Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

панулми сăмах пирĕн базăра пур.
панулми (тĕпĕ: панулми) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял ҫине ят ямасӑр Полина юратӑвне тивӗҫлӗ пулас тесе килте те, шкулта та кӳнтем пулчӗ, ҫын ҫинче те, хӑйне хӑй тӑптӑм, серӗплӗ, виҫеллӗн тытса, сӑпай картинчен кӑлармарӗ, хӑтсӑр пуҫтахсенчен, усал шухӑш-ӗмӗтлӗ, каҫсерен ют пахчасенче панулми ҫаратакан, ватка е мулкач пӑхне авраса каппайлӑн пирус мӑкӑрлантарса ҫӳрекен, эрех черкки тӑррине те татса пама ӗлкӗрнӗ ачасен ушкӑнӗсенчен пӑрӑнса ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кунта панулми сутаҫҫӗ иккен.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Акӑ, ме-ха, панулми ҫи, питӗ тутлӑ, шӑпах сана валли шӑл ҫемми, ҫемҫе.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл хыпаланса килнӗ пулас, ҫап-ҫаврака пичӗ кӗрхи панулми пек хӗрелсе кайнӑ, хӑй йывӑррӑн сывлать.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ваҫли Петровчӑ ӗнер машинпа кайса фабрикӑран чӑх какайӗ туянса килчӗ, килне пӗр ещӗк панулми антарса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Акӑ, курӑк пайти садсенче ҫу каҫиччен 10-12 ӑру парса мӗн чухлӗ панулми йывӑҫҫине тертлентерет.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Эй, Катя, эпир хӑнана панулми ҫитерме маннӑ, сик-ха нӳхрепе…

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Кил хуҫи панулми илсе кӗчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Йӳҫӗтнӗ панулми тутине аса илтерет вӑл.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Акӑ, ашпа тунӑ хуплу, панулми кукӑлӗ, шӑрттан, сӳтӗн, сушка, клентӗр, премӗк пырса хучӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Лукарьен чӗрине каччӑн капӑр тумӗ мар, унӑн яштака пӗвӗ, панулми пек ҫаврака та илемлӗ сӑн-сӑпачӗ, ӑш кӑмӑллӑ та ҫивӗч куҫӗсем тыткӑна илчӗҫ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мана вӑл садра панулми ҫитеретчӗ.

Помоги переводом

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Пирӗн, Атӑлкассинче, пурте лайӑх: йӑмрасем ҫинче панулми ӳсет, тырӑ кӗлетсене вырнаҫмасть, ҫыннисен пурин те пӗр пичӗ хӗвел, тепӗр пичӗ уйӑх, теҫҫӗ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне, вӗсен кӑмӑлне ытараймасӑр, купӑста кукли те, ҫӗрулми кукли те, упӑшки юратарах паракан панулми кукли те пӗҫерсе тултарчӗ.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пахча ҫумӗнчи кушак чӑкӑчӗ ӗнтӗ пӗчӗк ачасене выляма хӑйӗн шап-шур ҫимӗҫӗсене ӳстерме ӗлкӗрнӗ, вӑрманта хурӑн ҫырли курӑк айӗнчен хӗп-хӗрлӗн курӑнать, садсенче панулми мӑйӑр пысӑкӑш чӑмӑртаннӑ.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юнашар утар пултӑр, кун каҫиччен хурт сӗрлетӗр, утар йӗри-тавра панулми йывӑҫҫисем ларччӑр, улми ташлатӑр, ҫулҫи алӑ ҫуптӑр.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫал та, хам шутланӑ тӑрӑх, панулми начар пулмалла мар пек, — ӗҫлени харама каяс ҫук.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Панулми пулнӑ ҫул унӑн уссине сахал мар курнӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чипер виҫсе пӑхсан, паян ман вӑрлӑх турттарма тухмалла марччӗ, панулми йывӑҫҫисене шуратса хӑвармаллаччӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл пулатех, унсӑр мӗнле вара? — терӗ Сехре Иванӗ, пӗр ват ҫынни панулми пирки астутарсан.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней