакӑр ҫын пуҫӗ ӳкертӗм, профессора эпӗ те ҫырса пынӑ пек кӑтартасшӑн хутран-ситрен кӑна алӑпа хут тӑрӑх йӗрлерӗм (профессор манпа питӗ интересленесси пирки эпӗ иккӗленмерӗм).
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫамрӑк профессор билетсене вылямалли картсене пӑтраштарнӑ пек пӑтраштарать, тепӗр профессор, фракӗ ҫумне ҫӑлтӑр ҫакни, кашни сӑмах ҫумне «юлашкинчен» сӑмаха хуша-хуша хурса, — Карл Великий ҫинчен тем питӗ хӑвӑрттӑн калакан гимназист ҫине пӑхать, виҫҫӗмӗшӗ, куҫлӑхлӑ старик, пуҫне усса, пирӗн ҫине куҫлӑхӗ витӗр пӑхса илчӗ те билетсем ҫине кӑтартрӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темиҫе минут калаҫмасӑр ирттернӗ хысӑн профессор каллех калаҫма пуҫларӗ; вӑл эпир ҫав вӑхӑтра ӑҫта тӑнине те манса кайнипе, Иоганнеумра хӑйне итлесе тӑракансем умӗнче тӑнӑ пекех шутласа шухӑша кайни паллах, мӗншӗн тесен вал аудитори еннелле пӑхса профессор сассипе лекци вуланӑ пекех ҫапла калаҫма пуҫларӗ: Ырӑ государьсем, эпӗ сире тӑваттӑмӗш тапхӑрта пурӑннӑ авалхи ҫын шӑм-шакне кӑтартса паллаштарасшӑн.
XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Атьӑр-ха, паллашар: Петров академик, кусем манӑн туссем — Толстов профессор, куратӑр-и, кӗлетки унӑн шӑпах хушаматне килӗшмелле, тата Лукин профессор.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кӗпер ҫинче хӑйӗн профессорне тӗл пулсан, ӑна курман пек пулса ун ҫумӗпе йӑпшӑнса иртрӗ, профессор вара аптраса ӳксе нумай вӑхӑт ним ӑнланса илеймесӗр юпа пек хытса тӑчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫук, Федя ун ҫинчен суйса кӑтартман; Лопухов, чӑнах та, пуҫне кӗнекесемпе анатомилле препаратсем тултарнӑ студент пулнӑ, — мӗнле кӗнекесемпе тултарнине эпир Марья Алексевна ун биографине тӗпчесе вӗреннинчен пӗлӗпӗр: пуҫа препаратсем чиксе тултармасӑр профессор пулма ҫук, Лопухов вара профессор пулма ӗмӗтленнӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла калаҫсах лартӑмӑр эпир, Валентин Николаевич профессор пыратӑп тесе виҫӗ хут телефонпа пӗлтерчӗ те, ӑна та — ан тив вӑл хуть те профессорах пултӑр — ҫапах та килменшӗн ятласа илтӗмӗр, вӑл каллех темле ҫӗленсемпе е кӗмӗл тӗслӗ тилӗсемпе аппаланнӑ май вӑхӑт пулмарӗ, тет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
– 1949 ҫулта шкул пӗтернӗ, халӗ питӗ активлӑ пенсионер, парти органӗсенче ӗҫленӗ, наказанисене пурнӑҫлакан уголовлӑ инспекцинче вӑй хунӑ Петр Соловьев; унӑн шӑллӗ, 1952 ҫулта шкултан тухнӑ Иван Соловьев – «Хисеплӗ сталевар», Ленин орденне, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Советне депутата суйланнӑ; 1966 ҫулхи выпускник Георгий Алексеев – Питӗрте аслӑ категориллӗ ҫар врачӗ, полковник; Евгений Алексеев – медицина службин полковникӗ, РФ тава тивӗҫлӗ врачӗ; Владислав Капитонов – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ; Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ Леонид Андреев профессор; Евстафий Владимиров профессор; искусство деятелӗсем – Александр Ильин баритон, Виталий Гордеев, Николай Яковлев художник; хальхи вӑхӑтра пурте пӗлекен хастар пенсионер Зиновий Кутузов, ветерансен вырӑнти канашне ертсе пыракан Геннадий Малинин; паллах, «Ударник» хуҫалӑха 30 ҫул ертсе пынӑ ЧР тата РФ ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Платон Давыдов; паллӑ учительсем, врачсем тата ыттисем те.
Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta
2020 ҫулта, профессор 80 ҫул тултарнӑ ятпа, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ-ра «Воспитание детей и молодежи в цифровой образовательной среде» (чӑв.
Павлов Иван Владимирович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... %BE%D0%B3)
Павлов Иван Владимирович (юпа, 13, 1940, Сопаккасси, Шупашкар районӗ, Чӑваш АССР) — чӑваш педагогӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1993).
Павлов Иван Владимирович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... %BE%D0%B3)
1969 ҫулта Галина Петровна госпиталь терапийӗн кафедрин клиника ординатурине вӗренме кӗнӗ, ертӳҫи госпиталь терапийӗн кафедра заведующийӗ, Челепири мединица институчӗн ректорӗ Даниил Александрович Глубоков профессор пулнӑ.
Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0
Зарипов Айрат Янсурович (1962,10,12) — социолог, философ, философ, философи ӑслӑхӗсен докторӗ, профессор.
Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA