Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Унӑн парни канӑҫлӑх парни пулсассӑн, парнине вӑл шултӑра ар выльӑх е ама выльӑх кӳрет пулсассӑн, Ҫӳлхуҫана айӑпсӑр выльӑх кӳтӗр, 2. аллине парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 3. канӑҫлӑх парнинчен вӑл вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 4. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 5. вара Аарон ывӑлӗсем ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче, вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса ярӗҫ: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне.
Лев 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса [Ҫӳлхуҫана] кӳмелли парни вак выльӑх, сурӑх е качака, пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр, [унӑн пуҫӗ ҫине хӑйӗн аллине хутӑр,] 11. ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче парне вырӑнӗн ҫурҫӗр енче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 12. вара унӑн пуҫне, ӑш ҫӑвне уйӑрса илсе, ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклаччӑр; ҫакна священник парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн сарса хутӑр, 13. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасаттӑр, вара священник ҫакна пурне те илсе пырса парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн парни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли шултӑра выльӑх пулсассӑн, айӑпсӑр ар выльӑх кӳтӗр; Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн вӑл ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне ҫавӑтса пытӑр; 4. хӑйӗн аллине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли выльӑх пуҫӗ ҫине хутӑр — вара вӑл ҫылӑхӗсенчен тасалмашкӑн ырӑлӑх илӗ; 5. унтан пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пустӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне илсе пыччӑр та пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 6. ун хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӗн тирне сӳсе илтӗр те ӑна пайӑн-пайӑн касса ваклатӑр; 7. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑм чӗртсе, ун ҫине вутӑ купаласа хуччӑр; 8. Аарон ывӑлӗсем, священниксем, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫийӗн парне пайӗсене, пуҫне, ӑш ҫӑвне сарса хуччӑр; 9. парне выльӑхӗн ӑш-чиккине, урисене вӑл шывпа ҫуса тасаттӑр, священник вара пурне те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 5. Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 6. сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ, 7. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 8. ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх, 9. оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.