Поиск
Шырав ĕçĕ:
плошадкӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Плошадкӑра Митя, пуҫне каҫӑртса, тӳпе тӑрӑх ишекен таткаланчӑк пӗлӗтсемпе самолётсен мӗлкисем ҫине пӑхса тӑрать; вӑл моторсем епле ӗҫленине, кашни мотор епле кӗрленине тӗплӗн итлеме тӑрӑшать.
12 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Плошадкӑра: «Троцкистла-бухаринла вӑрӑ-хурахсене суд туни мӗн кӑтартрӗ» ятлӑ доклад пулать.На площадке — доклад: «Что показал суд над троцкистско-бухаринскими бандитами».
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Комендант ҫурчӗ патне ҫитерехпе эпир плошадкӑра, виҫӗ кӗтеслӗ шлепкесем тӑхӑннӑ, вӑрӑм ҫивӗтлӗ ватӑ инвалидсене, пӗр ҫирӗм ҫынна, тӗл пултӑмӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Страницы:
- 1