Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

палӑртмалла (тĕпĕ: палӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян ытларах наркотик ҫинче ларакан ҫынсене тупса палӑртмалла, вӗсене сиплесси ҫине тимлӗх уйӑрмалла.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Санаторипе курорт сиплевӗн путевкине тивӗҫмешкӗн кансӗррине палӑртмалла.

Помоги переводом

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

- 2015 ҫула илес пулсан, суту-илӳ, общество апатланӑвӗн, производство, хатӗрлев, пулӑшу ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас, инноваци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртсе тухӑҫлӑха ӳстерес ыйтусемпе уйрӑмах тимлӗ ӗҫленине палӑртмалла, - терӗ Валерий Михайлович. - Организацисемпе предприятисен ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 11 миллиард тенкӗпе танлашрӗ.

Помоги переводом

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗсем илӗртӳллӗ пулмалла тата ҫав вӑхӑтрах пирӗн патра пурӑнакан халӑхсен этнографи тӗлӗшӗнчи культурӑн хӑйне евӗрлӗхне палӑртмалла.

Они должны быть зрелищными и одновременно подчеркивать культурную самобытность народов, проживающих в нашей республике.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫав вӑхӑтрах ҫакна палӑртмалла: патшалӑх тата муниципалитет заказчикӗсем подрядчиксем контракт условийӗсене кирлӗ пек пурнӑҫланине пур чухне те ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмаҫҫӗ, унпа ҫыхӑннӑ тӗслӗхсем вара республикӑри халӑх пурнӑҫӗ ҫине япӑх витӗм кӳреҫҫӗ.

В то же время следует отметить, что далеко не всегда государственные и муниципальные заказчики жестко контролируют выполнение подрядчиками условий контрактов, и эти случаи негативно отражаются на жителях республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫапла шутлатӑп: ку ыйтура тӗрӗслӗхе уҫҫӑн палӑртмалла тата тӗрлӗ формӑллӑ хуҫалӑхсене тытса пыма пӗр пек лайӑх майсем туса памалла.

Считаю, что справедливость в этом вопросе должна быть восстановлена и для разных форм хозяйствования должны быть созданы одинаково благоприятные условия.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней