Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лӑпланса (тĕпĕ: лӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
50. Иисус хӗрарӑма: сана ху ӗненни ҫӑлчӗ; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ.

50. Он же сказал женщине: вера твоя спасла тебя, иди с миром.

Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул, тенӗ.

34. Он же сказал ей: дщерь! вера твоя спасла тебя; иди в мире и будь здорова от болезни твоей.

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Святойӗ, ҫапла калать: вырӑнтах лӑпланса юлнӑ пулсассӑн, эсир ҫӑлӑнаттӑрччӗ; сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни; анчах эсир апла килӗшмерӗр; 16. ҫапла каларӑр: «ҫук, эпир ут утланса тарӑпӑр» терӗр, — ҫавӑншӑн таратӑр та ӗнтӗ; «вичкӗннисене утланса тарӑпӑр» — ҫавӑншӑн сире хӑвалаканнисем те вичкӗн пулӗҫ.

15. ибо так говорит Господь Бог, Святый Израилев: оставаясь на месте и в покое, вы спаслись бы; в тишине и уповании крепость ваша; но вы не хотели 16. и говорили: «нет, мы на конях убежим», - за то и побежите; «мы на быстрых ускачем», - за то и преследующие вас будут быстры.

Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх сӑмахне нихӑҫан та туртса ан илсемччӗ: эпӗ Санӑн сутусене шанатӑп; 44. Санӑн саккунна яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех уяса тӑрӑп; 45. эпӗ ирӗкре ҫӳрӗп: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм; 46. Эсӗ мӗн пӗлтерни-уҫса пани ҫинчен патшасем умӗнче калаҫӑп, вӑтанмӑп; 47. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса, вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп; 48. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса аллӑмсене вӗсен енне тӑсӑп, Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлӑп.

43. Не отнимай совсем от уст моих слова истины, ибо я уповаю на суды Твои 44. и буду хранить закон Твой всегда, во веки и веки; 45. буду ходить свободно, ибо я взыскал повелений Твоих; 46. буду говорить об откровениях Твоих пред царями и не постыжусь; 47. буду утешаться заповедями Твоими, которые возлюбил; 48. руки мои буду простирать к заповедям Твоим, которые возлюбил, и размышлять об уставах Твоих.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Лӑпланса ҫитсессӗн, вӗсем Сан умӑнта каллех усал ӗҫ тума пуҫланӑ, вара Эсӗ вӗсене тӑшманӗсен аллине панӑ, лешӗсем ӗнтӗ вӗсемпе хуҫаланнӑ.

28. Когда же успокаивались, то снова начинали делать зло пред лицем Твоим, и Ты отдавал их в руки неприятелей их, и они господствовали над ними.

Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вара Михей каланӑ: тусем тӑрӑх кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек сапаланса кайнӑ пӗтӗм Израиль ывӑлне куртӑм эпӗ, — Ҫӳлхуҫа: пуҫлӑх ҫук вӗсен, ӗнтӗ лӑпланса, кашнийӗ хӑй килне таврӑнтӑр, терӗ, тенӗ.

16. Тогда Михей сказал: я видел всех сынов Израиля, рассеянных по горам, как овец, у которых нет пастыря, - и сказал Господь: нет у них начальника, пусть возвратятся каждый в дом свой с миром.

2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа: пуҫлӑх ҫук вӗсен, ӗнтӗ лӑпланса кашнийӗ хӑй килне таврӑнтӑр, терӗ, тенӗ.

И сказал Господь: нет у них начальника, пусть возвращаются с миром каждый в свой дом.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Илий ҫапла хуравласа каланӑ: лӑпланса каях эппин, Израиль Турри эсӗ Унран мӗн ыйтнине пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ.

17. И отвечал Илий и сказал: иди с миром, и Бог Израилев исполнит прошение твое, чего ты просила у Него.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иисуспа Израиль ывӑлӗсем ҫапла хӑйсен тӑшманӗсене вирлӗн ҫӗмӗрсе тӑксассӑн, вӗсенчен чӗрӗ юлнисем тӗреклӗлетнӗ хуласене тарса кайсассӑн, 21. пӗтӗм халӑх, лӑпланса, Иисус патне тапӑра Макед хулине таврӑннӑ, Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ ҫӑвар уҫакан та пулман.

20. После того, как Иисус и сыны Израилевы совершенно поразили их весьма великим поражением, и оставшиеся из них убежали в города укрепленные, 21. весь народ возвратился в стан к Иисусу в Макед с миром, и никто на сынов Израилевых не пошевелил языком своим.

Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Анчах [Иосиф] ҫапла каланӑ: ҫук, эпӗ апла тӑвассӑм ҫук; камӑн аллинче курка тупӑннӑ, ҫавӑ манӑн чура пулӗ, эсир лӑпланса хӑвӑр аҫӑр патне кайӑр, тенӗ.

17. Но [Иосиф] сказал: нет, я этого не сделаю; тот, в чьих руках нашлась чаша, будет мне рабом, а вы пойдите с миром к отцу вашему.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лӑпланса ҫитсессӗн, Иуда хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касакансем патне Фамнӑна кайнӑ, унпа пӗрле Хира та — хӑйӗн тусӗ, Одоллам ҫынни — пынӑ.

Иуда, утешившись, пошел в Фамну к стригущим скот его, сам и Хира, друг его, Одолламитянин.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турнир йӗркелӳҫисем ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, Александр Станиславович Бойков каланӑ тӑрӑх, планра ҫуллахи мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем йӗркелеме те пӑхасшӑн, районти урам командисем хушшинче Лига вӑййисем те ирттересшӗн.

Помоги переводом

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Лайӑххин чикки ҫук теҫҫӗ — хальччен тунӑ ӗҫсемпе, паянхи ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармастпӑр.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Анчах та лӑпланса ларма хушмарӗ министр, сӗнӳсемпе влаҫ органӗсем патне тухма чӗнсе каларӗ.

Помоги переводом

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней