Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пасара (тĕпĕ: пасар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Канмалли кун уншӑн заводра ӗҫленӗ кунсенчен те кансӗртерех: ирех тӑрса пӳлӗмсене тирпейлемелле, урай шӑлмалла, апат пӗҫермелле, кӗпе-йӗм ҫумалла, якатмалла, пасара кайса килмелле, ачасене шыва кӗртмелле — сахал-им хӗрарӑм ӗҫӗ!..

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сад ҫултан ҫул вӑйлансах пычӗ, Лавр кашни улмуҫҫирен вун пиллӗкшер пӑт е ытларах та улма иле пуҫларӗ, ҫур еннелле пасара ещӗкӗ-ещӗкӗпе улма кӑларма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Поля ӑна театра е кинона ҫеҫ мар, библиотекӑна та, пасара та пӗччен ямарӗ, кирек ӑҫта та, мӗлке пек, ун ҫумӗнчен хӑпма пӗлмерӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Виҫҫӗмӗш кунне Поля ӑна хӑйпе пӗрле пасара илсе кайрӗ, ҫул ҫинче хултан ҫакӑнса пычӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кун таврӑнса хӗвел ҫур еннелле сулӑнсан, Лавр Кузьмич пасара ҫур кило таякан шултӑра, тутлӑ, кӗрпеклӗ улма ещӗкӗ-ещӗкӗпе кӑларать.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Акӑ Акчуровсен помидорӗ тытӑннӑ тӗле эпир пасара ҫӗнӗ помидор сутма кӑларатпӑр, — терӗ хӗр, татӑлнӑ сӑмаха каллех сыпса.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӑна кӳршӗ карчӑкӗ тирпейлесе тӑрать, вӑлах апат-ҫимӗҫ туянма магазинсене, пасара ҫӳрет.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сайра-хутра Тимафи кайкаласа килнӗ хулана, пасара.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Татах калаҫса кайрӑмӑр, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пасара аса илтӗмӗр.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

— Асатте тӑвать, эп пасара тухса сутатӑп.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Эпир, ҫӑпата сутма тухнӑ ял ачисем, Вихтӑр мучи кӑшкӑрашнине ҫӑвара карсах итлеттӗмӗр, хамӑр пасара мӗншӗн тухнине те манса каяттӑмӑр.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Михха урхамахӗпе пасара ҫӗмӗрсе ҫитсен, Касмухха тӑрантас ҫинчен сиксе анчӗ те тӳрех хупах патнелле уттарчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ халех пасара вӗҫтер!

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ, Петӗр пичче, халех пасара кай та унта хамӑр общинӑн уполномоченнӑйӗсене тӗл пулса кала: вӗсем хӑвӑртрах каялла таврӑнччӑр та хӑйсен ялӗсене утраври йӑмрапа хӑвана касма хӑваласа яччӑр.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗнчери мӗнпур ӳсентӑран, чӗрчунтан кӗвенте авса пасара тухса сутӗччӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хулари шульӑксем пирӗн йышшисене чавса таран лартни ҫинчен водолив малтанах каласа кӑтартнӑччӗ пире, «Кирлӗ мар мана, ав, пасара кӗрсе сут», — тесе хӑвартӑм та пӑрӑнса кайрӑм.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пасара тухсан е чиркӗве кайсан, Элекҫей яланах Анук ҫывӑхӗнче явкаланнине кам курман?

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пасара Хура кӗпер патӗнчен кайман, ҫынна мар, хам ӗмӗрте кушака та вӗлерсе курман.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пасара Хура кӗпер патӗнчен кайман, ҫынна вӗлермен тесе тупа туса сӑхсӑх!

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпир пасара кайни ҫинчен тӗпчет, — терӗ вӑл.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней