Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

нихӑшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те арҫын, те хӗрарӑм валли ҫӗленӗ йӗме вара Дарья ҫав кунах, ассӑн сывласа, арчана пуҫтарса хучӗ (унта хӗрарӑмсем нихӑшӗ те усӑ курма пӗлмен япаласем татах сахал мар выртрӗҫ).

А панталоны, которые неизвестно на какой пол шились, Дарья в тот же день, вздыхая, сложила в сундук (там лежало еще немало вещей, которым никто из баб не мог найти применения).

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аслӑк айӗнче чӗлӗм туртрӗҫ; анкартинче, капанри утта ҫӑлнӑ май, вут чӗртрӗҫ, анчах кил хуҫисем нихӑшӗ те тухмарӗҫ.

Под навесом сарая курили, на гумне, дергая сено, зажигали огонь, но никто из хозяев не вышел.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта та кунта чикаркка хӗмӗсем ҫуталса илеҫҫӗ, анчах ҫынсем нихӑшӗ те чӗнмеҫҫӗ.

В разных углах светлели цыгарки, но люди молчали.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна хирӗҫ нихӑшӗ те чӗнмерӗҫ.

Ему никто не ответил.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав йытта вӑхӑтра леш тӗнчене ӑсатма нихӑшӗ те ӑс ҫитереймерӗмӗр!

Никто не сообразил во-время шлепнуть этого подлеца!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапла вара, эпӗ, верховнӑй главнокомандующи, правительствӑра отчет тунӑ чухне те хамӑрӑн оперативлӑ плансем ҫинчен калама пултараймастӑп-мӗн, мӗншӗн тесен ҫав плансем тепӗр темиҫе кунтан Германи командованийӗшӗн паллӑ пулмӗҫ тесе нихӑшӗ те шантарма пултараймасть!

Я, верховный главнокомандующий, отчитываясь перед правительством, не могу говорить об оперативных планах, ибо нет гарантий, что сказанное не будет через несколько дней известно германскому командованию!

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗре вӑт нихӑшӗ те темшӗн касса парасшӑнах мар…

А вот землицей что-то никто не прошибется…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах нихӑшӗ те, паллах, улпут патне кайман.

Только никто, конечно, к барину не пошел.

Пыллӑ пӗремӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӗсем сӗтел хушшине кӗрсе ларсан, Тарас, Митька ҫине куҫ хӗррипе усаллӑн пӑхса илсе: «Вирцевсен комбайнӗ каллех манра пулсан, эпӗ пӗр простой та тумастӑп тесе сӑмах панӑ пулӑттӑм, иккӗмӗшӗнчен…» — тесе чи малтан калаҫма пуҫланӑччӗ кӑна, ҫав самантра вӗсенчен нихӑшӗ те кӗтменни пулса иртрӗ.

И только было они уселись за стол и Тарас, зло покосившись на Митьку, первым начал говорить о том, что «если у меня снова будут комбайны Вирцевых, то я обязуюсь, во-первых, не иметь ни одного простоя, а во-вторых…», как случилось то, чего никто из них никак не ожидал.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӗрарӑмсем, кӗреҫисем ҫине тӗрӗнсе, стройри салтаксем пекех тӑраҫҫӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те хускалса илесшӗн е сӑмах чӗнесшӗн пулнине палӑртмасть.

Опираясь на лопаты, женщины стояли, как солдаты в строю, и никто из них не выказывал даже малейшего желания сделать какое-либо движение или промолвить слово.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мухтаҫҫӗ, ырлаҫҫӗ, анчах — ӗҫлеме тытӑн, тесе калама нихӑшӗ те хӑяймасть.

Хвалят, одобряют, но никто не наберется смелости…

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ун сассине илтсен нумайӑшӗ тӗлӗнсе кайрӗҫ, анчах куна вӑл кӑшкӑрнине нихӑшӗ те ӑнланса илеймерӗ, пӗри те вырӑнтан хускалмарӗ.

Многие с удивлением услышали его голос, но никто не понял, что он кричит, и не тронулся с места.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Нимӗҫсем йышӑнса илнӗ пӳртсенче мӗн пулса иртнисене Ольховка ҫыннисенчен нихӑшӗ те пӗлмен.

Что делалось в домах, где поселились немцы, никто из ольховцев не знал.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Серьга Хахайпа Костьӑна нихӑшӗ те асӑрхамарӗ, пӗр сарлака питлӗ йӗкӗт кӑна, Хахая лайӑх паллаканскер пулас, ӑна алӑкран кӗнӗ-кӗменех хулпуҫҫийӗнчен ярса тытрӗ.

Никто не обратил внимания на Серьгу Хахая и Костю, только широколицый парень, видимо хорошо знавший Хахая, схватил его за плечи, не успел тот войти.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав вӑхӑт хушшинче государствӑлла событисем текен сахал мар пысӑк ӗҫсем пулса иртрӗҫ, вӗсене курма тӳр килчӗ те мана; анчах вӗсенчен нихӑшӗ те манӑн чӗрере йӗр хӑвармарӗҫ.

За это время на моих глазах произошло немало и так называемых великих событий государственного масштаба, но ни одно из них не оставило какого-либо следа в моем сердце.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Сирӗнтен нихӑшӗ те харпӑр хӑйшӗн кӑна тӑрӑшмасть, ку ҫӑмӑл ӗҫех мар…

В вас нет ни капли корысти, а это самое главное!..

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

«Эпӗ кунта куракан ҫынсем вара — ҫынсем те мар: вӗсенчен пӗри те мана пӗлмест тата нихӑшӗ те нихҫан та Мускавра, леш эпӗ пулнӑ обществӑра, пулма тата манӑн ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен пӗлме пултараймасть.

— А эти люди, которых я здесь вижу, — не люди , никто из них меня не знает и никто никогда не может быть в Москве в том обществе, где я был, и узнать о моем прошедшем.

III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫапах та пӗр шухӑш пуринчен те хӑрушӑрахчӗ: тӗссӗр, пӗрешкел пӑхӑнуллӑ та ӑссӑрланнӑ-тӑнсӑрланнӑ сӑн-питлӗ Хлебниковсем пач та рота, батальон, полк ятлӑ механикӑлла пайсем кӑна мар, вӗсем чӑн-чӑннипех те чӗрӗ ҫынсем иккенни пирки офицерсенчен нихӑшӗ те, — Ромашов хӑй те халиччен ҫаплаллах пулнӑ-ха, — нихӑҫан шутламан, ҫакӑ вӗсен пуҫне сӗмленчӗклӗхпе те пулин пырса кӗмен, ҫапӑнман…

И ужаснее всего была мысль, что ни один из офицеров, как до сих пор и сам Ромашов, даже и не подозревает, что серые Хлебниковы с их однообразно-покорными и обессмысленными лицами — на самом деле живые люди, а не механические величины, называемые ротой, батальоном, полком…

XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах нихӑшӗ те йӑшӑл тумарӗ.

Но никто не пошевелился.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Алли ун, хӑйне те сисӗнмесӗр пулнӑ евӗр, час та часах Шурочка аллине пыра-пыра сӗртӗнчӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те текех пӗр-пӗрин ҫине пӑхмарӗҫ.

Его рука часто, как будто неожиданно для него самого, касалась руки Шурочки, но ни он, ни она больше не глядели друг на друга.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней