Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паман (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулин те Элькано карап ҫинче дисциплинӑна ҫирӗп тытма май ҫитернӗ, командӑна пӑлхав ҫӗклеме паман.

Тем не менее Элькано удалось сохранить дисциплину на корабле и предотвратить бунт команды.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Тадзири хӑй ҫакна ҫирӗплетнӗ, анчах ку тӗлӗшпе комментари паман.

Сам Тадзири это подтвердил, но комментировать не стал.

Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Специалистсем шутланӑ тӑрӑх, федераци центрӗ пулӑшу паман пулсан, вырӑнти бюджет укҫи-тенки шучӗпе кӑна ҫакӑн пек пысӑк территорире кӗске вӑхӑтра ҫакӑн пек анлӑ инфратытӑм проектне пурнӑҫлама май пулман пулӗччӗ.

По мнению специалистов, лишь за счёт средств местного бюджета без поддержки федерального центра невозможно было бы реализовать такой масштабный инфраструктурный проект в столь короткие для такой огромной территории сроки.

Уфа районӗн Затонӗнче нацпроекта пула "Волна" ҫемье канӑвӗн хӑтлӑ паркӗ йӗркеленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3660366

Юлташӑм чарӑнса тӑнӑ, анчах урӑх никам та сасӑ паман, ҫапах та инҫех те мар такам тапӑртатнӑ пек, йывӑррӑн сывланӑ пек туйӑннӑ ӑна.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Юратуран кулма та, уншӑн комсомолран кӑларма та никама та ирӗк паман.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хам пулсан — палламан ҫынна нимӗнле сӑнӳкерчӗк те паман пулӑттӑм…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫакӑн пек шухӑшсем канӑҫ паман Светланӑна.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Микола пӗлтӗрех вилнӗ, анчах полковник пире ун ҫинчен ку тӑранччен пӗрре те каласа паман.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ сана ку таранччен чуптума ирӗк паман вӗт…

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сестра Станислав сӑмахӗсене Шурӑна пӗтӗмпех каласа паман.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тепӗр оппонентсем статья пирки тата ҫивӗчрех каланӑ: «Вулакансемшӗн те, фактсене тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхма кӑмӑл тунӑ журналистсемшӗн те питӗ сахал май паракан тирпейсӗр омлет», «…нимӗнле майпа та тӗрӗслеме май паман япала, шел те, тӗпчев журналистикинче чапа тухнӑ тунӑ хыҫҫӑн ку хальхи вӑхӑтра Херш ҫирӗплетмен кавар теорисем енне илсе каякан ҫул ҫине пӑрӑннипе килӗшсе тӑрать».

Другие оппоненты высказывались по поводу статьи ещё более остро: «Неряшливый омлет, предоставляющий слишком мало и читателям, и журналистам, пожелавшим перепроверить его факты», «…не выдерживает проверки и, увы, соответствует недавнему повороту Херша от сделавшей его известным расследовательской журналистики к неподтвержденным теориям заговора».

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ҫак айӑпшӑн Оглторпа судланӑ; ҫапах та ӑна тӳрре кӑларнӑ, генерал ятне те панӑ, анчах урӑх нихҫан та ҫар ертсе пыма паман.

За этот поступок Оглторп был предан суду; в итоге его оправдали и даже присвоили звание генерала, но никогда более не давали командовать войсками.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Оринин ялӗнче радио кӗртнӗ вӑхӑтра вӗсен ӗҫне вырӑнти пуппа чиркӳ старости хирӗҫлеме пӑхнӑ, аҫа ҫапать тесе антеннӑн хӑрах вӗҫне чиркӳ тӑррине ҫакма ирӗк паман.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Норвегипе танлаштарсан, Исланди МКК мораторине хирӗҫ протест паман.

В отличие от Норвегии, Исландия не подавала протест против моратория МКК.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ял ҫыннисене канӑҫ паман ыйтӑва чиперех татса пама май килнӗ.

Помоги переводом

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Тинех ҫынсене уйрӑмах ҫу кунӗсенче канӑҫ паман пӗлтерӗшлӗ ыйту ерипен татӑлса пырать.

Помоги переводом

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫынсене канӑҫ паман ытларах ыйтӑва татса парассипе хальхи вӑхӑтра наци проекчӗсем, вӗсен шайӗнче туса хатӗрленӗ федераци тата регион проекчӗсемпе программисем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Пӗр округра пурӑнатпӑр, вырӑнсенчи лару-тӑру, ҫынсене канӑҫ паман ыйтӑвӗсем те ытларах пур ҫӗрте те пӗр пекрех.

Помоги переводом

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн ертӳҫин лавне кӳлӗниччен тӑван хуҫалӑхра яваплӑ вырӑнсенче тӑрӑшнӑ, кунтах ҫуралнӑ, кунтах пурӑнать, ял ҫыннисене хумхантаракан, канӑҫ паман ыйтусене те лайӑх пӗлет.

Помоги переводом

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Рыккакасси ялӗнче пурӑнакансене вара вырӑнти культура вучахӗн ыйтӑвӗ ытларах канӑҫ паман.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней