Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эсир Эпӗ илсе каякан ҫӗре кӗрсессӗн, 19. ҫав ҫӗрти ҫӑкӑра ҫие пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр; 20. малтанхи чустӑртан пашалу пӗҫерсе, ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе парне кӳрӗр; вӑл анкартинчен кӳнӗ парне пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫичӗ шӑмат ҫул шутласа хур, ҫичӗ хутчен ҫичӗ ҫул шутла, ҫичӗ шӑмат ҫулӗнче хӗрӗх тӑхӑр ҫул пултӑр; 9. вара ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], трупа кӑшкӑрт, тасалмалли кун хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫӗрӗрте трупа кӑшкӑртӑр; 10. аллӑмӗш ҫула тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, ҫак ҫӗрте пурӑнакан пур ҫынна та ирӗке кӑларӑр: сирӗн ҫакӑ юбилей пултӑр; кашнийӗ хӑйне тивӗҫлӗ ҫӗре таврӑнтӑр, кашнийӗ хӑйӗн йӑхӗ патне таврӑнтӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 34. Израиль ывӑлӗсене кала: ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа Ҫӳлхуҫашӑн ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ тӑвӑр; 35. пӗрремӗш кунӗнче сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 36. ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; саккӑрмӗш кунне сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: ку — уявпа сывпуллашни, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 24. Израиль ывӑлӗсене кала: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш [кунӗнче], сирӗн канӑҫ пултӑр, [сирӗн] трупа уявӗ, сӑваплӑ пуху [пултӑр]; 25. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Уяв хыҫҫӑнхи пӗрремӗш кунран пуҫласа, кӗлтене силлентерсе кӳнӗ кунран пуҫласа, ҫичӗ тулли эрне шутласа илӗр; 16. ҫиччӗмӗш эрне вӗҫленнӗ кунран пуҫласа малтанхи куна ҫитиччен аллӑ кун шутласа илӗр, ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫана каллех тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: 17. силлентерсе кӳмешкӗн килсерен икӗ ҫӑкӑр парӑр, вӗсене пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе пӗҫермелле, Ҫӳлхуҫана кӳмелли малтанхи ҫимӗҫ тесе вӗсене йӳҫӗтсе пӗҫермелле; 18. ҫӑкӑрсемпе пӗрле айӑпсӑр пӗр ҫулхи ҫичӗ путек, шултӑра выльӑхран пӗр пӑру илсе пырӑр тата [айӑпсӑр] икӗ така илсе пырӑр; ҫакӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӳмешкӗн пултӑр, тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли кӳрӗр, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пултӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ сире паракан ҫӗре ҫитсессӗн, унта тырӑ выра пуҫласассӑн, хӑвӑр малтан вырнӑ кӗлтӗре священник патне илсе пырӑр; 11. сире ырӑлӑх кӳме вӑл ҫав кӗлтене Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; священник ӑна уявӑн тепӗр кунне силлентерсе кӳрӗ; 12. силлентерсе кӗлте кӳнӗ кун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне — айӑпсӑр пӗр ҫулхи путек — кӳрӗр, 13. тата унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарӑр та, ун ҫине чӗрӗк гин эрех юхтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр; 14. хӑвӑр Туррӑра ҫакӑ парнесене кӳмелли кунччен нимӗнле ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, типӗтнӗ тырӑ пӗрчисем те, чӗрӗ пӗрчӗсем те ан ҫийӗр: ҫакӑ сирӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка тытса пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӳлхуҫана тав парни кӳретӗр пулсассӑн, вӑл сире ырӑлӑх кӳмелле пултӑр, ӑна ҫапла кӳрӗр; 30. ӑна ҫав кунах ҫисе ямалла, ирччен унран нимӗн те ан хӑварӑр.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе [е хӑвӑр уявӑрсенче] Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни — шултӑра выльӑх е вак выльӑх — кӳрет пулсассӑн, парни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр пулмалла: унӑн пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар; 22. суккӑр выльӑха е аманнине, е чӑлаххине, е чирлине, е кӗсен-ҫӑпанлине, е кукшаллине — ҫакӑн евӗрлисене Ҫӳлхуҫана ан парӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн парни вырӑнӗ ҫинче парне кӳме ан парӑр; 23. пӑрупа путекӗн урисем виҫесӗр вӑрӑм е кӗске пулсассӑн, вӗсене тимлӗ пулнипе кӳрекен парне пек кӳме пултаратӑн; сӑмах панипе кӳрес пулсассӑн, ку парне вара Турра юрӑхлӑ мар; 24. выльӑхӑн ҫӑмарти йӗкелӗсем лапчӑннӑ, аманнӑ, татӑлса ӳкнӗ е вӗсене касса илнӗ пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана ан кӳрӗр, хӑвӑр ҫӗрӗрте ҫакна ан тӑвӑр; 25. хӑвӑр Туррӑра парне кӳмешкӗн ҫакӑн пек выльӑха ют ҫӗр ҫыннисенчен те ан туянӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсен кӑлтӑкӗ-сиенӗ пур, вӗсен айӑпӗ пур; вӗсем сире ырӑлӑх кӳреймӗҫ, тенӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑра тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, вара сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, [сӑваплӑ].7. Освящайте себя и будьте святы, ибо Я Господь, Бог ваш, [свят].
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрес пулсассӑн, ӑна хӑвӑр валли ырӑлӑх тупма кӳрӗр: 6. ӑна парне кӳнӗ кунпа тепӗр кунне ҫимелле, виҫҫӗмӗш куна юлнине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; 7. кам та пулсан ӑна виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку ирсӗр ӗҫ, ку юрӑхлӑ пулас ҫук; 8. ӑна ҫиекенӗ хӑй ҫине ҫылӑх илӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫан сӑваплӑ япалине ирсӗрлетнӗ, ҫак чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те 2. Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр; 3. Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 4. Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫана кӳрекен тырӑ-пулӑ парни пӗри те йӳҫӗлле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн йӳҫӗтсе тунӑ ҫимӗҫ те, пыл та сирӗн ҫунтарса кӳмелли парне пулмалла мар; 12. вӗсене эсир Ҫӳлхуҫана малтан ӗлкӗрнӗ тырӑ-пулӑ ҫимӗҫӗсене кӳнӗ пек кӳрӗр, вӗсене парне вырӑнӗ ҫине хумалла мар.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее пуху чатӑрӗнчен чӗнсе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: сирӗн хушшӑртан кам та пулин Ҫӳлхуҫана парне кӳрес тесессӗн, вӑл выльӑх-чӗрлӗх парни пулсассӑн, хӑвӑр парнӗре шултӑра тата вак выльӑх кӳрӗр.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 5. Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 6. сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ, 7. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 8. ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх, 9. оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илсе каланӑ: кайӑр та хӑвӑрӑн [Ҫӳлхуҫа] Туррӑра ҫак ҫӗртех парне кӳрӗр, тенӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.