Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кроватьсем валли пружинӑсем туса кӑларакан Август Вернер тата Зигмунд Зелигманн канашҫӑ Ганновера икӗ император кӳлепине парнеленӗ: I Вильгельм кайзерӑн тата II Вильгельмӑн 3 метр ытла ҫӳллӗш пӑхӑр кӳлепесене Берлинти Адольф Брютт кӳлепеҫӗ тата профессор ӑсталанӑ.
Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)
1945 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче Грузи истори кафедрине профессор пек ҫӗршыва таврӑннӑ Э. Такаишвили вырнаҫнӑ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
1923 ҫулта химипе фармацевтика уйрӑмӗ уҫӑлнӑ, ертӳҫи — И. Кутателадзе профессор.В 1923 году открылось химико-фармацевтическое отделение, руководитель — профессор И. Кутателадзе.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
Пӗрремӗш ректора Пётр Меликишвили химика (ҫавӑн пекех ҫак вырӑна йышӑнма тӑратнӑ И. Джавахишвили хӑй кандидатурине илнӗ, Меликишвилине вӑл хӑйӗнчен пысӑкрах ӑсчах вырӑнне хунӑ) суйланӑ, штатра 17 преподаватель (7 профессор, 5 ҫум, 2 ӑслӑлӑх ертӳҫи, 3 лектор) пулнӑ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
Н. И. Ашмарин профессор: «Ҫум ҫакки, то же, что ҫумма ҫакмалли, прицепка», тесе ӑнлантарать (Словарь, XII вып., 234 стр.).
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Н. И. Ашмарин профессор «мехел» сӑмаха ҫапларах ӑнлантарать: «Мехел ҫитмесӗр (-вӑхӑт ҫитмесӗр) ӑҫта каян? теҫҫӗ».
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
М. Я. Сироткин профессор «Ӗмӗр сакки сарлака» роман пирки» статйинче («Тӑван Атӑл», 2-мӗш номерӗ, 1962 ҫ. ) ҫак произведенин йӑнӑшӗсемпе ҫитменлӗхӗсене тӗплӗн тишкернӗ, тӗрӗсне каланӑ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
1821 ҫулта Г. Х. Шумахер профессор хулара астрономи обсерваторине йӗркелеме ирӗк ыйтса илнӗ; унти сӑнавсен тӗрӗслӗхӗпе вӑл пӗтӗм Европӑпа чапа тухнӑ.
Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0
1959 ҫулта П. Л. Ульянов физикӑпа математика ӑслӑх тухтӑрӗн ӑсчах степеньне илме диссертаци хӳтӗлет (теми — «Коши евӗрӗн интегралӗ. Пӗрлешӗнме тата хушӑнма пултарни»; 1960 ҫулта вӑл профессор пулса тӑрать.
Ульянов Пётр Лаврентьевич // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%B8%D1%87
Кайран вара боксер шӑлӗсене Владик хӑй укҫа тӳлесе профессор патӗнче юсаттарчӗ.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Колхоз правленийӗнче техничкӑра ӗҫлекен Праски инке профессор пекех темӗн те пӗлет.
Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.
Раманшӑн вӑл институтри профессор вырӑнӗнчех темелле.
54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Башньӑн юлашки ятне вара юрӑхлӑ ят шыраса тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн Бахрам Фарахваши ӑсчах, иранист профессор ят панӑ.
Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8
Профессор хирӗҫлемерӗ пулин те, Ваҫиле Николай Петрович сӑмахӗсем тӳрре тухасса шаннине тавҫӑрса илчӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Концертсен тата фестивальсен ярӑмӗсем, вӗсен хушшинче: камера ансамблӗн кафедрин проекчӗ «Лев Иванов профессор йыхравлать» фестиваль, ҫулсерен иртекен Л.В. Собинов, Г. Г. Нейгауз ячӗллӗ фестивальсем.
Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95
Унӑн хушамачӗ Соколов, профессор.
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах та, тен, пӗртте профессор мар, пенсие тухнӑ бухгалтер вӑл.
10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Профессор пулӗ ку.
10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Халӗ Петьӑн ҫеҫ мар, Якурӑн хӑйӗн те паллӑ тӗпчевҫӗ, ученӑй, профессор пулас килчӗ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Санпа профессор кӗтӳ кӗтет, тетӗп.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.