Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лӑплантарма (тĕпĕ: лӑплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑсене пӑхнисӗр, пӳлӗмсене тирпей-илем кӳнисӗр пуҫне кунта пурӑнакансен чунне мӗн ыраттарнине итлеме, лӑплантарма та хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Чунӗпе ҫемҫелнӗ арҫын ача хӗре нимӗнпе лӑплантарма, йӑпатма пӗлмесӗр тӑчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Павӑл, тен, Чӗкеҫе аса та илмест пуль, ӗҫре-мӗнре шухӑшламалли тупӑнмарӗ-ши ун? — хӑй пултарнӑ таран лӑплантарма тӑрӑшрӗ ӑна Праски инке.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫапла шухӑшларӑм та йытӑ ҫурине аса илнӗшӗн хама хам вӑрҫса илтӗм, Анатолий Семеновича лӑплантарма васкарӑм:

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Харпӑр хӑй ӗҫне тиркесе хаклама пӗлни аван-ха вӑл, — лӑплантарма тӑрӑшатӑп художника.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫаплах тупайманччӗ-ха вӑл ӑна лӑплантарма пултаракан сӑмах, кирлӗ сӑмах, вырӑнлӑ сӑмах.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тарӑхма-тӗлӗнме те, пӗр-пӗрне лӑплантарма та сӑмах тупайманнипе-ши, тен, кунта текех кирек мӗнле сӑмах та ытлашши иккенне ӑнланса, кӳршӗсем пӗр самант чӗнмесӗр ларчӗҫ те туха-туха кайрӗҫ.

Помоги переводом

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Таранов ӳсӗр ҫын сӑмахне питех хӑлхана чикмерӗ, ӑна лӑплантарма тимлерӗ, вырӑн ҫине хӑваларӗ:

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй ҫав териех ӗҫесшӗн пулнине кура эп ӑна ӗҫ хыҫҫӑн хӑналӑп сана тесе лӑплантарма тӑрӑшрӑм.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевич ӑна лӑплантарма, ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ:

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов пӑлханнипе тарласа кайнине кура Маринэ ахӑлтатса кулса ячӗ, ӑна лӑплантарма пикенчӗ:

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ этемлӗхӗн черчен ҫуррине лӑплантарма та, шанӑҫ парнелеме те пулӑшрӗ.

Помоги переводом

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

Эпӗ вӗсене лӑплантарма тӑрӑшрӑм, манӑн укҫа ҫук, эпӗ студент кӑна, хам та пысӑк йывӑрлӑхсемпе кӑна пурӑнатӑп, терӗм.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Манӑн ҫав кӗвӗсене хут ҫине ҫырса хурас килетчӗ, эпӗ вара институтра час-часах рояль умне ларса, хам пӗлекен пӗр кӗвве калаттӑм — «Пӗчӗк акӑшсен ташши», ун урлӑ чӗрере тӑвӑл пек ҫӗкленсе тухакан кӑмӑл-туйӑма лӑплантарма тӑрӑшаттӑм…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ӑш-чикӗм кутӑн-пуҫӑнах пӑтранчӗ ӗнтӗ, анчах хама хам пулни-иртни ҫинчен шӳтлӗнрех шухӑшласа лӑплантарма тӑрӑшрӑм: театр тесе мӗншӗн Шупашкара кайсах укҫатенкӗ тӑккаламалла-ха — спектакль тенине хӑш чух кунтах, ялтах курма пулать-иҫ…

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ун пекех ан хыпӑн-ха, — Илюша лӑплантарма пикенчӗ Альбина.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Йӗтем ҫинче Верӑпа Ҫемене тӗл пулӑн — вӗсене мӗнле те пулин лӑплантарма тӑрӑш.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пӗрле чей ӗҫсе лару-тӑрӑва лӑплантарма пултаратӑр, анчах пӗр-пӗрне илтме пӗлетӗр пулсан.

Поможет беседа за чашкой чая, так вы сможете уладить конфликты, если прислушаетесь друг к другу.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑна лӑплантарма, мӗн пулса иртнине ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ку тӗрӗс мар шухӑш иккенне вӑл хӑех ӑнланчӗ, хӑйне хӑй часрах лӑплантарма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней