Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Салам, Александр Павлович! — сылтӑм енчи чиркӳ кӗтессине пырса, Тоскинеева ал пачӗ Катнуев.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Йӑлӑхиччен выляса тӑрансан, эпир чул хӳме урлӑ каҫрӑмӑр та масарӑн пӗр хӗрринчи улах кӗтессине пырса тухрӑмӑр.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Картишӗнче Калюков, ӗне вити кӗтессине тӑрса, чылайччен йӗри-тавралла пӑхкаларӗ, тӑнларӗ, унтан тин Ехреме пӳрте кӗме хушрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑпани сӑхманне алӑк ҫумӗнчи йывӑҫ ҫекӗлрен ҫакрӗ те сӗтел кӗтессине пырса ларчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хальхинче нӑрӑ Ассолӗн страница кӗтессине тытнӑ алли тӗлнех ҫитрӗ; кунта «кур» сӑмах ҫинче лакса ларчӗ, хӑйне тепре тапӑнасса кӗтнӗ май иккӗленерех чарӑнчӗ, чӑнах та — ырӑ мар япаларан аран-аран хӑтӑлса юлчӗ, мӗншӗн тесен Ассоль: «Каллех кӑпшанкӑ… ухмахскер!» — тесе кӑшкӑрсах янӑччӗ ӗнтӗ, хӑнана татӑклӑн вӗрсе антарасшӑнччӗ, анчах куҫӗсене пӗр пӳрт тӑрринчен теприн ҫинелле ӑнсӑртран куҫарчӗ те — сасартӑк урам уҫлӑхӗнчи сенкер тинӗс хушӑкӗнчен… хӗрле парӑслӑ шурӑ карап ишсе тухрӗ.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ассоль унпа юнашар пу-кан кӗтессине майлашса ларчӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Казак сарай кӗтессине тарса лӑпчӑнать те, унтан пӑшалӗпе тӗлле пуҫлать.Казак заскочил за угол сарая, прижавшись к стене, стал целиться.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сталин та, сӗтелӗн пӗр кӗтессине хутсемпе кӗнекесенчен пушатса, ҫакӑнтах ӗҫлет.Здесь же, освободив от бумаг и книг место за столом, работал Сталин.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Инҫетрен Надьӑна вӑл пӑрахса хӑварнӑ хут кӗтессине кӑтартрӑм.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫӳлти кӗтессине мана Митя тете парнеленӗ хӗрлӗармеецсен ҫӑлтӑрне тирсе лартӑмӑр та ҫав ялава ҫӗр пӳрт умне ҫакса ятӑмӑр.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Акӑ мӗншӗн, Эмиль хисеплӗн тухтӑра пуҫ тайнӑ чух яшка савӑчӗпе сӗтел кӗтессине пырса ҫапӑнчӗ.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Варвара Петровна, наркотизатор, асаплӑн сывлакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫинчен простынь кӗтессине мӑйӗ таран сирчӗ те шампа хырӑмлӑ савӑтӑн пӗчӗк ҫӑварӗнчен эфир шӗвекӗ юхтарса ҫӗнӗ маска йӗпетрӗ, унтан ӑна, киввине сӳсе пӑрахса, матрос ҫамки ҫине хучӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Энерги, проводсем тӑрӑх ҫӗршывӑн пур кӗтессине те ҫитсе, ӗлӗк шухӑшлама пултарайман ӗҫсем тума тытӑнать.
Xӗвел // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
— Ах, турӑҫӑм! — пӑлханса кӑшкӑрса илчӗ вӑл эпӗ тӗплӗн каласа панине итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн, унтан пуҫне ывӑта-ывӑта пӳлӗмӗн пӗр кӗтессинчен тепӗр кӗтессине шӑши пек чупкалама тытӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ хӗрарӑм питӗнчен тӗлӗнсе пӑхрӑм, — вӑл пӗр пӑлхавсӑр сӑн-питлӗччӗ, — ҫакскер пӳлӗм кӗтессине, кӗрен абажур айӗнче лампа ҫунса тӑракан сӗтел патне кайса ларчӗ те, сӗтел ҫинчен черви валетне илсе ӑна пӑхкалама тытӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Надя, Иринӑпа пӗрле, ӗретре пырса, урам кӗтессине ҫитрӗ.
XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӗсем пӑрӑнчӗҫ те, тавра ҫулпа кайса, ҫӑва хӗррине, таҫта ҫӑва кӗтессине илсе каякан ҫулпа утрӗҫ.Они свернули и далеким обходом вышли боковушку, уводившую в глухой кладбищенский угол.
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вара шӑпӑртатса ҫӑвакан ҫумӑр витӗр Тверской урамӗ енчен ҫамрӑксен хастарлӑ сассине илтсен, вӑл урам кӗтессине тухма васканӑ.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Григорий Васильевич мандат ҫырнӑ татӑкӑн кӗтессине ҫунакан папирос ҫумне тытрӗ; татӑк шурӑ тӗтӗм кӑларса ҫунчӗ, вара хутланса кӗл пулса ӳкрӗ.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сӗтелӗ патне пырса тӑнӑ Ленгник ҫине куҫне хӗссе, тӗллесе куҫӗпе шӑтарас пек пӑхса илчӗ, бульдог йытӑ шӑлне йӗрнӗ пек, ҫӳлти тутин кӗтессине ҫӗклерӗ.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.