Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пассажир сăмах пирĕн базăра пур.
пассажир (тĕпĕ: пассажир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти пассажир хушшинче ҫак карап ҫинче Грант генерал, унпа пӗрле хӗрӗ, ҫав тери чаплӑ чиперкке, ишнӗ, ӑна Фрези тесе чӗннӗ.

Среди других пассажиров был на этом корабле генерал Грант, и с ним ехала его дочь, замечательная красавица, которую звали Фрези.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ҫапах та пирӗн пассажир маттур!

— Однако наш пассажир молодец!

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унччен ҫав машинӑри пассажир ларкӑчӗ ҫинче республикӑн культура министрне пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ-мӗн.

Раньше на пассажирском сиденье в этой машине не раз замечали министра культуры республики.

Правительство машини светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31916.html

Ӑна хирӗҫ сунарҫӑ тумӗллӗ кӗре пассажир ларать: ҫак ҫын сигарине туртса пӗтерчӗ, ҫӗкленчӗ те чӳречерен пӑхма пуҫларӗ.

Против него сидел смуглый пассажир в костюме охотника; человек этот, докурив сигару, встал и начал смотреть в окно.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑл ертсе пынипе виҫе теҫетке ҫул хушшинче ӗҫлекеннисене юсанисӗр пуҫне ҫӗнӗ йышши пассажир тата тиев турттаракан автопредприятисем йӗркеленнӗ.

За три десятилетия под его руководством наряду с реконструкцией действующих были созданы новые пассажирские и грузовые автопредприятия с современной производственно-технической базой.

Яков Липкина асӑнса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31719.html

Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗ республикӑн кулленхи пурнӑҫне тивӗҫтерекен тытӑмра пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Автомобильный и городской пассажирский транспорт играет важную роль в системе жизнеобеспечения республики.

Михаил Игнатьев Автомобиль тата хулари пассажир транспорт ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/29/news-3695061

Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Уважаемые работники и ветераны автомобильного и городского пассажирского транспорта!

Михаил Игнатьев Автомобиль тата хулари пассажир транспорт ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/29/news-3695061

Эсир — пирӗн ахаль пассажир кӑна.

Вы просто наш пассажир.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ытларах чухне пассажир вакунӗллӗ пуйӑс каҫ еннелле ҫула тухать, ҫитмелли вырӑна вара ир тӗлнелле килет.

Обычно состав с пассажирским вагоном выезжает к вечеру, всю ночь находится в пути, добираясь до пункта назначения утром.

Сахара пушхирте чукун ҫул пур: мӗнле пуйӑссем унта ҫӳреҫҫӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5983.html

Самолет моделӗ — чи пысӑк пассажир авиалайнерӗ.

Данная модель самолета — это крупнейший пассажирский авиалайнер.

Airbus биотопливӑпа вӗҫекен самолета тӗрӗсленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31487.html

Вӑраннӑ пассажир ӑнӗ ӗҫленӗ вунӑ минут хушшинче хӑйӗн тулли ирӗкӗпе усӑ курса хӑйне ҫут тӗнчен кирек хӑш пайне лекнӗн туйма пултарать — хулара, ялта, пуш хирте, юхан шыв е тинӗс хӗрринче, е утрав ҫинче, е вӑрманта, мӗншӗн тесен фирма пӗр тӗслӗлӗхпе аппаланса намӑсне ямасть.

За десять минут полной работы сознания очнувшийся пассажир, с законным на то правом, мог представлять себя находящимся в любой части света — в городе, деревне, пустыне, на берегу реки или моря, на острове или в лесу, потому что фирма не страдала однообразием.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Ӑна Гертона ыран парӑслӑ карап тухса каяссине пӗлтерчӗҫ; Мард хуҫа патне кӗчӗ, ӑна ӳкӗте кӗртрӗ те пысӑках мар тӳлевпе пассажир пулса тӑчӗ.

