Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла вара, пӗтӗм партизансен пӗрлешӗвӗ чугун ҫулсен тӗвви пулса тӑракан Ворожба ятлӑ станци ҫывӑхне, икӗ чугун ҫул кӗтессине вырӑнаҫрӗ.
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Путивль отрядне мадьярсем хамӑр пӗрлешӳллӗ штабпа пӗрле Спадщан вӑрманӗн хӗвеланӑҫ кӗтессине хӗстерсе лартрӗҫ.Путивльский отряд был зажат в северо-западном углу Спадщанского леса вместе с объединённым штабом.
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫамрӑк хунав юмансемпе шӗшкӗ тӗмӗсем хушшинче васкавлӑн кӑна туса хунӑ пилӗк-ултӑ шалаш пытанса ларать, шалашӗсене ешӗл йывӑҫ тураттисемпе витнӗ; ҫав шалашсенчен пӗринче пирӗн походнӑй радиостанци ӗҫлет, вӑл сӗм-вӑрманӑн ҫак кӗтессине «Пысӑк Ҫӗрпе» ҫыхӑнтарса тӑрать.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Астӑватӑп-ха, пӗрре ҫапла, каҫхине вӑл, диван кӗтессине ларса, янахне аллипе тӗрентерчӗ те, вӑрах вӑхӑт хушши таҫта аякка-аякка пӑхса ларчӗ.
Зоя // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Класа пыратпӑр та: «Сывлӑх сунатӑп! — тетпӗр. — Акӑ чӗрӗ ҫутҫанталӑк кӗтессине лартма сире валли парне илсе килтӗмӗр», тетпӗр.Приходим в наш класс: «Здравствуйте! Вот вам в уголок живой природы подарок».
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
(Скайльс сӗтел кӗтессине ларчӗ те чек ҫырма пуҫларӗ.)
Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Эпӗ чаршав кӗтессине ерипен ҫӗклерӗм те пуҫа пӳлӗмелле чикрӗм.Я потихоньку отогнул угол занавески и просунул голову в комнату.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Буратино чӑлан кӗтессине перӗнчӗ, эрешмен картисемпе пӑтрашса пӗтрӗ.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑл куҫӗсене хупать те, аллисене пуҫ урлӑ хурса выртать, пирусӗ ҫӑвар кӗтессине ҫыпҫӑнса ларса хуллен мӑкӑрланать, вӑл ӑна чӗлхипе тӳрлетет, ҫав тери хытӑ туртса ӗмсе илет те ун кӑкӑрӗнче тем хӑй-хӑй тутарать тата пит пысӑк пичӗ тӗтӗм ӑшне пулать.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӗр сӗм тӗттӗм, ҫурҫӗр те иртнӗ, никам та килсе пулӑшас ҫук: портӑн ҫак аякри кӗтессине, рабочисемсӗр пуҫне, кӑнтӑрла та никам килекен ҫук.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӑй ани ҫинчи, юханшыв леш енчи упа паланӗ вӑрттӑн пытанса кӗтсе илмелли вырӑн пулассине, унта сурӑхсем кӗтнӗ кӗтӳҫ ачине, упа паланӗн ҫуркунне тӑкӑнса ҫӗр питне витсе хунӑ вӗтӗ шурӑ чечекӗсене шутлаканскерне, тӑшман пулисем кӗтессине вӑл малтанах пӗлме те пултараймӑн.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӗрачасем, уйрӑмах Катя, экипажа ларакан Володьӑн йӑрӑс пӗвӗ ҫине савӑнса пӑхаҫҫӗ, «Турӑ пулӑштӑр, турӑ пулӑштӑр», тет атте; чӳрече умне йӑраланса пынӑ кукамай, куҫҫульне шӑпӑртаттарса, фаэтон тӑкӑрлӑк кӗтессине пӑрӑнса курӑнми пуличченех Володя еннелле хӗрес хыва-хыва тем пӑшӑлтатать.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан юратнӑ фарфор теттене — пӗчӗкҫеҫҫӗ мулкача е йытта — мамӑк тӗклӗ минтер кӗтессине хуратӑн та, ӑна унта выртма мӗн тери аван, ӑшӑ та канлӗ пулни ҫине пӑхса савӑнатӑн.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хут листин сулахай кӗтессине эпӗ шултра саспаллисемпе пичетлесе: «Ҫул моршручӗ. Кукачи патне каймалли», тесе ҫырнӑччӗ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Мелике сак кӗтессине мӗскӗннӗн тӗршӗнсе, кӗнеке вулать.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вӑл никамсӑрах, унӑн секунданчӗсем хӑйне валли унӑн пуканне те лартса паман хӑйӗн кӗтессине кайнӑ.Он один прошел в свой угол, где секунданты даже не поставили для него стула.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Шутласа пӗтерсен, Денни секунданчӗсем ӑна ҫӗкленӗ те хӑйӗн кӗтессине кайса хунӑ.Когда судья кончил считать, секунданты подняли Дэнни и оттащили его в угол.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Кругсем хушшинчи минутлӑ кану вӑхӑтӗнче ҫамрӑк хӑйӗн кӗтессине тӑрсан Ривэра патне директор Келли пынӑ та калаҫма тытӑннӑ.В последовавший затем минутный перерыв Кедли пробрался в угол Риверы.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Хӑйӗн кӗтессине пырса вӑл ура ҫинче кӗтсе тӑнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Мексиканец хӑйӗн кӗтессине ларнӑ та кӗте пуҫланӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.