Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паманни (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карчӑк Алексей хыҫҫӑнах утса ҫӳресе, пӗрмай, чарӑнма пӗлмесӗр калаҫрӗ, вӑл ӑна темле булочнӑй патӗнчи черет ҫинчен, ӗҫ ӑнсан, унта карточкӑсем тӑрӑх хура ҫӑкӑр вырӑнне шурӑ плюшкӑсем илме май пулни ҫинчен, ҫак кунсенче вӑл трамвайра пӗр кӗрнеклӗ ҫар ҫыннинчен Сталинград патӗнче нимӗҫсене питӗ хытӑ лекни, Гитлер тарӑхнипе ухмаха ерсе кайни, ӑна сарӑ ҫурта хупса лартни, Германире халь унӑн йӗкӗрешӗ ӗҫлени ҫинчен илтнине каласа пачӗ, унӑн кӳрши Алевтина Аркадьевна, ӗҫлекенсене паракан карточкӑна тивӗҫсӗрех илнӗскер, унӑнне сӗт тыткаламалли питӗ лайӑх эмалированнӑй бидонне илсе халӗ ӑна каялла паманни ҫинчен те, Анна Даниловна питӗ ырӑ ҫынсен хӗрӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ халь эвакуацире пулни ҫинчен те, вӑл ҫав тери лайӑх, пур енчен те йӗркеллӗ, хӑйне хӑй ҫирӗп тыткалакан хӗр пулни ҫинчен те, вӑл госпитальте ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлени тата ун патӗнче хӑнара пули-пулми ҫынсем, кавалерсем никам та пулманни ҫинчен те пӗлтерчӗ.

Старушка шла за ним по пятам и все говорила, говорила про очереди у какой-то булочной, где, если повезет, по карточкам можно было получить вместо черного хлеба сдобные плюшки, про то, что намедни в трамвае она слышала от очень солидного военного, что немцам сильно досталось у Сталинграда, что Гитлер будто даже от досады спятил с ума, посажен в желтый дом, а в Германии действует его двойник, что соседка ее, Алевтина Аркадьевна, совершенно напрасно получающая рабочую карточку, взяла у нее и не отдает великолепный эмалированный бидон для молока, что Анна Даниловна дочь очень достойных людей, находящихся сейчас в эвакуации, — отличная девушка, смирная и строгая, что, не в пример некоторым, она не шляется бог знает с кем и кавалеров к себе не водит.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Олимпиадӑна хутшӑнма ирӗк паманни манӑн пӗтӗм шухӑш-тӗллеве тӗп тӑвать.

Запрет на участие в олимпиаде рушит все мои планы-цели.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

38. Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӗрне качча паракан лайӑх тӑвать, качча паманни тата лайӑхрах тӑвать.

38. Посему выдающий замуж свою девицу поступает хорошо; а не выдающий поступает лучше.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Сӑмах парса ӑна пурӑнӑҫламаннинчен — сӑмах паманни лайӑхрах.

4. Лучше тебе не обещать, нежели обещать и не исполнить.

Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.

И пришла к Соломону и беседовала с ним обо всем, что было на сердце у нее.

2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл. 9. Ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, — Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.

8. Но Господь сказал Давиду, отцу моему: «у тебя есть на сердце построить храм имени Моему; хорошо, что это на сердце у тебя. 9. Однако не ты построишь храм, а сын твой, который произойдет из чресл твоих, - он построит храм имени Моему».

2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иерусалим хулине вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ; ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.

2. И пришла она в Иерусалим с весьма большим богатством: верблюды навьючены были благовониями и великим множеством золота и драгоценными камнями; и пришла к Соломону и беседовала с ним обо всем, что было у нее на сердце.

3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ; 18. анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл; 19. ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.

17. У Давида, отца моего, было на сердце построить храм имени Господа Бога Израилева; 18. но Господь сказал Давиду, отцу моему: «у тебя есть на сердце построить храм имени Моему; хорошо, что это у тебя лежит на сердце; 19. однако не ты построишь храм, а сын твой, исшедший из чресл твоих, он построит храм имени Моему».

3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Халӑх хушшине пуҫлӑха лартнӑ леш вуникӗ пуҫлӑх Соломона патша сӗтелӗ валли мӗн кирлине пурне те кашнийӗ хӑйӗн уйӑхӗнче кӳрсе тӑнӑ, вӗсем нимӗн тӗлӗшӗнчен те ҫителӗксӗр паманни пулман.

27. И те приставники доставляли царю Соломону все принадлежащее к столу царя, каждый в свой месяц, и не допускали недостатка ни в чем.

3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Анчах Давид Авессана каланӑ: ан вӗлер ӑна: Турӑ ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине алӑ ҫӗклекене хӑҫан хаса паманни пур? тенӗ.

9. Но Давид сказал Авессе: не убивай его; ибо кто, подняв руку на помазанника Господня, останется ненаказанным?

1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней