Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пеккисем (тĕпĕ: пекӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пеккисем пирки Ленин хӑйӗн докладӗнче съездра питӗ уҫӑмлӑ каланӑччӗ, — блокнотне уҫса пӑхса вуларӗ Федоров:

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эй, пур пирӗн харсӑр коммунистсем — Кӑтра Кӗркури пеккисем.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗтел ҫине ҫыру пеккисем юлнӑччӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах эсерсем пурте пӗр шухӑшлӑ пулман: пӗрисем Ҫӗпӗрти Верховнӑй правитель — Колчак патне куҫма шут тытнӑ; теприсем — Алюнов пеккисем — Учредительнӑй пуху пухӑнасса ҫаплах шанса пурӑннӑ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун пеккисем пирӗн ӗлӗк те пулкаланӑччӗ вӗт, — терӗ Михаил.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун пеккисем нумай учительсем хушшинче.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн пеккисем, авӑ, пӑт-пат курӑнкалаҫҫӗ: Слюбкин Михаил — иккӗмӗш секретарь, Петров моряк, заместитель вырӑнӗнче лараканни.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Округри ҫар комитечӗ пире пулӑшмасан, Кадыков, Крынецкий пеккисем пӗтӗмпех влаҫа хӑйсем ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алюновсем тата Иван Васильевпа Семен Николаев пеккисем: пуянсене тивмелле мар, улпутсене ҫӗршӗн укҫа тӳлемелле, теҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пурнӑҫра ун пеккисем темӗн чул та пулӗҫ малалла.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑт, атьсемӗр, пур иккен ун пеккисем те, — чикарккине сӳнтере-сӳнтере кулчӗ Исмук Павӑлӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӗ тем те калаҫҫӗ пухусенче: пӗрисем пӗтӗм влаҫа рабочисемпе чухӑн хресченсен аллине памалла теҫҫӗ, теприсем — чӑваш эсерӗ пеккисем — патшалӑхра тӗреклӗ хресченсен влаҫӗ кирлӗ теҫҫӗ, пуянни-чухӑнни — пурте «пӗртӑван» пулмалла теҫҫӗ, чӑваш тӳре-шари те тӑвасшӑн хӑшӗ-пӗри, — кулкаласа каларӗ Эльгеев.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакӑн пеккисем те пур тата: революци пӗтӗм тӗнчипе кӗрлемесӗр — ҫӗнӗ йӗрке пулас ҫук теҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ун пеккисем кашни ялтах пур: вӗсем ҫынсене култараҫҫӗ, камитле те туса кӑтартаҫҫӗ, ҫавӑншӑн вӗсене пурте килӗштереҫҫӗ, анчах никама та вӗсем кирлӗ мар.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пулкалаҫҫӗ ун пеккисем хӑш чухне пирӗн хушӑра, чӑнах.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ах, тур, мӗнех вара — пӗр-пӗр пуҫтах ача ашкӑнса сӗрнӗ пуль, сахал-и ялта ун пеккисем, — сӑмах хушрӗ Укҫине.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вулама-ҫырма вӗрентес пулать тӗттӗм халӑха малтан, унсӑрӑн, пӗр-пӗр Ваҫҫа пеккисем, е хамӑрӑн Сашша пеккисемех ҫӗрне илнӗ-илмен картла выляса ярӗҫ, е сутса ярса эрех ӗҫсе кӳпӗҫ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Сан пеккисем ҫинчен мар ку, атте, харам пыр улпутсем ҫинчен сӑмах пырать.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Самани хытса пырать, Артур пеккисем те нумайланчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чим халӗ, пристав пеккисем ӑна, тен, юри каланӑ… — хӑш чухне ҫавӑн пек шухӑш та пуҫа пырса кӗнӗ (ку таранччен ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ улпут чӗринче шуйттан чунӗ епле вырнаҫма пултарнӑ пулӗ, чӑнах?!).

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней