Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Эсир вара паян Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнатӑр!
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ: 2. эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр; 3. эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр: 4. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр; 5. анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах [Ефрем ывӑлӗсем] Газер хулинче пурӑннӑ ханаансене хӑваласа яман, ҫавӑнпа ханаансем Ефрем ывӑлӗсем хушшинче паян кунчченех хырҫӑ тӳлесе пурӑннӑ.
Нав 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла вара, Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ [хушнӑ пек] тӗрӗс тунӑшӑн, Хеврон паян кунчченех Халев еткерӗ шутланать.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Израиль ывӑлӗсем Гессурпа Мааха [тата Ханаан] ҫыннисене тивмен, Гессурпа Мааха паян кунчченех Израиль хушшинче пурӑнаҫҫӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Иисус хушнипе, вӗсен виллисене йывӑҫ ҫинчен антарнӑ та малтан хӑйсем тарса пытаннӑ ҫӗр хӑвӑлне пӑрахнӑ, хӑвӑлӗ анине пысӑк чулсем йӑвантарса хунӑ, ҫав чулсем паян кун та пулин ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара Иисус вӗсем тӗлӗшӗнчен ҫапла тунӑ: вӗсене Израиль ывӑлӗсен аллинчен хӑтарнӑ, вӗлерме паман; 27. Иисус вӗсене ҫав кунран пуҫласа [пӗтӗм] халӑх валли тата Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ валли вутӑ касса, шыв кӳрсе тӑма хушнӑ; [ҫавӑнпа та Гаваон ҫыннисем Туррӑн парне вырӑнӗ валли Ҫӳлхуҫа] суйласа илнӗ кирек хӑш вырӑнта та паян кунчченех [вутӑ касса, шыв кӳрсе тӑраҫҫӗ].
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ҫав вырӑна паян кунчченех Ахор айлӑмӗ теҫҫӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ мӗншӗн ҫав вырӑна паян кунчченех Галгал теҫҫӗ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн, 46. вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр; 47. мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Паян эпӗ сирӗн умӑрта тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп: сана эпӗ пурӑнӑҫпа вилӗм, пиллӗхпе ылхан сӗнтӗм.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ; 17. эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 18. сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ сана эпӗ паян пурӑнӑҫпа ырӑлӑх, вилӗмпе усаллӑх сӗнтӗм.15. Вот, я сегодня предложил тебе жизнь и добро, смерть и зло.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫак ӳкӗт — эпӗ паян сана ӳкӗтлесе калани — саншӑн ӑнланайми япала мар, аякра тӑраканскер те мар; 12. вӑл тӳпере мар, ун пирки: «пирӗншӗн кам та пулин тӳпене улӑхинччӗ, ӑна пире илсе килсе парса сасӑпа вуласа кӑтартинччӗ, вара эпир ӑна пурӑнӑҫланӑ пулӑттӑмӑр» темелли ҫук; 13. вӑл тинӗс леш енче те мар, ун пирки: «пирӗншӗн кам та пулин тинӗс леш енне кайинччӗ, ӑна пире илсе килсе парса сасӑпа вуласа кӑтартинччӗ, вара эпир ӑна пурӑнӑҫланӑ пулӑттӑмӑр» темелли ҫук; 14. ҫак сӑмах сан ҫывӑхунтах: ӑна пурӑнӑҫласа тӑмашкӑн вӑл сан чӗлхӳ-ҫӑварунтах, санӑн чӗрӳнтех.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ, 5. Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ; 6. эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ; 7. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ, 8. эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн; 9-10. Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак пӗтӗм сӑмаха — хӑвна пӗлтернӗ пиллӗхпе ылхана — хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру сапаласа янӑ халӑхсем хушшинче асна илсе чӗрӳне хывсассӑн, 2. эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, ху та, ывӑлусем те пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан Ҫӳлхуҫа Турру енне ҫаврӑнсассӑн, Унӑн сӑмахне итлесессӗн, 3. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн тыткӑнри ҫыннусене каялла тавӑрӗ, сана хӗрхенӗ, Ҫӳлхуҫа Турру сана урӑх халӑхсем хушшине сапаласа янӑ ҫӗртен каллех пӗр ҫӗре пуҫтарӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлемесессӗн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне, Унӑн пӗтӗм йӗркине — туса тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, сана ҫак пӗтӗм ылхан ҫитӗ, ылхан айне пулӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ [Иордан леш енне хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан ҫӗр ҫине] каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне — тӗрӗс те тӗплӗн туса тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та мала кӑларӗ; 2. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, сана Унӑн ҫакӑ пур пилӗ те ҫитӗ, сан тӗлӗшрен пур пилӗ те вырӑна килӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Моисейпе левит священниксем пӗтӗм Израиле ҫапла тесе каланӑ: эй Израиль, тӑнласа тӑр, итле: ҫакӑ кун эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун халӑхӗ пулса тӑтӑн; 10. эппин, Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итле, Унӑн ӳкӗчӗсемпе Вӑл хунӑ йӗркесене — паян эпӗ сире пӗлтерессине — [пурне те] пурӑнӑҫласа тӑр, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр; 5. ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт; 6. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, 7. канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн; 8. [ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.