Поиск
Шырав ĕçĕ:
петрушкӑпа (тĕпĕ: петрушка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтах, тӗрлӗ ҫырткаламалли хушшинче, симӗс суханпа тата петрушкӑпа илемлетнӗ, ҫуррине ҫисе янӑ селедка выртать.
Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html
Ҫулсем ҫине сарнӑ чул плитасем хушшинче хирти петрушкӑпа пӑрҫа курӑкӗ ӳсет.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ шыв хӗрринчи хӑва сулхӑнӗнче кӑкшӑмри эрехпе йӑпанни сехетлӗхе те пулин чуралӑхра пурӑннине манӑҫтарать, пуҫ тӗлӗнчи туратлӑ йывӑҫ айӗнче ҫемҫе курӑк ҫине ларса, какай татӑкне помидорпа, хӑярпа, техӗмлӗ петрушкӑпа та хӑватлӑ пӑрӑҫпа сӗтеклентерсе ҫини патша апачӗ пекех туйӑнса каять, енчен тата сӗрме купӑс калакан вӑйҫӑ та пулсан — этем курман ырлӑх ӗнтӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Агафья Матвеевна хӑй те кухньӑра питӗ вӑрт-варт ӗҫлет, Акулина чӑртмаххӑн ҫаврӑнкаланине вӑл кӑйкӑр кайӑкӑнни пек ҫивӗч куҫӗпе тӳрех асӑрхать; кӑмакаран апат кӑларма, ӑшӑтмашкӑн лартма, тӑварлама кӑшкӑрса хушать; пасарта вӑл пӗрре пӑхсах е кӑшт пӳрнепе тӗртсе пӑхсах чӑх миҫе уйӑхрине, пулӑ мӗнлине, петрушкӑпа салат ҫулҫисене йӑран ҫинчен хӑҫан татнине пӗр йӑнӑшсӑрах пӗлет; — ҫавна кура вара Анисья та Агафья Матвеевнӑна хисеплеме пуҫларӗ, вӑл ӑна пӗрремӗш хут курсанах унран тӗлӗнчӗ те, кӑштах шикленчӗ те, хӑй пирки вара ҫапла шутларӗ: текех эпӗ Обломов кухнинче ӗҫлеме пултараяс ҫук ӗнтӗ, халиччен эпӗ васкаса чупкалани Захар ӳкернӗ турилккене е стакана ярса илме ҫеҫ кирлӗччӗ; Захар мана пултаруллӑ та тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хытӑ кӗвӗҫетчӗ те хӑйӗн тӳрккес мӑнкӑмӑллӑхӗпе тарӑхтаратчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницы:
- 1