Поиск
Шырав ĕçĕ:
Любишкин, йӗнерӗ ҫинче ҫаврӑнса, сулмаклӑ хӑмӑр чышкине пӳрнисем юхӑнса ларичченех хытӑ чӑмӑртаса тытрӗ те юнаса хӑварчӗ.Любишкин, поворачиваясь на седле, сжал до отека в пальцах ядреный бурый кулак, посулил:
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Смарагдлӑ ҫын патне ҫӗленсемпе скорпионсем ҫывхараймаҫҫӗ; смарагда ҫӗлен куҫӗ умӗнче тытса тӑрсан, вӗсенчен шыв юхма пуҫлать, мӗн суккӑрланса ларичченех юхать вара ҫаплалла.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Хӑв эсӗ, Макарҫӑм, Майӑн пӗрремӗшӗнче тӗнчери революци ҫинчен шкулта кӑнтӑрларан пуҫласа хӗвел анса ларичченех каларӑн-ҫке.— Ты, Макарушка, на Первое мая об мировой революции с полден до закату солнца в школе говорил.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ывӑлӗ унпа хӗвел анса ларичченех ҫакӑн пек калаҫнӑ; амӑшӗ ун ӑссӑр калаҫӑвне ӗнтӗ сайраран сайра пӳлнӗ, малтан хӑйне мӑнкӑмӑллӑн тытнӑскер, халь вӑл пуҫне уснӑҫем уснӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӗҫес, мотор чарӑнса ларичченех вӗҫес!
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Иртӗнсе кайнӑ ҫумкурӑкӗ ҫӗрӗн пӗтӗм сӗткенне ӗмсе ларнӑ, пӗтӗм хӗвел ҫутине хӑй ҫине туртса илнӗ; ыраша вӑл апат-ҫимӗҫсӗр хӑварнӑ, ҫавӑнпа та начар ыраш шӑркана ларичченех типсе ларнӑ, вӗсен пучахӗсем тӗшӗпе тулайман.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем нумайччен, сассисем ҫӗтсе ларичченех кӑшкӑрса Аркаш пиччене чӗнчӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗвел анса ларичченех ачасене чӗнӳсем ярса пӗлтерчӗҫ, пӗтӗм хулари ҫамрӑксем вара, савӑнса хӗпӗртесе ҫӳремелле пулассине малтанах сиссе, вӗтеленсех праҫнике хатӗрленме тапратрӗҫ.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӗлтӑвакансем пурте пӗр ҫын пек, вӑл шутра ватӑ пачӑшкӑ та, вӗсене хисеплесе ура ҫине ҫӗкленчӗҫ те ҫав пӑчланнӑ ачасен тӑлӑха юлнӑ хурӑнташсем малти сак ҫине вырнаҫса ларичченех ура ҫинче тӑчӗҫ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫапла душмансенчен сыхласа аэропорта анса ларичченех пычӗҫ.Так, охраняя от душманов, сопутствовали до посадки в аэропорту.
Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15
Кил-йыш хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ йӑласенчен чылайӑшӗ чӑвашсен мӑн аслашшӗсем Атӑлпа Шурӑ Атӑл (Кама) ҫине килсе ларичченех йӗркеленсе кайнӑ пулас.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
17. Турӑ Авраама тупа туса хывнӑ сӑмах пуласси ҫывӑхарнӑҫемӗн халӑх Египетра йышлӑлансах пынӑ, 18. Иосифа пӗлмен урӑх патша ларичченех ҫапла пулнӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Икӗ патша ҫапла пӗр-пӗринпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Димитрий ҫарӗ каялла ҫаврӑнса тарнӑ, Александр ӑна хыҫран хӑваласа кайнӑ, ӗнтӗ ҫӗнтернӗ ӑна, 50. хӗрӳллӗ ҫапӑҫу мӗн хӗвел анса ларичченех пынӑ, Димитрий хӑй те ҫав кун вилнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хулана Седекия патшара вунпӗрмӗш ҫул ларичченех хупӑрласа тӑнӑ.5. И находился город в осаде до одиннадцатого года царя Седекии.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем халӗ — хирти курӑк пек, имшер калча пек, ҫурт тӑррине шӑтнӑ хунав пек, пучаха ларичченех вӗтеленнӗ тырпул пек.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр: йывӑр кунсем ҫитичченех, хӑвах «вӗсен ним ырри те ҫук!» теес ҫулсем ҫитичченех, 2. хӗвелпе ҫутӑ, уйӑхпа ҫӑлтӑрсем сӳнсе ларичченех, ҫумӑр хыҫҫӑн татах ҫумӑр пӗлӗчӗсем капланса тухичченех асӑнтан ан кӑлар.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Иерусалимра Турӑ Ҫуртне тӑвасси Перси патшине Дарий ларичченех чарӑнса тӑнӑ, ҫак ӗҫ Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ҫеҫ ҫӗнӗрен хускалнӑ.И остановилось строение Иерусалимского храма до второго года царствования Дария, царя Персидского.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав ҫӗр халӑхӗ вара Иудея халӑхӗн вӑйне хавшатма, вӗсен ӗҫне чӑрмантарма тытӑннӑ; 5. ҫак ӗҫе путарас шутпа, вӗсем канашҫӑсене сӗрев парса хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, Перси патши Кир вӑхӑтӗнче тӑршшӗпех ҫапла пулнӑ, ку Перси патшине Дарий ларичченех ҫапла пулса пынӑ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара пӗтӗм пуҫлӑх та, пӗтӗм халӑх та хӗпӗртесе кайнӑ, сунтӑха мӗн тулса ларичченех кӗмӗл пыра-пыра янӑ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак хуласенче вӗсем Давид патшана ларичченех пурӑннӑ, 32. ҫав хуласем таврашӗнче тата Етам, Аин, Риммон, Фокен тата Ашан, — пилӗк хула, — пулнӑ.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.