Ему сообщили, что на другой день отплывает в Гертон парусное судно; Мард пошел к хозяину, уговорился с ним и за небольшую плату стал пассажиром.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Анчах Данион Шамполиона тытса тӑра-кан пиҫиххи тӑхи авӑнать те аялалла шуса анать, ҫапла пассажир икӗ ҫыннӑн пӗр виҫелӗхне пӑсать.

Пряжка ремней, державших Шамполиона, погнулась, скользнув вниз, и пассажир нарушил общее равновесие.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Пассажир? — Мард хунар патнелле туртӑнчӗ те — Аллигу усаллӑн хӑпартланнӑ пит-куҫа курчӗ.

— С пассажиром? — Мард подвинулся к фонарю, и Аллигу увидел злорадно торжествующее лицо.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Апла тӑк сире пассажир тупӑннӑ ятпа саламлама ирӗк парсамӑр.

— Тогда позвольте поздравить вас с пассажиром.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Тӑшман флочӗ пулӑҫсемпе суту-илӗвӗн ҫӗр сакӑр вунӑ карапне путарсан, ҫакӑн ҫумне пассажир турттаракан вун тӑватӑ пӑрахут хушӑнсан, — вӗсем ҫинче ишнӗ мӗн пур ҫынпа, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе тата ачасемпе; унтан йывӑр залпсен чарӑнми ӗҫӗпе тинӗс хӗрринчи темиҫе хулана аркатсан — чечекленекен тинӗс хӗрри пурнӑҫсӑрланчӗ; вӑл сывлама чарӑнчӗ, малтан пурнӑҫӑн тӑнӑҫ-тӳлек сехечӗ ҫирӗппӗн шакканӑ вырӑнта тӗтӗмпе тусанӑн шуранка мӗлкисем явӑнма пуҫларӗҫ.

Когда неприятельский флот потопил сто восемьдесят парусных судов мирного назначения, присоединив к этому четырнадцать пассажирских пароходов, со всеми плывшими на них, не исключая женщин, стариков и детей; затем, после того как он разрушил несколько приморских городов безостановочным трудом тяжких залпов — часть цветущего побережья стала безжизненной; ее пульс замер, и дым и пыль бледными призраками возникли там, где ранее стойко отстукивали мирные часы жизни.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Юнашар хӗрарӑм пурри темех мар, Нока кунта вӑл хӑй тӗп вырӑн йышӑнни ҫырлахтарать, хӗр пассажир унӑн ирӗкӗнчен тухасси пирки уйланмасть те; чӑн та, Нок киревсӗр мӗнле те пулин ӗҫ тумашкӑн хӑйӗн вӑйӗпе усӑ курасса яхӑнне те ямасть, ҫапах хутшӑнусене хӑйӗн, пӗччен, йӗркелесе тӑма май килни ӑна самаях рехетлентерет.

С присутствием женщины Нока примиряло его господствующее положение; пассажирка была в полной его власти, и хотя власть эту он и не помышлял употребить на что-нибудь скверное, все-таки видеть возможность единоличного распоряжения отношениями было приятно.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Унтан ҫыран хӗррине анчӗ, вӑрманта уткаласа ҫӳрекен пассажир ушкӑнӗсенчен аяккарах пӑрӑнса палӑри-палӑрми сукмакпа юхӑма май утрӗ.

Затем он прошел на берег, где, держась в стороне от групп расхаживающих по лесу пассажиров, направился глухой тропинкой вниз по течению.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Е, тӗслӗхрен, пассажир, — вӑл хӑйӗн тӗллевӗ патнелле ӑнтӑлать, сире вара тӗкӗнмест.

Или, например, пассажир, — он стремится к своей цели и вас не трогает.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Эсир автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ветеранӗсен мухтавлӑ йӑли-йӗркине малалла та типтерлӗн упраса тата пуянлатса пырасса шанса тӑратӑп.

Уверен, что вы и впредь будете беречь и приумножать славные традиции ветеранов автомобильного и городского пассажирского транспорта.

Михаил Игнатьев Автомобиль тата хулари пассажир транспорт ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/27/news-3964279

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней