Поиск
Шырав ĕçĕ:
Епле лекме пултарнӑ вӑл унта?
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Эппин, элита ҫар чаҫӗсене лекме пултаратӑр.
Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html
Шала лекме сӑлтав тупас тӗллевпе вӑл унӑн Кенвудри ҫурчӗн хапхи умӗнче сехечӗ-сехечӗпе ларнӑ.Она часами сидела у ворот его дома в Кенвуде, пытаясь найти повод попасть внутрь.
Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE
Хула ҫыннисем вӑл лайӑх врач иккенне часах пӗлсе ҫитнӗ, халиччен ниҫта та сывалма пултарайманнисем те ун патне лекме черете тӑнӑ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
— Урамра чупса ҫӳреҫҫӗ те, машина айне лекме пултарӗҫ, терӗм.
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Сиккимӑн хӑвачӗ туризм тӗлӗшпе пысӑк, ют ҫӗршыв ҫыннисен Сиккима лекме ятарлӑ ирӗк илмелле пулин те туризм аталанни штат хыснине витӗм кӳнӗ те ӗнтӗ.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Сикким чикӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ штат пулнӑран унӑн пӗр пайне Индин хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, ҫак лаптӑка лекме ирӗк ыйтса илмелле.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
Кунтах ятарлӑ шлем тата куҫлӑх тӑхӑнса виртуаллӑ чӑнлӑха та лекме пултаратӑн.
Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/
— Йывӑр аманса госпитале лекме те пултарнӑ вӑл.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Кала-ха тата, Кулюкка аппа, Укань кӗреҫи сан патна лекме пултарман-и?
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эрнекун пулӑмсен эпицентрне лекме пултаратӑр.
47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Унта кам ал айне лекме пултарнӑ, вӗсене ҫапкаласа илтӗмӗр те хайхи спортсмена шыра пуҫларӑмӑр.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
2009–2010 сезона 5 вырӑнта вӗҫлесе «Маритиму» Европа Лигин тепӗр сезонне лекме квалификациленнӗ.Завершив сезон 2009—2010 на 5 месте, «Маритиму» квалифицировался в Лигу Европы на следующий сезон.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
Ҫак пая ахаль халӑх лекме пултаракан паркран решеткеллӗ хӳмепе картланӑ пулнӑ — III Наполеон вӑхӑтӗнче хӳмене пӗтӗмпех улӑштарнӑ пулин те, унсӑр пуҫне каярах ӑна йӑлт аркатнӑ пулин те, паркра халӗ те Луи-Филипп хӳми вырнаҫнӑ канавӑн йӗрне асӑрхама пулать.
Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)
Ҫак кӗнеке мӗнле килсе лекме пултарнӑ-ха кунта?
XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тӑрринче нимӗнрен те ҫакланма май ҫукччӗ, ҫавна май пӗр альпинисчӗ чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑчӗ, иккӗмӗшӗ ун ҫине хӑпарса тӑчӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара иккӗшин ҫине те хӑпарса тин ту тӑррине лекме пултарчӗ.
Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html
— Юрӗ ӗнтӗ, юрӗ, — лӑплантарать ӑна вырӑс — Кирек кам та инкеке лекме пултарать.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Ҫитме ҫук вырӑна лекме туяннӑ вӗт ӑна?
Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213
Мӑн эрешмен ҫӑтса ярасран хӑранипе карта хӗрринерех лекме мекеҫленеҫҫӗ, хӳтӗрех вырӑн шыраса пӗр-пӗрне чышкалаҫҫӗ, ҫыртаҫҫӗ, чӗпӗтеҫҫӗ, таптаҫҫӗ, ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тата пысӑкрах вырӑна лекме ӗмӗтленнӗ-тӗр.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.