Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ; вӑл пӗрин патне пынӑ та каланӑ: «ывӑлӑм, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха» тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хуҫа калать вӗсене: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, вара мӗн тивӗҫлине илетӗр» тет.Он говорит им: идите и вы в виноградник мой, и что следовать будет, получите.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ; 2. кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ; 3. виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та 4. вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӑнтӑр тӗлнелле, халӑх салансан, Сусанна хӑй упӑшкийӗн йывӑҫ пахчине уҫӑлма ҫӳренӗ.7. Когда народ уходил около полудня, Сусанна входила в сад своего мужа для прогулки.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йывӑҫ пахчине картасӑр хӑварнӑ пек, Хӑйӗн хӳмине туртса илчӗ; Хӑй пухӑвӗн вырӑнне тустарса тухрӗ, Ҫӳлхуҫамӑр ӗнтӗ Сиона уявсемпе шӑматкунсене мантарчӗ; ҫилли тулса ҫитнипе патшапа священника пӑрахрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кӗтӳҫӗсен ушкӑнӗ Манӑн иҫӗм пахчине тустарса пӗтерчӗ, Манӑн ҫӗр лаптӑкне таптарӗ; Манӑн юратнӑ ҫӗр лаптӑкне ишӗлчӗк купипе пушхир туса хӑварчӗ; 11. ӑна пушхире кӑларчӗ, юхӑннӑскер, вӑл Ман умӑмра макӑрать; пӗтӗм ҫӗр ҫаралса юлнӑ, ӗнтӗ ҫакӑншӑн хуйхӑракан та ҫук.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Чурусем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех, хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, чи ҫӳллӗ вырӑнне, ытарайми йывӑҫ пахчине, ҫитсе кӗтӗм; 25. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, шыв ӗҫрӗм; хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ман халӑхӑмӑн ҫӗрӗ ҫинче йӗплӗ курӑк та ҫумкурӑкӗ ӳсӗ, хавас шавлӑ хулари савӑнӑҫлӑ ҫуртсенче те ҫапла пулӗ, 14-15. мӗншӗн тесессӗн керменсене пӑрахса хӑварӗҫ; шавлӑ хуларан тухса кайӗҫ; вара пирӗн ҫине тӳперен Сывлӑш аниччен, пушхир сат пулса тӑриччен, сат пахчине вӑрман тесех шутлама пуҫличчен Офел сӑрчӗпе пашне хир ашакӗсемпе кӗтӳсемшӗн ту хушӑкӗ вырӑнне пулӗҫ, вӗсем ҫавӑнта хӳтлӗх тупӗҫ.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата кӑшт ҫеҫ, кӑштах, кӑштах, вара Кармил тӑвӗ йывӑҫ пахчи пулса тӑмӗ-и, йывӑҫ пахчине вара вӑрмана хапӑл тунӑ пек хапӑллӗҫ-и?
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Израиль Ҫутийӗ вут-кӑвар пулӗ, унӑн Святойӗ ҫулӑм пулӗ — унӑн йӗплӗ тӗмӗпе ҫумкурӑкне пӗр кун хушшинчех ҫунтарса-ҫӑтса ярӗ; 18. унӑн мухтавлӑ вӑрманӗпе йывӑҫ пахчине ӳте, пурӑнӑҫа пӗтернӗ пек пӗтерӗ; вара вӑл хӑрса кайса вилекен пекех пулӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл ун тавра карта тытса ҫаврӑннӑ, пахчине чулсенчен тасатнӑ, унта чи парка хунавсем лартса тухнӑ, пахча варрине пашне туса лартнӑ, иҫӗм сӗткенӗ валли юхтаркӑч тунӑ, ӗнтӗ паха ҫупкӑмсем пиҫессе вӑл кӗтнӗ, анчах унта юрӑхсӑр ҫырла ҫеҫ ӳснӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе, ҫулпуҫӗсемпе сутлашать: эсир иҫӗм пахчине пушатса хӑвартӑр; сирӗн килӗрсенче — чухӑна ҫаратса пухнӑ тупра; 15. Манӑн халӑхӑма мӗн-ма хӗсӗрлетӗр эсир, чухӑнсене мӗн-ма пусмӑрлатӑр? тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Юханшывран алтса янӑ шыв ҫулӗ пек, эпӗ сат пахчине юхса кӗтӗм.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Килсем, савнӑ каччӑм, тухар уй-хире, кӗрер ялсене; 13. ир-ирех каяр иҫӗм пахчине, курар-ха: иҫӗм турачӗ папкаланнӑ-ши, чечеке ларнӑ-ши, нар улмийӗн йывӑҫӗ ҫеҫкеленнӗ-ши; унтах сана ҫупӑрлайӑп, ачашлӑп.
Юрӑ 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Айлӑм ешӗллӗхне курмашкӑн, иҫӗм аврисем папка ҫурман-ши, нар улми йывӑҫӗсем ҫеҫкене ларман-ши тесе мӑйӑр пахчине эпӗ антӑм.
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манӑн савнӑ каччӑм хӑй пахчине, чечек пахчине, тухса кайрӗ: вӑл унта кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет, лили чечекӗ пуҫтарать.2. Мой возлюбленный пошел в сад свой, в цветники ароматные, чтобы пасти в садах и собирать лилии.
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Савнӑ каччӑм-савнийӗм кӗтӗр хӑй пахчине, пылак ҫимӗҫ ҫисе рехетлентӗр.- Пусть придет возлюбленный мой в сад свой и вкушает сладкие плоды его.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мана хура тесе ан тиркӗр, ӳтӗме хӗвел хӗртсе хуратрӗ: аннемӗн ывӑлӗсем ҫилленчӗҫ те мана хӑйсен иҫӗм пахчине хураллама тӑратрӗҫ, ҫавӑнпа хамӑн пахчама сыхлаймарӑм.
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Кам суяна хӑнӑхать, ҫавӑ ҫил кӗтсе ҫӳрет, ҫавӑ вӗҫекен кайӑксем хыҫҫӑн хӑвалать: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн иҫӗм пахчине ҫӳрес ҫула пӑрахнӑ, хӑйӗн хирӗнчи сукмаксемпе аташса ҫӳрет; типӗ пушхир урлӑ, шывсӑр хӑрӑнма пӳрнӗ ҫӗр урлӑ иртет; аллипе ҫук ҫимӗҫе пуҫтарать.]
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫиллине шӑнараймасӑр, патша ӗҫсе-ҫисе ларнӑ ҫӗртен кермен ҫумӗнчи сат пахчине тухнӑ; Аман ӗнтӗ, хӑйне патшаран мӗнлерех шӑпа кӗтнине ӑнкарса, патша майрине Эсфире тархаслама юлнӑ, вӑл хӑйне чӗрӗ хӑварма йӑлӑннӑ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.