Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лартман (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ эпир ҫакӑнтан парса янӑ йывӑҫсене пӗрне те лартман.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хуралтан сана кӑларман, урӑх ҫынна тупса лартман.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ахтупай пире нихӑҫан та какайсӑр лартман.

Помоги переводом

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алексей Адашев, боярсен хыҫӗнче сӗтел хушшине лартман хӑна пек шӑлне ҫыртса тӑраканскер, хӑй тӗллӗн кулса илчӗ.

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай воеводӑсем ҫуккине кура ҫавӑнтах никам уйӑрса лартман пуҫлӑх пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сана унта Ширинсем вырӑнне аслӑ карачине лартман пуль-ҫке, ывӑлӑм? — ыйтмасӑр чӑтса тӑраймарӗ ашшӗ.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Никам та лартман, вӑррисем хӑйсемех вӗҫсе килсе шӑтнӑ, — терӗ Степан Лукич.

Помоги переводом

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Эп халиччен пуртӑ аври лартман, тавӑрать мана хирӗҫ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ку япала пӗртте килӗшмерӗ Мултиере: ытла ним лартман пекех янкӑр уҫӑ.

И оно ничуть не понравилось Мульдиеру: уж больно прозрачно, будто и нет там ничего.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑнсӑртран хӑй патне пырса кӗрсен ӑна сӑра-эрех ӗҫтерме мар, ӗмӗрне те сӗтел хушшине лартман.

Случись, зашел бы к нему Мульдиер по какой-нибудь нужде, он бы не то что вином-пивом его угощать, вперед бы пройти не пригласил.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халӑхпа халӑх хушшине хӳме тытса лартман та, пирӗн ҫӳллисем, саррисем те пур.

Однако между народами нет каменных заборов, и потому среди чувашей встречаются и высокие, и русоволосые.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кам пурӑннӑ-тӑр ку ҫуртра вӑл киличчен — Северьян ӑна пӗлмест, анчах тем тесен те ахаль ҫын туса лартман ӗнтӗ ӑна, пӗр-пӗр мӑрса тунӑ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кам пӗлет, тен, ӑна хупса та лартман.

Помоги переводом

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку калаҫусене Бельский утлӑ ҫар чиперех ҫитсен те чарса лартман.

Помоги переводом

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен хӑйсене кура «утаманӗсем» пур, пӗчӗкреххисем никам суйласа лартман, хӑйсен вӑйӗпе куштанлӑхне пула «утамана» ҫакланнисен аллинчи хулӑран хӑраса ҫичшер-сакӑршар ҫӗклем ҫапӑ йӑтаҫҫӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнле чӑтса тӑнӑ-ха Хусан мӑрсисем, ку таранччен мӗнле хӑйсен хушшинчен ҫын суйласа лартман?

Помоги переводом

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑвашла ку таранччен пӗр пьеса та лартман шкулсенче, лартма та хушмаҫҫӗ пулӗ, — терӗ Миша шалу илнӗ хыҫҫӑн сӗтел ҫине кучченеҫсем кӑлара-кӑлара хунӑ хушӑра.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗншӗн вӑхӑтра чарса лартман, кирлӗ пек хак паман ҫак ваййа?

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ ҫывӑрмӑша иртрӗм, унта… кӑмака кранӗнчен хӑвӑрт-хӑвӑрт шыв тумлать иккен, мӗншӗн тесен тачӑ пӑрса лартман.

Я прошел в спальню, где из умывального крана быстро капала вода, так как его неплотно завернули.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хытах ҫапса лартман пӗр хӑмине шутарса, эпир ҫав шӑтӑкран картишне кӗтӗмӗр.

Отодвинув неплотно прибитую доску, мы полезли через дыру во двор.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней