Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ялхуҫалӑх пайӗн начальникӗ Петр Тремасов районти ялхуҫалӑх предприятийӗсем, хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗсем ҫуракине мӗнле хатӗрленнипе паллаштарчӗ.
Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Кун пирки район администрацийӗн ялхуҫалӑх пайӗн ертсе пыракан эксперт специалисчӗ А.Борисов чарӑнса тӑчӗ.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ӑна комиссисен председателӗ - район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ - вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.Левый ертсе пычӗ.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Парӑмҫӑсем пирки Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн Шупашкарти алимент тӳлевӗсене шыраса илекен пайӗн пуҫлӑхӗпе Мария Кудряшовӑпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Акци вӑхӑтӗнче шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ Рева Жукова, Николай Медведев, Александр Владимиров участковӑйсем, тӗп больницӑн врач наркологӗ Людмила Ярышева, район администрацийӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксен прависене хӳтӗлекен сектор заведующийӗ Любовь Пушкина Александровка, Чӗчкен тӗп, Хирти Мӑнтӑр, Урмаел, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.
Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Хуҫалӑха ертсе пыракансене, кунта ӗҫлекенсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Боредский (Пинер округӗ), Пинер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Шуйский, райадминистрацин ялхуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Н.Николаев, районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн директорӗ В.Нестеров, чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши, историк-таврапӗлӳҫӗ, «Деревни на Анише» кӗнеке тата ытти нумай кӗнекесен авторӗ А.Святсков килсе ҫитнӗ.
Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15
Вӑл районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче парти пайӗн литература сотрудникӗнче ӗҫлеме пуҫларӗ.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12
Республикӑн Аслӑ сучӗ Шупашкарти «Алза» ООО директорӗ С.Лаврентьев, тӗп бухгалтерӗ Е.Алексеева тата кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ А.Скворцова тӗлӗшпе судӑн пӗрремӗш инстанцийӗ палӑртнӑ приговора улӑштарнӑ.
«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
— Ҫав тери культурӑллӑ, ӑслӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ фронтовик ӗҫтеш чылайччӗ: яваплӑ секретарь Владимир Петров, культура пайӗн пуҫлӑхӗ /маларах редактор та пулнӑ/ Михаил Якимов...
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 60 №; 2005, 63, 64 №-сем; 2006, 66, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76, 77 №-сем; 2009, 80, 81 №-сем; 2010, 84, 86, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №;2014, 3, 9, 12 №-сем; 2015, 5, 10 №-сем; «Республика» хаҫат, 2015, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 35 статьяра: а) ҫакӑн пек ҫырса 5.2-мӗш пай хушса хурас: «5.2. Депутатӑн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫыннин, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫыннӑн Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе тата федерацин ытти саккунӗсемпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмалла тата тивӗҫсене пурнӑҫламалла. Депутат, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫынни, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫын Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Патшалӑх должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсен тата ытти ҫынсен тӑкакӗсем тупӑшсемпе тӳр килнине тӗрӗслесси ҫинчен« 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 230-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Уйрӑм категорири ҫынсене Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗн тулашӗнче вырнаҫнӑ ют ҫӗршывсен банкӗсенче счетсем (вкладсем) уҫма е тытса тӑма, алӑри укҫа-тенкӗне тата хаклӑ япаласене упрама, ют ҫӗршывсен финанс инструменчӗсемпе хуҫа пулма тата (е) вӗсемпе усӑ курма чарасси ҫинчен« 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 79 ФЗ №-лӗ саккунӗпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмасан тата тивӗҫсене пурнӑҫламасан, вӗсен полномочийӗсем срокчен вӗҫленеҫҫӗ.»; ӑ) 6.1-мӗш пайра «хӑйсен полномочийӗсене яланхи никӗс ҫинче пурнӑҫлакан» сӑмахсене «муниципалитет должноҫне йышӑнакан ҫынна» сӑмахсемпе улӑштарас; 2) 62 статьян 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пунктӗнче« федераци бюджетӗнчен е Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑракан субвенцисемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан» сӑмахсене «тӗллевлӗн уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи трансфертсемпе, бюджет кредичӗсемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан, Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмӗн ытти бюджечӗсенчен илекен бюджетсем хушшинчи трансфертсене, бюджет кредичӗсене паракан условисене пӑссан» сӑмахсемпе улӑштарас.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ҫак вӑхӑтра РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн полицин Елчӗк районӗнчи пайӗн ӗҫченӗсем чылай шкула ҫитме ӗлкӗрӗҫ.
Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Спортпа туслисене, йӗлтӗрпе чупма кӑмӑллакансене район администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин саламларӗ, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ.
Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Вӗренӳ пайӗн пӗр автомашина кӑна та, вӑл пушӑ мар чухне хӑйӗн транспорчӗпе ҫула тухать.У отдела образования только одна машина, поэтому иногда в дорогу выходит на своем транспорте.
“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Халӗ Т.Андреева район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче вӑй хурать.Сейчас Т.Андреева трудится в районной администрации заместителем начальника отдела образования.
“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Асӑннӑ конкурса районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн ялхуҫалӑх, промышленность тата строительство пайӗн редакторӗ В. М. Данилов хальхипе виҫҫӗмӗш хут хутшӑннӑ.
Малти вырӑна йышӑннӑ // Хаҫат редакцийӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.