Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мӑнтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
мӑнтӑр (тĕпĕ: мӑнтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ырлӑх пирӗн Кивӗ Мӑнтӑр ялне те ҫитесси пирки калаҫаҫҫӗ, ӗҫӗ вырӑнтан тапраннӑ.

Помоги переводом

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Кивӗ Мӑнтӑр ялӗнчи Ильинсен ҫемйин ӗҫ кун-ҫулӗ мӗн ҫамрӑкранах выльӑх-чӗрлӗхпе ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Пикпулат тарҫи мӑнтӑр Сарине саппун айне пытарса ир-ирех тем пысӑкӑш чӑкӑт илсе килчӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лекрӗн-и ман алла, ҫӗр ҫӑтманскер? — кӑшкӑрашрӗ хӗп-хӗрлӗ сӑнлӑ мӑнтӑр ҫынни.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Мӑнтӑр, Аслӑ Чак ялӗсен таврашӗнче окоп чавнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Часах мӑнтӑр эмирсемпе кӑрачисен ушкӑнӗнче ҫамрӑк ханӑн ҫинҫе кӗлетки курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асанӗ пысӑках мар, анчах мӑнтӑр.

Помоги переводом

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ку санӑн мӑнтӑр майру мар-и, Павлуш, — тӗртсе илчӗ Ундрицов.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеевпа Ундрицов дежурнӑйпа тавлашнӑ хушӑра мӑнтӑр хӗрарӑм сасартӑк савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӑнтӑр хӗрарӑм, йӑлтах йӗркерен тухса, тем тӗрлӗ киревсӗр сӑмахсемпе хурласа пӗтерчӗ ним айӑпсӑр «Тӑрнаккая».

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш, мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлес тесе, мӑнтӑр хӗрарӑм патне пычӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑҫта пушӑ вырӑн пур, ҫавӑнта вырнаҫӑр, — терӗ мӑнтӑр хӗрарӑм, миххине хӑйпе юнашартарах тӗртсе хурса.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хайхи вакунра пӗрле килнӗ мӑнтӑр хӗрарӑм, Эльгеева палласа илсе, аякранах хӑй патне чӗнчӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫапла-и-ха?.. — терӗ те хура ҫӳҫлӗ, мӑнтӑр ҫын — пукан ҫине вырнаҫрӗ, тутрипе хупланӑ сӑмси ҫийӗн пӳлӗмри ҫынсене пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Так, — сказал толстый, черноволосый человек, садясь и плавно осматривая присутствующих поверх скрывающего нос платка.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Пирӗн тӗлӗшпе лӑпкӑ пулӑр, — хушса хучӗ мӑнтӑр хӗрарӑм.

— Насчет нас можете быть спокойны, — подхватила толстая женщина.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хураллатӑр-и? — терӗ мӑнтӑр старик.

Караулите? — сказал толстый старик.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗтӗмпех йӗркеллӗ вӗҫленессе кӑштах та шанмастӑп, ҫавӑнпах чӗрӗ юлас тӗлӗшпе нимӗн теветкелленмесӗр вунӑ хут пеме пултарасси пирки тӗшмӗртрӗм те — пӑрӑнчӑк кӗтесӗнчен тин ҫеҫ упаленсе тухнӑ мӑнтӑр волонтера теҫеткерен пӗрремӗшӗпе пуҫӗнчен шаплаттартӑм.

Я мало надеялся на благополучный исход и, сообразив, что могу выстрелить, без риска остаться живым, еще десять раз, всадил первую из десяти в голову толстого волонтера, только что высунувшегося ползком из-за угла поворота.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

— Сумлӑн виҫсе хунӑ, — терӗ мӑнтӑр Бартон.

— Прилично взвешено, — сказал толстый Бартон.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Мӑнтӑр сарӑ кӳлепесем тачка-йывӑртан силленсе пур еннелле те кумаҫҫӗ.

Толстые, желтые туловища двигались во всех направлениях, трясясь от собственной тяжести.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Кур, музунгу, эсӗ те, мӑнтӑр музунгу (ҫапла чӗнеҫҫӗ негрсем Стэнлие), пӑхсамӑр!

— Смотри, музунгу, и ты, толстый музунгу (так называли негры Стэнли), смотрите!

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней