Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӳчӗ (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ярабаев йӑпӑлтисене ытараймасть, ҫав пӑтӑрмах та утарпа сад пахчине ураран ӳкермелӗхех сиен кӳчӗ пуль…

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫил вӗрнипе йӗри-тавра ыткӑнса вӗлкӗшекен ялавсем чун-чӗрере мӑнаҫлӑх ҫуратрӗҫ, вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗн хастарӗсем шӑратакан юрӑ-кӗвӗ ырӑлӑхпа канӑҫлӑх кӳчӗ.

Помоги переводом

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Хырай Ӗнел культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Искриночка» фольклор ансамблӗ Валери Туркай сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене илемлӗ шӑрантарчӗ, поэзи уявне илем кӳчӗ, пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

Шурӑмпуҫ ҫути тӗнчене илем кӳчӗ.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн туссемех те тӗрлӗ ҫӗрте, Тур ҫавӑрса кӳчӗ пӗр ҫӗре.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ялӗнче те Ҫу уйӑхӗ чылай улшӑну кӳчӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗри яшка кашнинех вӑй-хал кӳчӗ, кӑмӑла ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку ӑна хӑюлӑх кӳчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пире вӑл пирӗн вӑйлӑ тата начар енсене те тупса палӑртма витӗм кӳчӗ ҫапла йӗркепе ӗҫсене пурнӑҫласа пыни.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Ҫакӑ Ревлен Петровича савӑнтарчӗ, шанчӑк кӳчӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Аслӑ ӑрӑвӑн хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗрӗ ҫине республикӑра пурӑнакансем лайӑх пӗлекен «Манӑн социаллӑ центр» проект, паллах ӗнтӗ, пысӑк витӗм кӳчӗ.

Большой вклад, конечно же, в активное долголетие старшего поколения внес уже знакомый жителям проект «Мой социальный центр».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вилӗм умӗнчи ҫынна хӑйӗн юнӗпе хӑтарса хӑварни, ҫӑлӑннӑ ҫын ӳтӗнче хӑйӗн юнӗ юхни, ҫав вӗри юн суранланса пӗтнӗ ҫынна пурӑнма хӑват пани Таньӑна чӑн-чӑн таса савӑнӑҫ кӳчӗ, ҫӗклентерсе ячӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ку этем хисеплӗ хуҫана никам илтмен-курман хур кӳчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урапа кисрентернипе Ҫтаппан хӑй ҫинче ларса пыни суранне калама ҫук ыраттарчӗ, асап кӳчӗ пулсан та, вӑрӑ-хурах шарламасӑр ирттересшӗнччӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Июльти тулӑх ҫумӑр та тухӑҫа ырӑ витӗм кӳчӗ, начар тӗшӗсем те вӑй илчӗҫ.

Помоги переводом

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Кӑкшӑм тӑрӑхӗнче те самай сиен кӳчӗ ҫанталӑк асар-писерӗ.

Помоги переводом

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Кашнине калаҫтарчӗ, кулянтарчӗ, нушалӑх кӳчӗ вӑл.

Помоги переводом

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Вулакансене вӑл пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ: библиотекӑна хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекисене парнелерӗ.

Помоги переводом

Ырӑлӑх чакмасть // Галина ТИХОНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11519-yr ... h-chakmast

Выльӑх апачӗ ҫителӗкли, ӗҫе лайӑх йӗркелени ӑнӑҫлӑх кӳчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Владимир Сергеевич предпринимательсен пӗр ушкӑнне ырӑ ӗҫшӗн парнесем кӳчӗ.

Помоги переводом

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней