Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗтӗмӗр (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Музее хыҫа хӑвартӑмӑр, парк ҫуммипе иртрӗмӗр, Чулхула урамне пӑрӑнса кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫултан пӑрӑнса, вӑрмана кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эпир пӳрте кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Лашана апат парса, эпир пурте кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Каҫа ҫитсе выртмалла тухнӑскерсем, унта эпир хӗвел анас умӗн пырса кӗтӗмӗр, пӗр тарӑн ҫырма урлӑ каҫса, лесник ҫурчӗ патне ҫитсе чарӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Тарса кӗтӗмӗр вӑрмана.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗмӗш куне ҫӗрле эпир патша вӑйпучӗ чарӑннӑ ҫӗре ҫӗмӗрсе кӗтӗмӗр те Пайтула ирӗке кӑлартӑмӑр.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр кун ирех тӑшман ҫине ҫӗмӗрсе кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫхине Андрейпа иккӗн унӑн хваттерне пырса кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Киле таврӑннӑ чух, ҫултан чылай пӑрӑнса, Уринкка патне кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апатланма пысӑк ҫурта кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир хӳмен тепӗр вӗҫӗнчи чаплах мар хапхаран кӗтӗмӗр те пӗр пысӑк ҫурт патӗнче чарӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Акӑ пурте пӗрер ҫӗклем курӑк йӑтса Ҫатюксен лупас айне кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир — анне, аппа, эпӗ — пӗчӗк алӑкпа анкартинчен -ҫӗрулми пахчинчен — кил хушшине кӑнтӑр апатне кӗтӗмӗр (анне унта типсе пирченӗ, хытнӑ тӑпра муклашкисене, тачкалла сухаланӑ хыҫҫӑн ванмасӑр, кӑпкаланмасӑр юлнӑскерсене, катмакпа катмакларӗ).

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Кӗҫех Арҫенпа иксӗмӗр зала кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Юнпа ҫӑвӑна-ҫӑвӑна, чыхӑна-чыхӑна, эпир, «Чапаев ачисем», тӑшман траншейисене вирхӗнсе кӗтӗмӗр те пульӑпа та, прикладпа та пуҫларӑмӑр юна юнпа, вилӗме вилӗмпе тавӑрма.

Помоги переводом

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

— Телее пӗрле туптарӑмӑр, анчах ҫылӑхне те пӗрле кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Туссем, — рабочисем умне тухса тӑчӗ Лида Симакова, — хамӑр тимсӗрлӗхе пула эпир пурин умӗнче те пысӑк айӑпа кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халӗ те кивҫене кӗтӗмӗр

Помоги переводом

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӑкӑрлӑкра кӗмелле мар пылчӑклӑ юр купаланса тӑнӑран яла такам анкартийӗ витӗр кӗтӗмӗр те урамра тин мотоцикл ҫине лартӑмӑр.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней