Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паталла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вӑл пирӗн паталла капан пек йӑванать.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Сасартӑк курах кайрӑм: икӗ ҫунатлӑ хӑйпашка арҫын ман паталла ҫывхарать.

Помоги переводом

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Нумай-и, сахал-и тик-так! тик-так! тиктаклатрӗ вӑхӑчӗ, сасартӑк шӑп та шай хирӗҫле хапха тӗлӗнче ҫын ҫӳллӗшне тӗксӗмрех сарӑ пӑнчӑ — футбол мечӗкӗ — валт! сирпӗнсе хӑпарчӗ те тӑп ман паталла ҫип ҫапнӑ пек тӳррӗн ҫул картрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ҫакна курса, атте васкамасӑр пирӗн паталла хускалчӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Ас ту, пирӗн паталла ан хыпалан, пире, «Нинуксене», тутӑ кӗмен-ха», — тенӗ пекех туйӑнчӗҫ мана вӗсем.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Куратӑп: чӑнах та, катаранах та мар, ҫирӗм-вӑтӑр утӑмран пирӗн паталла тротуарпа вӗшле йытӑ пек хыткан, йӑпӑш питлӗ тӑсланкӑ ҫывхарать.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анчӑк дебаркадер хӗрринчен ман паталла пӗтӗм кӗлеткипе талпӑнса вӗрет.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӑнланчӗ-ши вӑл ман сӑмахсене, ҫук-ши, пӗлместӗп, анчах халӗ мана самаях хӑй куҫӗсен ытамӗнче тытса тӑчӗ, унтан мӑтӑк хӳрипе ик-виҫӗ хут лӗп варкӑшпа палӑри-палӑрми хускалкалакан ӑвӑс ҫулҫи пек мӑран вылятса илчӗ, вара, хӑлхине вырттарса, хӑйне хӑй «ҫӗнкелесе», васкамасӑр ман паталла ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ак вӑл, швабра аврине малалла кӑнтарнӑ та, пирӗн паталла тулхӑрса талкӑшать:

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эсӗ ҫӗр ҫинче юлашки самантсем пурӑнатӑн (ав, вупкӑн хир кушакне сан паталла вӗскӗртсе те ячӗ!).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Часах Баймашкин хӑй те сиксе тухрӗ, шлемне хывса, хура кӑтра ҫӳҫне турарӗ, вара ҫара пуҫӑнах пирӗн паталла, мана хирӗҫ аякранах кулкаласа, васкаса утрӗ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Нумай та тӑмарӑм — вӑрмантан тухакан ҫулпа ман паталла тем пысӑкӑш ула йытӑ чупса килнине курах кайрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эп ӑна хам паталла туртса ыталаса илетӗп.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Тепрер вунӑ метртанах эп унӑн уринчен ярса тытатӑп, хам паталла туртатӑп.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Таҫта, шап-шурӑ шупӑрлӑ черешньӑсемпе чиесен садӗнчен хӑйӗн куҫӗ тӗслӗ вӗтӗ-вӗтӗ шурӑ ункӑллӑ платье тӑхӑннӑ Ганна ума тухса тӑчӗ, вӑл ерипен ман паталла ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Сакай хупкӑчине уҫрӗ те пирӗн паталла аллине тӑсрӗ.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кам пултӑр, пуп, — ҫерҫи сикнӗ пек утса, пирӗн паталла пырать.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр самантран Ҫтаппан пичче ман паталла ҫӑмӑллӑн чупса анчӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир пынине курсан, вӑл, тимӗр таканлӑ аттипе кӗптӗртеттерсе, пирӗн паталла виҫҫӗ-тӑваттӑ ярса пусрӗ.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла ятлаҫса атте мана ҫӳҫрен тытса лӑскасшӑн ман паталла туртӑнчӗ, мана ярса илесшӗн аллине кӑнтарчӗ, анчах ҫав самантрах манӑн пуҫ ҫинчи сурана асӑрхаса пулӗ, мана тивмерӗ, пуҫа тытса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней